Çул​се​не хĕ​ле ха​тĕр​леççĕ

Шу​паш​кар ра​йон ад​ми​нист​ра​ци​йĕ 102 ав​то​çул​шăн явап​лă – унăн ба​лан​сĕн​че пĕ​тĕм​пе 295,511 км тăрш​шĕ çа​кăн йыш​ши объект. Вĕ​се​не хĕл​ле​хи тап​хăр​та пăх​са тă​рас ый​ту​се​не ад​ми​нист​ра​ци пуçлă​хĕ Геор​гий Его​ров ерт​се пынă пла​нер​кă​ра сÿт​се яв​рĕç.

Çурт-​йĕр​пе ком​му​нал​лă ху​çа​лăх уй​рă​мĕн пуçлă​хĕ Ген​на​дий Ефи​мов пĕл​тер​нĕ тă​рăх, хы​тă сий​лĕ çул​сем ра​йон​та 99, 3-​шĕ – ку​çа​кан​ни​сем. Вĕ​се​не пăх​са тă​рас​си​пе «Чă​ва​шав​то​дор» ОАО та​та «Дорст​рой» ООО ĕçлет. Сен​тябрь уйă​хĕ вĕçлен​нĕ тĕ​ле «Дорст​рой» ООО вĕ​ри ас​фальт-​бе​тон сий​не хур​са 12194 тă​ват​кал метр çул çин​че шă​тăк​се​не пĕ​тер​нĕ, 68 пал​лă выр​наçтар​нă. «Чу​ва​шав​то​дор» ОАО ва​ра çак ĕçсе​нех 5461 тă​ват​кал метр лап​тăк çин​че пур​нăç­ла​ни​не па​лăрт​мал​ла. Кун​сăр пуçне под​ряд ор​га​ни​за​ци​йĕ БЦМ ма​ши​ни​пе 2096 тă​ват​кал метр чух​лĕ çул​се​не юса​нă, 90 çул​сем çин​че 90 пал​лă выр​наçтар​нă. Ген​на​дий Алек​санд​ро​вич кун​сăр пуçне му​ни​ци​па​ли​тет​сем хуш​шин​чи çул ир​те​кен 10 шкул çы​вă​хĕн​че ис​кусст​вăл​ла ти​кĕс мар 9 сий выр​наç­тар​ни​не ка​ла​рĕ. Çа​кă ача​се​не хă​руш​сăр​лăх​па ти​вĕçтер​ме кир​лĕ.

«Кă​çал çурт​сем хуш​шин​чи тер​ри​то​ри​сен​чи çул​се​не 8 ял тă​рă​хĕн​че юса​нă. Ку ĕçсе​не пур​не те вĕçле​нĕ», – те​рĕ вăл.

Геор​гий Ива​но​вич çурт-​йĕр​пе ком​му​нал​лă ху​çа​лăх, çа​вăн пе​кех ху​ла тă​вас ĕç та​та ар​хи​тек​ту​ра па​йĕ​се​не хĕл​ле​хи вă​хăт​ра ял​сен​че çул​се​не пăх​са тă​ма под​ряд​чи​ке па​лăр​тас тĕл​лев​пе аук​цион вал​ли до​ку​мент​сем ха​тĕр​ле​ме хуш​рĕ.

ТАТЬЯ​НА МА​ЙО​РО​ВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости