Килте – ашшĕ-амăшĕн, садикре – воспитательсен, шкулта – учительсен ачасене пушар хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнма вĕрентмелле, пĕчĕкренех вут-çулăм хăрушлăх кăларса тăратма пултарнине каласа ăнлантармалла.
Пушар хăрушсăрлăхĕн уйăхлăхĕн шайĕнче «Ягодка» ача сачĕн аслă ушкăнĕн ачисем «Хăюллă пулма ан хăра» спорт уявне хутшăнчĕç. Вĕсемшĕн «чирлекенсем», хавхалантаракансем – вăтам ушкăна çÿрекенсем пулчĕç.
«Хăюллисем» тата «Çăлавçăсем» командăсем тĕрлĕ кăткăс задание пурнăçласа кам вăр-вартарах, хăюллăрах, чăтăмлăрах пулнине палăртрĕç. Ачасем кам хăвăртрах каска тăхăнассипе, «тĕтĕмпе тулнă» пÿлĕмре инкек тÿснисене шыраса тупассипе, вĕсене «çăлассипе», «çулăма сÿнтерессипе» тупăшрĕç. Куракансем те ĕçсĕр лармарĕç – вĕсем инкекре пушар хăрушсăрлăхĕн ĕçченĕсене епле чĕнмеллине аса илчĕç.
«Пушар ан пултăр тесен» презентацие курни пĕчĕккисене пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене аса илме пулăшрĕ. Ачасем çулăмпа шÿтлеме юраманнине лайăх ас туса юлчĕç, ăша хыврĕç, правилăсене яланах асра тытма, пăхăнма шантарчĕç.