Çитес çул «Тăван Ен» хаçат 85 çулхи юбилейне паллă тăвать. Çавра датăна хатĕрленнĕ май хăйсен кун-çулне тĕрлĕ вăхăтра хаçат пурнăçĕпе çыхăнтарнă çынсен аса илĕвĕсене номертен-номере пичетлĕпĕр. Пĕрремĕш çырăва РФ Журналистсен союзĕн членĕнчен, 1947 çулта Шупашкар районĕн «Ленин çулĕпе» хаçат редакторĕнче ĕçленĕ Анатолий Семеновран илтĕмĕр.
«Сакăр вунна яхăн çул ĕлĕкрех, çĕнĕ пурнăç тума тытăннă тапхăрта, ялсенчи шкул ачисем – пионерсемпе комсомолецсем – пичет ĕçне хутшăнни çинчен каласа парас килет.
Иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсен пуçламăшĕнче Шупашкар районĕнчи чылай колхозра улма-çырла сачĕсем ĕрчетме пуçларĕç. Шăмăшра, Совет Союзĕн Геройĕ М. Водопьянов ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх отраслĕнче те çамрăк улмуççисем чылай лартрĕç. Ун чухне эпĕ Шăмăшри кĕçĕн вăтам шкулта пиллĕкмĕш класра вĕренеттĕм. 1935 çулхи çуркунне лартнă çамрăк улмуççисем кĕркунне тĕлне чиперех вăй илме тытăнчĕç. Çав хĕл юр мулкачсен телейĕшĕн уйрăмах нумай çурĕ. Чарусăр куянсем иртĕхмех тытăнчĕç, çамрăк улмуççисене тапăнма та пуçларĕç. Пире, шкул ачисене, çакă питĕ хумхантаратчĕ. «Катăк тутасем» пирки хăвăртрах мерăсем йышăнмалли çинчен колхоз правленине çийĕнчех пĕлтермелле, хаçат редакцине те çырса ямалла – акă мĕнле шухăш пулчĕ пирĕн пиллĕкмĕш класри пионерсен. Çырăва редакцие хамах çырса ятăм. Ăна пичетлесе кăларсан пĕр талăкранах уроксем хыççăн киле кайма тухсан сад пахчинче темле çын тăнине асăрхарăм. Вăл мана кĕтет пулмалла. Аллинче аванах пысăк патак. «Районти хаçатра мана хурласа критикăлла статья çыраканни эсĕ пулĕ-ха, – терĕ çилленчĕк сасăпа. – Çырасса, чăнах та, тĕрĕсех çырнă-ха. Анчах та ăçта кайса кĕмелле-ха манăн? Кашни турата кăшлама хатĕр вĕт! Кĕтĕвĕпех! Эпĕ вара пĕччен. Сад лаптăкĕ пĕр гектар ытла. Кала-ха, мĕн тумалла ку пуçтахсемпе?»
Калаçăва хамăн та хутшăнма вăхăт çитнине туйрăм. Ку ыйтупа çийĕнчех колхоз зоотехникĕпе калаçса пăхмалла. Çамрăк улмуççи вуллисене чĕркемелле. Хамăр ялти вулав çурчĕ валли зоотехника ыйтăвĕсемпе пичетленекен журналсем çырăнса илмелле.
Хаçат редакцийĕ çамрăк авторсене ялкорсен ĕçне анлă явăçтарма тăрăшатчĕ. Çак тĕллевпе ятарласа канашлусем час-часах йĕркелетчĕ. 1935 çулхи апрель уйăхĕнче партин районти комитечĕн пропагандăпа агитаци пайĕ пулăшнипе ятарлă канашлăва пухăнчĕç. Унта республикăри паллă писатель Уйăп Мишши тата ытти сăвăç хутшăнчĕ. Ун чухне Чулхулара крайри пионерсемпе шкул ачисене валли «Клич пионера» тата «Колхоз пионера» хаçатсем пичетлесе кăларатчĕç. Вĕсенче çамрăк ялкорсемшĕн усăллă материал нумайччĕ.
Эпĕ хаçатсемпе тытакан çыхăну çирĕпленсех пычĕ».
Сăмах май
Анатолий Семенов 1923 çулхи июнĕн 27-мĕшĕнче Арккассинче çуралнă. Çар ретне тăма 1941 çулхи август уйăхĕнче ят тухнă. Çакăн хыççăнах ăна Златоустри çарпа инженери училищине вĕренме янă. Вăл стрелоксен 259-мĕш Артемовск дивизийĕн саперсен 437-мĕш батальонĕн взвод командирĕ пулнă. Волхов фрончĕпе пĕрле Ленинград оборонине те хутшăннă. «Ленинграда хÿтĕленĕшĕн» медальпе, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă.