Çăкăр вырăнĕ – сĕтел çинче

Çапла сăмахлатпăр халăх ăсĕпе. Чăвашсем мĕн ĕлĕкрен çăкăр-тăвара хисепе хунă. Унсăрăн сĕтел те пушă пек. Пирĕн асаннесем çăкăра кашни кун кăмака хутса пĕçернĕ пулсан халĕ эпир ăна ытларах лавккара туянатпăр. Заводран тухнă çăкăр-батон килте пĕçернĕ çăкăр пекех тутлă-и-ха? Кăна пекарньăра хамăр тĕрĕслесе пăхăпăр.

Талăкра – 3 тонна

Чăрăшкассинче вырнаçнă «Колосок» ООО вун виççĕмĕш çул ĕнтĕ Кÿкеçри, Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти, Çĕрпÿри, Шупашкар, Çĕрпÿ районĕсенчи лавккасене çăкăр-батонпа тивĕçтерсе тăрать. Унăн тĕсĕ кăна кунта 30 ытла, тата 16 – кондитер изделийĕ, 12 тĕрлĕ кукăль. Ĕçлеме пуçласанах вĕсене кивĕ кăмакасемпе пĕçерсе тăнине паян куç умне кăларма та йывăр. «Паянхи çăкăр-батона Турцирен илсе килнĕ хальхи йышши оборудованире пĕçеретпĕр. Çĕнĕ кăмакасенче чул пур, вăл хĕрсен майĕпен сивĕнни пирки кăмакара температура вăрах вăхăт сыхланса тăрать», – производствăпа паллаштарать завод директорĕ Владимир Иванов. Кунта 37 çын тăватă сменăпа тăрăшать. Тĕп цехра çăкăртан пуçласа сушка таранах пĕçереççĕ. Кондитер цехĕнче пĕрремĕш смена кăна ĕçлет, каçхи сменăра вара кукăль янтăлаççĕ. Талăкра заводран 3 тонна яхăн çăкăр-батон тухать.

Сĕтел çине лекиччен вара унăн харăсах темиçе производство тапхăрне хыçа хăварма тивет. Чи малтанах çăнăха ала витĕр кăлараççĕ, ăна ытти компонентпа хутăштарса 40 минута яхăн чуста çăраççĕ. Виçсе пайланă чустана формăсене хурса хăпарма ятарлă пÿлĕме вырнаçтараççĕ. Температура, сывлăш нÿрĕкĕ – кунта пĕтĕмпех пĕлтерĕшлĕ. Кондицие çитсен çăкăра 45 минутлăха кăмакана лартмалли çеç юлать. Çын алли чустана пайлакан агрегата тата формăна хунă чухне кăна перĕнет, ытти ĕçе машина пурнăçлать. Хатĕр продукцие формăран кăларса стеллажсем çинче сивĕтмелли кăна юлать. Упаковка линийĕпе ярса этикетка çыпăçтарнă хыççăн çемçе çăкăр лавкка сентрисем çине пырса выртать.

Ял çынни мĕн кăмăллать?

Туянакана çухатас мар тесен пахалăхлă çăкăр кăна пĕçерни çителĕксĕр. Аталансах пыракан пасар самани ассортимента та тăтăшах çĕнетсе тăма хистет. Чăрăшкасси заводĕнче ыраш, тырă кипиккипе пĕçернĕ шурă, ула,тăваткал, пысăк е пĕчĕк çăкăр, кăмакара формăсăр пĕçернĕ çăкăр, батон, иçĕмпе сушка, бутерброд валли кулачă пĕçереççĕ. Ял çыннисем ытларах ула çăкăр, батон, лаваш кăмăллани пирки те пĕлтĕмĕр.

Заводăн тĕп технологĕ Валентина Гаврилова халăх типĕ тытнипе ĕç калăпăшĕ кăштах ÿкни пирки асăнчĕ. Тавар туянакансен кăмăлне тивĕçтерес тесе типĕ çăкăр-батон та пĕçерсе кăлараççĕ. Мăн кун уявĕ умĕн вара – пылак кулачă. «Халĕ халăх хака мар, пахалăха пăхать, – тет технолог. – Унччен çитмен ял тăрăхĕсене тухса çынсене хамăр продукцие тутанса пăхма сĕнетпĕр. Заявкăсемпе ĕçленипе тин пиçнĕ çăкăр-батон кăна сутатпăр». Чăрăшкассисем Чулхулари, Хусанти ĕçтешĕсен опычĕпе паллашсах тăраççĕ. Эпир килнĕ кун заводра çĕнĕ кăмака вырнаçтаратчĕç. Апла Чăрăшкасси çăкăр-батонĕ кĕçех çĕнĕ киле те çитĕ-ха.

Сăмах май

Çăкăр пĕçерекенсем ятарлă канмалли пÿлĕмре хывăнса тăхăнма, тăхтав вăхăтĕнче апатланма, ĕç кунĕ вĕçленсен душра çăвăнса тасалма пултараççĕ. Заводăн хальхи вăхăтра çĕкленекен çуртĕнче душ, хывăнса тăхăнмалли пÿлĕм пулĕ. Кашни смена хыççăн ĕçченсене киле предприяти шучĕпе икшер çăкăр парса яраççĕ.

АНЖЕЛИКА ТИХОНОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости