Тăван пулса тăнă чăваш халăхне тав тума май тупнă Ленинград ачи çинчен
Ладога кÿлли тăрăх выртакан хĕллехи çул, Пурнăç Çулĕ, çине тăшман бомба тăксах тăнă. Вăл вара пăра витĕр шăтарса кÿлĕ тĕпĕнче çурăлнă. Взрыв хумĕсем те ватайман ăна. Çапах та нимĕç пăрахнă бомба лекнипе теçетке автомашина ун айне ана-ана кайнă. Вĕсен водителĕсем ачасене Ленинградри вутлă ункăран çăлма васканă.
Вутлă пăр тăрăх
Блокадниксене борт çинчи хĕç-пăшала хÿтлĕхсĕр ачасене хирĕç усă курнă фашист истребителĕсем те шар кăтартнă. 1942 çулхи январь-апрель уйăхĕсенче çак çулпа Ленинград вут-çулăмĕнчен 514069 çынна илсе тухнă. Тăваттăри Алике тата унпа пĕрле грузовикре ларса пынă 54 ачана ытларах ăннă: вĕсене тăшман пульли тĕкĕнмен. Çурхи хĕвĕшÿ Ладога кÿллипе юнашар 6 çула «шăнтса» лартнă. Ленинграда тăшман блокадинчен хăтариччен – 1944 çулхи январĕн 27-мĕшĕччен – икĕ çул юлнă, анчах та пĕчĕк Аликпе унăн тантăшĕсемшĕн çак самантран вăрçă вĕçленнĕ.
Пысăк çĕр çине антарнă хыççăн, санитари поезчĕ çине куçарса лартиччен, чĕрĕ юлнисен, аманнисен списокне хатĕрлеме тытăннă. Хăранипе куçĕсем чарăлса кайнă, ÿчĕ шăмми çумне çыпçăннă арçын ачаран ятне ыйтса пĕлме тăнă. «Анне те, атте те çук манăн. Вĕсем вилнĕ. Килте велосипед пур. Тата эпĕ скрипкăпа вылятăп», – пĕлтернĕ вăл. Урамра ăна Алик тесе чĕннĕ. Хăрушă чир – ÿт-пÿпе органсен дистрофийĕ – хăйĕнчен музыкăна итлеме пĕлес пултарулăха яланлăхах туртса илнине вăл ÿссен тин пĕлĕ.
Тантăшĕсемпе пĕрле ăна Сĕве ача çуртне илсе килнĕ. Кайран, нумай çул иртсен, вăл çапла аса илĕ: «Çар гимнастеркине тăхăннă тете, хаваслă тата йăл! кулăллăскер, тата унпа пĕрле килнĕ аппа куççулĕсене шăлса мана илме килнине пĕлтерчĕç: «Эпир сана питĕ нумай вăхăт шырарăмăр! Кайрăмăр киле, ывăлăм!»
Ку – Чăваш обкомпартире вăй хуракан Никитинсен çемьи пулнă. Семен Петрович — кадрсемпе ĕçлекен секретарь, унăн мăшăрĕ Нина Гавриловна – пропагандăпа агитаци пайĕнчен.
Питĕ лайăх çемьене лекнĕ тесе калаçнă Ленинград ачи пирки. Анчах та ăна хăйĕн ячĕ кăна килĕшмен, Саша тесе чĕнме ыйтнă.
– Кам вăл Саша? – тĕлĕннĕ килте.
– Грузовикпе пынă чухне вăл пире хÿтĕлерĕ.
Пăшаллă çак арçын ачасене Ладога кÿлли урлă каçарнă грузовик водителĕ пулнă иккен.
– Çакăн пек ят хурар эппин. Çакă тĕрĕс те пулĕ, – йышăну тунă Семен Петрович.
ЗАГС органĕнче ăна «Александр» тесе çыртарнă. Национальноçпе – чăваш. Çĕнĕ ашшĕпе амăшне вăл хăвăртах хăнăхнă, урамри ачасемпе выляса чăвашла та калаçма вĕреннĕ. Ленинградри хăш-пĕр йăла кăна хăпман. Мĕн хурса панине вăл пĕтĕмпех çинĕ — тиркемен, юратнă апат-çимĕç пулман унăн. Турилккене вара пĕр пĕрчĕ юлмиччен, йăлтăртатиччен çуласа тасатнă. Кашни апатланмассерен амăшĕнчен çакăн пек ыйтнă:
– Ыран пирĕн мĕн те пулсан çимелли пулать-и?
Пысăк çын
Сашăна усрава илнĕ Семен Петрович питĕ пысăк çын пулнă. Ăна уездсенче кăна мар, республикăра та аван пĕлнĕ. Вăл çĕр пулăхлăхĕпе пĕрлехи вăйпа усă курас тĕллевпе юлташлăх йĕркелекенсенчен пĕри пулнă. Никитин ял хуçалăхне, агропромышленноç йывăрлăхĕсене питĕ лайăх пĕлсе тăнă, çĕр пăхас тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ыйтусене наукăри тĕпчевсемпе çирĕплетме пысăк ĕç туса ирттернĕ. Уйрăмах лашасене юратнă. Ывăлĕпе Сашăпа пĕрле янавара кÿлсе час-часах уй-хир тăрăх пăхса çÿренĕ. Нина Гавриловна вара вулама юратнă. Килĕнче художествăпа истори литературин библиотекине тытнă. Унăн ашшĕпе амăшĕ кулаксен пурлăхне туртса илнĕ вăхăтсенче пурнăçран уйрăлнă.
Çуллахи каникулсене Саша Семен Петровичăн амăшĕ патĕнче ирттернĕ. Евдокия Никандровна мăнукне питĕ хытă юратнă. Арçын ача улттăмĕш тата çиччĕмĕш классене Кÿкеçри шкулта пĕтернĕ. Кайран вара ашшĕпе амăшĕ Шупашкарта ĕçленĕ май тĕп хулари 6-мĕш чăваш шкулне çÿреме тытăннă. Вырăсла лайăх калаçма пĕлмен, пусăмсене тĕрĕс мар лартнă.
Апла пулин те Саша кунти тантăшĕсемпе те хăвăртах пĕр чĕлхе тупать. Ташă каçĕ-и, çамрăксен тĕл пулăвĕсем, вулав конференцийĕсем, Атăл леш енчи турист çул-çÿревĕсем — пĕр мероприяти те унсăр иртмест. Аттестат илнĕ хыççăн вăл Чапаев ячĕллĕ заводра ĕçлеме тытăнать. Институтра пĕлÿ илес тесен ун чухне производство стажне ыйтнă. Семен Петровичăн витĕмлĕхĕпе усă курса улталама та пултарнă-ха. Анчах та вăл ывăлне тĕрĕс воспитани парассишĕн çине тăнă. 1962-1965 çулсенче Александр инженер-механик дипломĕпе хими комбинатĕнче вăй хурать. Тахçанах куç хывнă савнă хĕрĕпе, Чапаев ячĕллĕ заводри Гальăпа, çак хушăра çемье çавăрать те йĕкĕт. Тăрăшуллă, пуçаруллă яша комбинатра тÿрех асăрхаççĕ. Вăл 25 çултах Шупашкар Хула канашĕн депутачĕ пулса тăрать.
Никитинăн комсомол çулĕсем çĕр-çĕр чăваш яш-кĕрĕмĕпе хĕр-упраçĕн çерем пуснă çĕрти паттăрла тăрăшăвĕн тапхăрĕпе тĕл килнĕ. Ку вăл – Чапаев дивизийĕнчи ентешсем патне çитсе килни те, палаткăллă ĕç лагерĕсенчи манăçми каçсем те, йывăррăн çитĕнекен çамрăксен лагерĕсем те, слетсемпе походсем те, фестивальсемпе смотрсем те… – Хĕрлĕ Чутай, Канаш, Вăрмар, Улатăр тăрăхĕнчи чĕрĕ-сывă тантăшĕсем Александр Никитин пуçарнипе йĕркеленĕ кашни мероприятие ас тăваççĕ.
Чăваш халăхне халлаланă
Совет Союзĕн маршалĕпе Иван Коневпа паллашнă чухнехи самант çамрăк Александр пурнăçĕнче уйрăмах хумхануллă пулса иртет. Ленинград мĕн тери улшăнса, çĕнелсе, вăй илсе, тĕрекленсе пынине кăтартма-тĕр, шăпа ăна çак çулсенчех Тăван çĕршывне илсе çитерет. Кунта вăл Пĕтĕм союзри çамрăксен слечĕн ĕçне хутшăнать. Конев маршалăн çар командипе пĕрле вăл Ленинградри паллă вырăнсем патне çитсе килет – Пулков çÿллĕшĕсем, Ладога кÿлли, Пискарев çăви, çар карапĕсем, шыв айĕнчи кимĕсем, çар чаçĕсем… Ыйхăсăр каçсем йывăр шухăшсемпе ылмашаççĕ, чĕри юнпа тулать çамрăкăн: «Кунта эпĕ турист кăна!». Вăл тăван çĕр патнех туртать. Унта юлнă ватăлакан ашшĕпе амăшĕ пирки шухăшлать вăл, хăйне йышăннă çемье умĕнче парăма туять. Каярах ВЛКСМ тĕп комитечĕпе Италие те çитсе килĕ вăл, Санкт-Петербургри патшалăх инженерипе экономика Академийĕн Шупашкарти филиалĕн туризмпа сервис институчĕн директорĕ пулнă май вун-вун çĕршывра пулса курĕ. Ашшĕ çулĕпе кайса 10 çул Шупашкар хула совечĕн коммуналлă ĕç тата хула строительствин ертÿçин пĕрремĕш çумĕнче те вăй хурĕ, Раççейри наука журналĕсенче истори, культура тата туризм ыйтăвĕсемпе вун-вун ăнăçлă публикаци пичетлĕ. Анчах пурнăçĕнчи кирек хăш тапхăрта та вăл иккĕмĕш пурнăç панă ашшĕпе амăшĕн ячĕсене чĕринче упранă. Кашни ĕçе, кашни пуçарăва чăваш халăхне халалланă. Çакăн пирки вăл çулсем иртсен хăйĕн хĕрне Ольга Александровнăна каласа парĕ. Ашшĕ ĕçне малалла тăсса О. Никитина экономика ăслăлăхĕсен докторĕ пулса тăнă, Санкт-Петербургри ГИЭУра преподавательте вăй хурать. Вăл – Кÿкеçри «Бичурин тата паянхи самана» музейăн попечитель канашĕн членĕ. Александр Никитина халалласа кунта «Край Чебоксарский» кĕтес те йĕркеленĕ. Тăваттăрах ашшĕ-амăшне çухатнăскер, ачасемпе питĕ нумай ĕçленĕ, вĕсене тăван ен культурипе историне тĕпчес ĕçе явăçтарса конкурссем йĕркеленĕ пирĕн ентеш. Пур конкурс çĕнтерÿçисене те вăл хăй шучĕпе хавхалантарнă – çакăн пек пысăк чунлă пулнă А. Никитин.
ЧР Культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, «Хисеп палли» орден (1974 ç.) кавалерĕ, А. Талвир ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ, ООН çумĕнчи халăхсен хушшинчи информатизаци академийĕн академикĕ, естествăлла наукăсен Раççей академийĕн член-корреспонденчĕ пирĕнрен çичĕ çул каялла яланлăхах уйрăлса кайнă. «Кĕпепе çуралса» Ленинградран чăваш çĕрĕ çине тĕрĕс-тĕкел çитнĕ Аликрен çакăн пек пултаруллă, хăйсен ятне çÿле çĕклекен çын çитĕнтерессе çичĕ теçетке ытларах çул каялла шухăшлама та пултарайман ĕнтĕ Самуккассинчи Никитинсем…
Сăмах май
1942 çулта Ленинградран илсе килнĕ тăлăх ачасене республикăра чылай çемье хăйĕн хÿттине илнĕ. Усрава илнĕ пысăк çынсем хушшинче – Чăваш обкомпартин пĕрремĕш секретарĕ Иван Матвеевич Чарыков, республикăри Министрсен Канашĕн Председателĕ Александр Васильевич Сомов.
ТАТЬЯНА МАЙОРОВА
Блокада хроники
1941 çулхи августăн 20-27-мĕшĕсем: Ленинграда çыхăнтаракан çул хупăннипе граждансен эвакуацине чарса лартма тивнĕ
сентябрĕн 4-8-мĕшĕсем: артиллери Ленинградри промышленноç районĕсене, шкулсене, госпитальсемпе пурăнмалли çуртсене персе аркатма тытăнать
сентябрĕн 2-9 мĕшĕсем: Финн çарĕсем Белоостровски тата Кириясальски районĕсене илсе оборонăна хатĕрленеççĕ
сентябрĕн 8-мĕшĕ: нимĕç çарĕсем Ладога кÿлли патне çитеççĕ: Ленинград тавралли ункă хупăнать
сентябрĕн 12-мĕшĕ: «Бадаевский» чи пысăк суту-илÿ складĕнчи хăрушă пушар
сентябрĕн 16-мĕшĕ: нимĕç çарĕсем Ораниенбаума Ленинградран татса Финн юханшывĕн кăнтăр çыранĕ çине пырса кĕреççĕ
сентябрĕн 19-мĕшĕ: нимĕç çарĕсем Ленинградран 10 километрта чарăннă. Хула çыннисем çапăçăва кĕреççĕ
сентябрĕн 22-мĕшĕ: Гитлер «Санкт-Петербурга çĕр пичĕ çинчен шăлса тасатмалли» пирки калать: «Мирлĕ халăх пурнăçне çăлса хăварасси пире кăсăклантармасть»
сентябрĕн 25-мĕшĕ: совет Шлиссенбург десанчĕ Ладога кÿллин кăнтăр çыранĕ çине ăнăçсăр анса ларать: салтаксем çăлăнаймаççĕ
ноябрĕн 8-мĕшĕ: Гитлер Мюнхенри тĕл пулура «Ленинградăн выçлăх вилĕмĕпе вилмеллине» пĕлтерет
ноябрĕн 10-мĕшĕ: совет контрнаступленийĕн пуçламăшĕ: нимĕç çарĕсем Тихвинран Волхов юханшывĕ еннелле чакаççĕ. Çавна пула вĕсем, малтан палăртнă пек, Ленинградăн тухăç енĕнчи Свирь шывĕ патĕнче финн çарĕпе пĕрлешсе хăйсен вăйне çирĕплетеймĕççĕ.