Шупашкаркассинчи Леонид Захаров ертсе пыракан «Шурăмпуç» фольклор ушкăнĕ иртнĕ канмалли кунсенче хирĕçле концертпа Мăн Марка ял клубĕнче пулчĕ. Маларах, январĕн 17-мĕшĕнче Мăн Маркари Николай Андреевăн «Кăмăл» вокал ансамблĕ Шупашкаркасси клубĕнче концерт кăтартнă.
ЧР Культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе, Мăн Марка клуб ертÿçипе Рената Грачевăпа вĕсем 9-ăн пулнă. Хире-хирĕç кăмăл тунине курма тата çĕнĕ çĕре кайса унти çынсемпе паллашас тĕллевпе çак йĕркесен авторĕ те çула тухнă. Шупашкаркассисем çĕнĕ çĕре кайма тĕплĕн хатĕрленнĕ. «Январĕн 22-мĕшĕ тĕлне çĕнĕ 16 концерт тумне, çамрăксене валли 10 кĕпе туяннă. Пĕтĕмпе 200 пин тенкĕ укçа тăкакланă. 35 пин парса çĕнĕ баян илнĕ. Ĕлĕкхи чăвашсен тумтирĕсене Шупашкарта çĕлеттертĕмĕр. ЧР Культура министерстви укçа уйăрса пачĕ. Коллектив иртнĕ çулхи конкурссенче малти вырăнсене çĕнсе илчĕ»,– пĕлтерчĕ Шупашкаркасси клуб директорĕ Любовь Иванова. Çĕнĕ, илемлĕ чăваш хĕрарăмĕсен тумĕ: сурпанран, хушпуран, кĕперен, саппунран, шурă атăран тăрать. Тухъя Любовь Ивановăра пулчĕ.
Рената Грачева пире хапăл туса кĕтсе илчĕ. Пĕлтĕрхи декабрь уйăхĕнче клуб 80 çул тултарнине паллă тунă. Клуб çурчĕ пĕр хутлă, йывăçран, керамблокран веранда купаланă, газ кĕртнĕ. Шалта, хăтлă залăн стенисем çинче ял историйĕпе пурнăçне сăнласа паракан стендсем. «Вĕсем вăрçăран таврăнман» стенд çинче салтаксен списокĕ. Мăн Марка ялĕнчен Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче 106 çын пуçне хунă.
«Ялта 180 ытла кил. Çулла пурăнман кил çук, хĕлле вĕсен хуçисенчен ытларахăшĕ хулара. 2006 çулта ялти шкула Ишеке куçарнă. Вăрманхĕрринчи, Кĕнер юханшывĕ çинче шыв плотини пур. Ялĕ вара «такан» евĕр авăнса вырнаçнă. Ункă юханшывĕ хĕрринче ларакан 3 урамлă ял 3 км тăсăлать», – терĕ 63 çулти Галина Шарова хăйсен тăван кĕтесĕпе паллаштарнă май. Вăл вырăнти хуçалăхра 20 çул хушши бригадирта тăрăшнă. Екатерина Григорьева учительница 30 çул хушши Мăн Марка шкулĕнче ĕçленĕ, халĕ Ишекри шкултах кĕçĕн классене вĕрентет. Хăй, «Тăван Ен» хаçатăн штатра тăман корреспонденчĕ пулнă май шкул ачисене те çырас ĕçе явăçтарать. Çакăн пек пултаруллă ял-йыш пурăнать кунта. Çитĕнекен ăру та хастар. Ишек шкулĕнче 5-мĕш класра вĕренекен Евгения Иванова «Шкул корреспонденчĕ» конкурсра 2014 çул пĕтĕмлетĕвĕсемпе 3-мĕш вырăна çĕнсе илнĕ.
Концерт программине Шупашкаркассинчи клуб директорĕ Любовь Иванова ертсе пычĕ. Сцена çине 16 çынран тăракан «Шурăмпуç» ушкăн илемлĕн карталанса тухсан залри халăх тăвăллăн алă çупрĕ. Чи малтанах куракан умĕнче Александр Васильев сăввипе Станислав Толстов кĕвĕленĕ «Шурăмпуç чечекĕсем» юрă шăранчĕ. Надежда Востровăпа Юлия Иванова сăвăсем вуларĕç. Фольклор ушкăнĕ хăйĕн программине çĕнетсех пырать. Чăваш халăхĕн «Тăхăнам-ха çут калуш» юрри 1-мĕш хут янăрарĕ. Леонид Фадеев поэт сăввипе кĕвĕленĕ «Сар хĕвелĕ тухрĕ выляса» юрра та хапăл туса кĕтсе илчĕç куракансем. Вĕсене уйрăмах Надежда Суманова, Роза Бычкова, Зоя Мазярова, Тамара Костина, Леонид Захаров чăваш юррисене юрлани, ташлани килĕшрĕ. «Автобус çинче» шÿтлĕ сценка та Мăн Маркасен кăмăлне кайрĕ.
Ыранах «Шурăмпуç» фольклор ушкăнĕ хăйĕн пултарулăхне Вăрнар районĕнчи Санарпуç ялĕн Культура çурчĕн сцени çинче кăтартать. Хастар мăнмаркасем февралĕн 14-мĕшĕнче Ункă юханшывĕ хĕрринче «Пулăçсен кунне» ирттересшĕн. Кунта кичемленме вăхăт çук!
Николай Смирнов, Атăлъял