1958 çултанпа майăн 28-мěшěнче пирěн çěршывра пограничниксен кунне паллă тăваççě. 1918 çулхи майăн 28-мěшěнче пограничниксен сыхлавне йěркеленě, кайран вăл Шалти ěçсен халăх комиссариатне пăхăнса тăма тытăнать. Тăван Çěршывăн Аслă вăрçи пуçлансан хěвеланăç чикěре 796 застава çапăçăва кěнě. 150 пограничника Совет Союзěн Геройěн ятне панă.
Хальхи Раççей чикки 61031,29 çухрăма тăсăлать.Çěршыври улшăнусем хыççăн чикěре тата 8 çěнě патшалăх хутшăннă. Пĕтěмпе пирěн хăрушсăрлăха 200 пине яхăн пограничник сыхлать. 1990 çулта пограничниксен çарě Патшалăх хăрушсăрлăхěн Комитечěн шутне кěнě. Халě вăл – РФ хăй тěллěн тытăнса тăракан хăрушсăрлăх службин пограничниксен служби.
Чикěре службăра тăма тÿрě кăмăллă та йěркеллě çамрăксене суйлаççě. Çěньял-Покровскинче пурăнакан Виталий Верендеев 11-мěш класра вěреннě чухнех пограничник пулма ěмěтленнě. 1964 çулхи кěркунне, ял хуçалăх институчěн 2-мĕш курсěнче вěреннě вăхăтра, ăна тата темиçе студента Совет Çарне илнě. Поезд Харьковран иртсе Крым еннелле çул тытсан вěсем пурте савăнса кайнă. Симферопольти сержантсен шкулěнче Виталий Чантăр ялěнчи Анатолий Вахтеркинпа пĕрле вěреннě. Кайран Верендеев Хура тинěс хěрринчи тěрлě хулара 3 çул службăра тăнă, ытларах Песчаное ятлă поселок патěнчи заставăра. 1965 çулта салтаксене пурне те «20 лет победы в Великой Отечественной войне 1941-1945 гг.» медаль панă. Малашне юбилей медалěсене рядовойсем урăх илмен.
Çартан килсен Виталий институтра вěренсе тухнă. Инженер-механик пулса Тамбов облаçĕнчи Кирсанов хулинче, Шупашкарти пысăк автопредприятисенче ертсе пыракан должноçсенче ěçленě.
Чернобыль аварийě хыççăн унта кайса Шупашкарти пěр автоотрядăн командирě пулнă. Унăн хисеп хучĕсем, ас тăвăм медалĕ нумай. Çар званийě – лейтенант.
Виталий Кронидовичăн аслă ывалě Игорь та пограничник. Вăл Чита çывăхěнчи заставăра тăнă çулсене халě те мăнаçланса аса илет. Унăн чикě сыхлавěн историйěпе çыханнă библиотека пур. Игорь пединститут пěтернě, Шалти ěçсен министерствин системинче ěçлет, офицер. Çулсерен Çěнтерÿ кунě ячěпе Шупашкарта иртекен парада пограничниксен ушкăнĕпе пĕрле хутшăнать. Унăн ывăлě Михаил та пограничник пуласшăн. Вăл спортпа туслă, темиçе хут та тěл перессипе республикăра иртекен çамрăксен ăмăртăвне хутшăннă. Часах вăл Шупашкарти професси колледжěнчен вěренсе тухать.
Шупашкарти Çěнтерÿ музейě пограничниксен кунě тěлне темиçе хут та ятарласа куравсем ирттерчě. Игорь, республикăри пограничниксен пĕрлешĕвĕн членě пулнă май, яланах курава хатěрлеме пулăшать, çырас-ÿкерес енěпе вăл ăста. Иртнě куравра Верендеев пулăшнипе пограничниксен династийĕ çинчен икě стенд йěркелерěç. Документсем, наградăсем, сăн ÿкерчěксемсĕр пуçне уйрăммăн вěсен çар формисене тата ытти экспоната тăратрěç.
Симĕс карттуслă пограничниксем кашни çулах Лакрей паркне тěл пулăва пухăнаççě. Аслă ăрупа кěçěн ăру пěр-пěрне хисеплени куçкěрет.
Тамара Васильева,Шупашкар