Çĕр те çич çăрапа…

Çĕр те çич çăрапа…

Çĕр те çич çăрапа кăмăла питĕрместĕп,

Ютшăнмастăп çынран та хамран.

Çут хĕвел вăййипе,

Çутă кун юррипе

Пурăнса –

юлас çук халăхран.

Çĕр те çич çăрапа кăмăла питĕрместĕп.

Тĕссĕр тунсăх сăнне

чунăма ирттерместĕп,

Ӳкĕнместĕп паян та ыран.

Аслă çул варрипе,

Шурă юр юррипе

Ăнтăлса –

хăрас çук ют куçран.

Тĕссĕр тунсăх сăнне

чунăма ирттерместĕп.

Суя кун ытамне йăнăшса вирхĕнместĕп,

Култармастăп тусран, тăванран.

Савнă кил çутипе,

Асатте пилĕпе

Пурăнса –

тухас çук çынлăхран.

Суя кун ытамне йăнăшса вирхĕнместĕп.

 

Мĕн çухалать кун кайнишĕн?

Мĕн çухалать кун кайнишĕн,

Мĕн-ха пĕтет?!

Пурпĕр хĕрӳ вăхăт витĕр

Ĕмĕр иртет.

Ушкăн ут пек тăпăртатрĕ

Кунăм – хăна.

Эпĕ ăна хаклаймарăм,

Пĕр эп кăна.

Шăннă турат шатăртатрĕ…

Кăмăл – шăнман.

Ма хĕмленсе вăранмарăм,

Ма çунайман?

Хĕл еннелле сулăнатпăр,

Кĕмĕл – тĕнче…

Чĕрĕ сăмахăм çӳçенчĕ

Чун тĕпĕнче.

 

Кăтăр-кăтăр кăтра пĕлĕтсем…

Кăтăр-кăтăр кăтра пĕлĕтсем

Çĕр çумĕпе шăваççĕ.

Çĕр çумĕпех иртеççĕ.

Йĕрес килсен – йĕреççĕ,

Пĕтес килсен – пĕтеççĕ.

Хăйсем мĕнне пĕлмеççĕ,

Хăйсен çулне пĕлмеççĕ.

 

Эп пĕлĕт-и?

Эп – пĕлĕт мар.

 

Çын хушшинче çӳретĕп,

Çын çулĕпе çӳретĕп.

Йĕрес килет – йĕместĕп,

Пĕтес килсен – пĕтместĕп.

Çын тивĕçне хаклатăп,

Çын пурнăçне хаклатăп…

 

Эп пĕлĕт-и?

Эп – пĕлĕт мар.

 

Любовь МАРТЬЯНОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости