Кÿкеçри М-7 çул çинчи çĕр айĕнчи каçмăша юсас ыйтăва поселокра пурăнакансем час-часах хускатаççĕ. Ăна 3-4 çул каяллах илтнĕ, паян та çавнашкаллиех хăлхана кĕрет. Ыйтăвĕ кăна мар, хуравĕ те пĕрешкелех. Мĕнле-ха капла? Çулсем иртеççĕ, лав вара вырăнтан та тапранмасть.
Сентябрь уйăхĕнче иртнĕ информкунра та поселокри çĕр айĕнчи каçмăша çĕнетесси пирки ыйтрĕç çынсем. Нумаях пулмасть çапла хурав пачĕ ЧР транспорт министерстви: «Эсир асăннă çула (М-7 «Волга») Федерацин çул-йĕр агентствин «Прикамье» автомобиль çулĕсен управленийĕ пăхса тăрать. «Раççей Федерацийĕнчи автомобиль çулĕсем, çул-йĕр ĕç-хĕлĕ тата Раççей Федерацийĕнчи уйрăм закон акчĕсене улшăнусем кĕртни çинчен» федераци законĕн 11-мĕш статйипе килĕшÿллĕн пурте усă куракан федераци пĕлтерĕшлĕ автомобиль çулĕсемпе çыхăннă полномочисем патшалăх влаç органĕсен шутланаççĕ, ку хутĕнче – Федерацин çул-йĕр агентствин. «Прикамье» Упрдор информацийĕ тăрăх, асăннă каçмăша реконструкцилемешкĕн проект документне хатĕрлес тата ăна çул-йĕр ĕçĕсем тумалли федераци программине кĕртес тесе федерацин çул-йĕр агентствине заявка панă. Хальлĕхе йышăну туман-ха».
Тĕрĕссипе каласан, кунашкал хурава кашнинчех илтетпĕр. Паллă, каçмăш шăпи республика йышăнăвĕнчен килмест. «Прикамье» Упрдор вара ыйтăва халĕ те татса параймасть. Мĕншĕн? Управлени вĕсенчен килмен ыйту ку тесе тÿрре тухма тăрăшĕ-ха, анчах та йĕмен ачана кăкăр паман тенĕ евĕр – ыйтмасан, аса илтермесен ыйту çаплипех уçă юлĕ. Пуçлăхсем, тен, пĕлмеççĕ те мар-и М-7 трасса çинчи Кÿкеçри çĕр айĕнчи каçмăшăн йывăр шăпи пирки? Чăннипе вара, вăл чылай çынна пăшăрхантарать, мĕншĕн тесен талăкра ун урлă çĕр-çĕр çын иртет – ачасем, ватăсем, инвалидсем… Çук, инвалидсем тени тĕрĕсех мар-ха, нимĕнле сусăр çын та унта анса хăпараймасть, кÿмелли – пушшех те. Пандус вырнаçтарнă, анчах вăл ячĕшĕн кăна пулни пĕрре пăхсах паллă – коляска урапи ерипен кусса мар, вĕçсе аялалла анать. Пусмасем пирки те ним лайăххине калама çук, унта анса хăпарни чăн-чăн «çитĕнÿ», çÿллĕ кĕлеллĕ хĕрарăмсемшĕн вара чĕр тамăк. Кашниех такăнас мар, шуса ÿкес мар тесе кăна пырать.
Ачасем тенĕрен, тата тепĕр йывăрлăх кăларса тăратать ку каçмăш. Çавна пула чылай ашшĕ-амăшĕ пепкисене Кÿкеçри 1-мĕш шкула мар, лицее вырнаçтарма тăрăшать. Ывăл-хĕрне каçмăшпа антарма чăн та хăраççĕ. Çакăн пирки вĕсем пухусенче уççăнах пĕлтереççĕ. Каçмăша пула вара Кÿкеç лицейĕнче вĕренекенсен йышĕ ÿссе кăна пырать, 1-мĕш шкул вара тулса çитеймест.
Кÿкеçри çĕр айĕнчи каçмăша хăçан юсĕç? Çакна пин-пин çын кĕтет.