«Çуттишĕн» – пĕтĕм ят-сум

Туянакан пулсан сутакан та тупăнать. Пасарăн çак саккунĕ, шел те, пур чухне те çын майлă мар. Хăш-пĕр чухне вара вăл айккинче пăхса тăракансемшĕн тÿнтерле те çаврăнса тухать.

50 грамсăр уяв-и вара вăл?

Çĕр киллĕ Оппукассишĕн виçĕ çул каялла ĕçлеме пуçланă ялти лавкка çăлăнăç утравĕ пекех: кунта хулана тухмасăрах çăкăр та, кĕрпе-пĕремĕкпе тип çу та, супăнь-порошок та туянма пулать. Ватăсемшĕн çакă уйрăмах меллине палăртмалла. Анчах та ялта унпа пурте кăмăллах мар иккен. Мĕншĕн? Сăлтавне ял çыннисен ячĕпе шăнкăравланă çын çакăнта йÿнĕ эрех сутнипе çыхăнтарчĕ. Ăна ĕненес пулсассăн ял çыннисем ерипен-ерипенех ĕçкĕ патне туртăнса пыраççĕ, уявсене те хутшăнасшăн мар-мĕн. Хаяррипе сутă тăвакан хĕрарăма çаксем пÿрнепе те юнанă-мĕн. Анчах та кăна хирĕç вăл: «Манăн хÿтĕлекенсем пур – эсир нимĕн те тăваймастăр», – тенĕ пулать. Апла-и, капла-и – эпир çакна айккинчен сăнаса тăраймарăмăр.

Магазин урамĕнчи икĕ хутлă капмар çурт çумĕнчи киоск патне ирех çитсе чарăнтăмăр. Яланах тăххăртан пуçласа каçхи тăххăрчен ĕçлекенскер, шăп эпир çитнĕ кун хупăччĕ. Лавкка хуçин телефон номерĕпе юнашар çав кун каçхи пиллĕкре кăна уçасси пирки пĕлтерÿ çакăнса тăрать. Çăкăр кĕтме тухнă кинемей, лавкка хуçин амăшĕ, хĕрĕ ĕçсемпе хулана кайнине пĕлтерчĕ. Эпир мĕн çăмăлпа çÿренине илтсен тÿрех ăна хÿтĕлеме васкарĕ. «Надя манăн аслă пĕлÿллĕ экономист, хăй те 25 çул лавккасене тĕрĕслесе çÿренĕ. Кураймасăр, кĕвĕçнипе элек сараççĕ! Кун пекки пулма пултараймасть!», – терĕ вăл лăпкăн. Эпир чĕнме аптранине кура сакăр вуннă тултаракан кинемей кĕсйинчен киоск уççине те туртса кăларчĕ: «Мĕн сутнине хăвăр кĕрсе курăр акă!», – сĕнчĕ вăл иртме.

Киоск пысăках мар, мĕн пурри алăк уçсанах курăнать. Унран кĕрсенех, сылтăм енче – йăлари хими таварĕсен çÿлĕкĕ. Паллах, пире чи малтан вăл кăсăклантарчĕ.

Районти миçе лавккана кĕнĕ – кĕпе-йĕм çумалли порошокпа, шампуньпе юнашар одеколон, лосьон йышши спиртлă хутăшсене чылайĕшĕнче курма пулать. Юлашкине хаяррипе ашкăнма кăмăллакансем чăн-чăн эрех валли укçа çитменрен туянаççĕ. Пур и-вăл çак лавккара? Курăнмарĕ.

«Суя эрехе, паллах, вăл çÿлĕк çинче тытмĕ-ха», – тейĕ иккĕленекен вулакан. Вĕсем шăнкăравласа пĕлтернĕ тăрăх вара, Оппукассинче шăпах унпа сутă тăваççĕ-çке-ха. Хăйĕн ятне пĕлтермен хĕрарăм халăха «симĕс çĕленпе» илĕртсе кăна пуçтарма май пур тет – ялти клуб вара пушах-мĕн.

Ял пухăвĕсенчен пĕринче, шăп пĕрлехи суйлав кунĕ умĕн, вырăнти халăх Надежда Юрьевнăна старостăна суйланă. Пĕтĕм сас-хурапа элек çак самантран пуçланнă та – çапла ăнлантарать киоск хуçи. Лару-тăрăва уçăмлатма вăл тепĕр куннех редакцие хăй кĕчĕ. Уяв тĕл пулăвĕсем çине вăл ансатрах пăхать: «50 грамсăр уяв – уяв-и вара вăл? Ваттисен кунне паллă тума та йăларан иртес темерĕмĕр, анчах та ялти клуб заведующийĕ пире кану учрежденине уçса памарĕ, уява урамрах паллă тума тиврĕ». Надежда Филиппова хăйĕн ĕçне кăтартма ятарласа стенд та хатĕрленĕ. Хальлĕхе вара клуб заведующийĕпе пĕр чĕлхе тупайманран ăна кил картишĕнче çакса упрама тивет. «Ялта пусă чаватпăр, çулсем çине вак чул саратпăр – манăн хамăн яла яланах илемлĕ, таса курас килет. Çак тĕллевпех пушă, хуçасăр çуртсен хуçисене шыратпăр, вĕсен тавралла хÿме тытса çавăратпăр. Çак ĕçсене пурнăçлама кирлĕ тĕк техника та хамах тупатăп», – хăй халăха хирĕç мар, уншăн тăрăшнине ĕнентерчĕ çĕнĕ староста. Ял халăхĕ ăна хăй суйланă тăк – эппин шанать, хăйне хирĕçле ĕçсене тума памĕ. Çак кун ялта ÿсĕр, мухмăрла çÿрекен пĕр çынна та тĕл пулма май килмерĕ.

Тăван амăшне те сутма хатĕр

«Уçă» калаçу ерипенех икĕ енлĕ тавлашăва куçрĕ – иккĕшне те итлерĕмĕр. Надежда Юрьевна хăйĕн пирки кам сас-хура сарнине тÿрех ăнланнă иккен. Çав çын çинчен те сахал мар пĕлни пирки каларĕ. Вăл хăйĕн кил-çуртне ун территорийĕнче вырнаçнă киоскпа пĕрле тăватă камера ÿкерсе тăнине пĕлтерчĕ – кам кĕни-тухни тÿрех курăнать, журналистсене те сăнана.

Эпир сас-хурана вырăнти пуçлăх – ял тăрăх администрацийĕн ертÿçи – пĕлнипе пĕлменни пирки ыйтса кăсăкланмасăр та пултараймарăмăр. Кăçалхи çулларанпа çак тивĕçе пурнăçлакан Алексей Васильевран Оппукассинче суя эрех сутни пирки нимĕн те пĕлменнине кăна илтме ĕлкĕртĕмĕр – çыхăну татăлчĕ. Ахăртнех, ку сас-хура уншăн кăсăклă мар. Çав вăхăтрах суя эрех-сăра сутнă тĕслĕхсемпе паян регион правительствин шайĕнче кĕрешеççĕ, çак тĕллеве Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев влаç органĕсен представителĕсемпе эрнесерен иртекен планеркăра палăртать пулсан должноçри ытти сăпатсен мĕншĕн илтмĕш пулмалла?

Сас-хурана тĕрĕслес тивĕçе Кÿкеçре те редакци журналисчĕсем хăйсен çине илчĕç. Тĕлĕнетĕр-и, çук-и – эрне каялла «конечкăри» аптекăсенчен пĕринче «тăваттăмĕш влаç» представителĕн куçĕ умĕнчех фармацевт туянакана пăрăçăн спиртлă хутăшне тыттарса ячĕ. Унăн мухмăрла сăн-питне курсан шĕвеке мĕнле тĕллевпе туяннине тÿрех ăнлантăмăр.

Поселокри пасар хыçĕнче вара сăлтавсăр ĕçке-çике кăмăллакансене патруль службипе хăвалама тивет. «Киккириксене» хĕртмеллине кунта «Дорожник» лавккари пĕр суту-илÿ точкинчен вăрттăн хĕстерсе тухни шанчăклă çăлкуçсенчен паллă пулчĕ. Вăрттăн – мĕншĕн тесен, райадминистрацин экономика пайĕн информацийĕпе, унăн хуçин, Оппукассинчи Надежда Филиппова пекех, алкоголь продукцийĕпе суту-илÿ тума лицензи çук.

Йÿнĕ спиртлă хутăшсене сутма хирĕçлесе паянхи кун тĕлне районта 131 суту-илÿ объекчĕн хуçи меморандум алă пуснă. Апла пулин те кăçал лицензи çук çĕртех косметика таварĕ шучĕпе спиртлă хутăшсем сутнă 20 тĕслĕхе шута илнĕ. Контрольлĕ туянусем хыççăн вĕсене экспертизăна янă. Унчченхи пĕтĕмлетÿсенчен хăшĕ-пĕринче наркăмăшлă хими хутăшĕсене, пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ органсене пысăк сиен кÿрекен йывăр металсене тупни паллă. Çывăх вăхăтрах полицейскисем тĕрĕслевпе ытти вырăнсене те çитессе пĕлтереççĕ. Контроль туянăвĕ валли е мухмăр чĕртме – кама мĕн – пĕр пулăштухлăх укçа сĕнсессĕн ĕçкĕçсем лавкка хуçин ятне пĕлтерме кăна мар, тăван амăшне те сутма хатĕр.

ТАТЬЯНА МАЙОРОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости