Республика кунĕпе çыхăннă тĕп мероприятисем кăçал Шупашкарта тата Пăрачкав районĕнче анлăн иртрĕç. Чăваш Ен тĕп хулинчех Пĕтĕм чăвашсен V Акатуйĕ кĕрлерĕ.
Уява çĕршыври 18 регионтан 27 коллектив хутшăнчĕ, Беларуçрен те хăнасем çитрĕç. Пирĕн районтан уява 5 пултарулăх коллективĕ хутшăнчĕ – Çÿлтикассинчи «Палан» тата «Калинушка», çавăн пекех Котеркассинчи «Шортан», Тăрăнри «Тăрăн Енпе» Пархикасси культура çурчĕн пултарулăх ушкăнĕсем. Пĕрлештернĕ хор «Аки-сухи» юрра шăрантарнă хыççăн илемлĕ вăйă карти йĕркеленчĕ. Драмтеатр умĕнчи сцена çинчен республикăра пурăнакансемпе хăнасене ЧР культура министрĕ Константин Яковлев, ЧНК президенчĕ Николай Угаслов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Вячеслав Рафинов тата ыттисем саламларĕç. Районсемпе хуласен пурнăçĕпе ятарлă çуртсене кĕрсе курса та паллашма май пулчĕ. Шупашкар район çурчĕ те курăмлăччĕ. Кивпулăхри Елизавета Григорьевăн эрешлесе хатĕрленĕ çăм калушĕсем кунта та вырăн тупрĕç. Тутаркассинчи Любовь Петрушкина ăстаçă тенкĕсемпе илемлетнĕ наци тумĕсене курава тăратнă. Кунта хушпусем, тухъясем, масмаксем пур. Апашри илемлĕ тетте-сувенирсене пĕр çемьери 3 çын: Апаш шкулĕнчи ăсталăх кружокĕн ертÿçи Владимир Борисов тата унăн хĕрĕсем – Светланăпа Надежда – ăсталанă.
Район палатипе юнашарах Саратов облаçĕнчи Калмантай салинчи «Ентеш» ентешлĕхĕн ăсти Василий Андюков хăйĕн историллĕ куравне йĕркеленĕ. Пĕлтĕр, июлĕн 10-мĕшĕнче Севастопольти Балаклавăра иртнĕ пĕрремĕш чăваш Акатуйĕнче шăпах вăл Акатуй ялавне çĕклерĕ. Курава вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи тутăхнă каскăсем кăна мар, пĕчĕкçĕ кĕреçе миномет та илсе килнĕ. Пензăри чăвашсен культура автономийĕн ертÿçипе Денис Щербаковпа та ăшă тĕл пулу иртрĕ. Пĕлтĕрхи çулçÿревре вĕсем патĕнче хăнара пулни асăмрах. Вăл Пенза губернаторĕ пулăшнипе тăван Пикмăрса ялĕн шкулĕнче чăваш чĕлхине вĕрентме тытăннине хаваспах пĕлтерчĕ. Уява унти Николай Архипкин ертсе пыракан «Ниверкинские родники» коллектив та хутшăнчĕ. «Шупашкар хули кунĕнче Халăхсен Туслăхĕн çурчĕ умĕнче Пенза тăрăхĕнчи чăвашсен ячĕпе, туслăха палăртса тимĕртен ăсталанă тенкел, ялав вырнаçтарасшăн. Кашни автономи пĕрер сак лартсан, пирĕн туслăх аллейи пулать», – пĕлтерчĕ хăйĕн ĕмĕчĕсене Денис Щербаков.
Крымри Акатуя хутшăннă ентешсемпе аса илмелли питĕ нумай пулчĕ.
Николай смирнов, Атăлъял