Нумай пулмасть ĕне пăруларĕ, талăк хыççăн кăна хыçне пăрахрĕ. Çынсем сĕннипе сахăр янă шыв патăмăр. Малашне те ĕне хыçне ăнăçлă пăрахтăр тесен мĕн тумалла-ши?
Светлана МАТВЕЕВА, Чаканар ялĕ
Алексей ХУНДИМИРОВ, ветврач (выльăх тухтăрĕ):
– Ĕне пăруланă хыççăн 12 сехетре хыçне пăрахмалла, палăртнă вăхăта ирттерсе ярсан – йĕркеллĕ пулăм мар. Нумай чухне хуçисем выльăх пăруланине сиссе те юлмаççĕ. Пăрушĕ нумай чухне «кĕпепе» çуралать, ĕне ăна çулла-çулла тасатать. Шăпах пăрушĕ çинче «околоплодные воды» юлашкисем тăрса юлаççĕ, вĕсене çулласа тасатни ĕнешĕн усăллă. Ĕне хыçне пăрахтармалли пĕр меслет – 2-3 литр хăйĕн сĕтне – «молозиво» – ĕçтермелле. Cахăр хушнă шыв (1 витре пуçне 500-1000 г) пани те пулăшмалла. Асăрхаса тăмасан выльăх хăйĕн хыçне çисе яма пултарать. Ку ĕнешĕн питĕ сиенлĕ – унăн хырăмĕ ĕçлеме пăрахма пултарать.
Выльăх талăк хушши хыçне пăрахмасан тăхтаса тăмасăр ветеринара чĕнмелле. Ятарлă укол тунипе хыçĕ ÿкмелле. Ку меслет те пулăшмасан вара алăпа тасатса кăларма лекет. Ку ытла шанчăклă меслет мар, хыçĕн юлашкийĕсем юлса çĕрме пултараççĕ. Ĕнене вăрах вăхăт сиплесси пирки шухăшламалла, вăхăтра пĕтĕленменни те пулма пултарать.