Ĕçсене вăхăтра вĕçлĕпĕр-и?

Пĕрисем акса пĕтернĕ, теприсем тытăннă кăна…

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ведомство пуçлăхĕсемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура çур аки ĕçĕсене сÿтсе явнă. ЧР Министрсен кабинечĕн председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов лару-тăрупа паллаштарнă май çут çанталăк пулăмĕсене пăхмасăр кăçалхи ака ĕçĕсене вăхăтра вĕçлессе шантарнă.

Уй-хирте ĕç хĕрÿ

Республикăра кăçал çурхи культурăсене 320 пин га çинче акма палăртаççĕ, майăн 24-мĕшĕ тĕлне 183,8 пин га çинче (ку вăл палăртнинчен 89,2%) ĕçсене пурнăçланă. 5,2 пин га «иккĕмĕш çăкăр», 653 га пахча çимĕç акса-лартса хăварнă. Канашлура хуçалăхсенче аш-какай туса илессин калăпăшĕ чакнине те сÿтсе явнă. Министр çакна «Акашевская» тата «Чувашский бройлер» чăх-чĕп фабрикисем çирĕппĕн ĕçлесе пыманнипе çыхăнтарнă. Вăл фабрикăсен харпăрçисемпе производствăна пĕтĕм хăватпа ĕçлеттерсе ярас тĕлĕшпе калаçусем ирттернине, çулталăк вĕçне отрасльти кăтартусем прогнозри плансемпе пĕр килессе шаннине каланă.

Хăшĕ-пĕри пуçăннă кăна

Райадминистрацин ял хуçалăх тата экологи пайĕн кăтартăвĕсемпе, майăн 25-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе ХФХ-сем 8137 га тырăллă тата пăрçаллă культурăсене акса хăварнă. Ку – палăртнинчен 72,6%. Ĕçе вĕçленисем – «Прогресс» ЗАО, «Чурачикское» ОАО, «Агрофирма «Ольдеевская» ЗАО тата ХФХ-сем. Ленин ячĕллĕ СХПК-колхоз, «Атлашевский» СХК, «Приволжское» ОАО, Чернуха С.Д. ХФХ уй-хир ĕçĕсене вĕçлесе пыраççĕ. Çав вăхăтрах район кăтартăвĕсене аяла туртакансем те пур – «Туруновский» СХПК, «Чувашский бройлер» ОАО, «Агард» ООО ĕçсене пурнăçлама та тытăнман. Кадыков ячĕллĕ СХПК-колхоз, «Агрохолдинг «Юрма» ООО нумай пулмасть кăна уй-хире тухнă. «Пирĕн тăрăхра çĕр кăнтăр районтисенчен каярах пиçсе çитни те, хăш-пĕр хуçалăх пĕтĕм хăватпа ĕçлейменни те ĕç хăвăртлăхне витĕм кÿрет. «Агрофирма «Туруновская» ООО акса тăнă çĕрсене аукциона тăратнă, хальлĕхе вĕсен пĕтĕмлетĕвĕсем, кам арендăна илесси, паллă мар-ха. «Агард» ООО паянхи кун сутлашу тапхăрĕнче, çав сăлтавпах ака ĕçĕсене ирттерме тăхтаса тăрать. «Чувашский бройлер» ОАО çĕр лаптăкĕсене «Сувар-2» тата «Агрофирма «Ольдеевская» ОАО предприятисене субарендăна панă. Тĕллев паллă – июнĕн 1-мĕшĕччен çур аки ĕçĕсене вĕçлемелле, çакă пурнăçа кĕрессе шанса тăратпăр», – лару-тăрăва уçăмлатрĕ райадминистрацин ял хуçалăх тата экологи пайĕн пуçлăхĕ Сергей Ванюшкин.

Хурт-кăпшанкăран асăрхан!

Тыр-пул тухăçлăхне çанталăк кăна мар, çут çанталăкра тĕл пулакан сăтăрçăсем те витĕм кÿме пултараççĕ. Тырăллă культурăсене фитосанитари енчен тĕрĕсленĕ хыççăн «Россельхозцентр» ФГБУ-н Чăваш Республикинчи уйрăмĕ калчасене «хлебные блошки» ятпа пĕлекен хурт-кăпшанкă ерме тытăннине палăртнă. Кĕрхи культурăсен пĕр тăваткал метрĕ çинче вĕсене 30-80 таран тĕл пулма пулать. Сивĕрех çанталăкра вĕсем ун пекех ĕрчеймен-ха, анчах та халĕ шăпах хурт-кăпшанкă çăмарта хума тытăннă тапхăр.

Çавăнпа хуçалăх ертÿçисене çурхи культурăсене акнă лаптăксене тĕрĕслесех тăма, хурт-кăпшанкăпа кая юлмасăр кĕрешме сĕнеççĕ.

Сăмах май

2017 çулта Чăваш Ен ял хуçалăх ĕçченĕсене кÿрекен патшалăх пулăшăвĕ 2,3 млрд тенкĕпе танлашĕ, ку вăл 2016 çултипе танлаштарсан – 106,7%. Майăн 22-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх таварне туса илекенсене 706,7 млн тенкĕ куçарса панă.

ДЕОМИД ВАСИЛЬЕВ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости