Районта ял уявĕсене паллă тăвас тапхăр пуçланчĕ. Иртнĕ канмалли кунра вăл Атайкассинче иртнĕ. Атайкассинчен кăна мар, ял тăрăхĕнчи ытти çĕртен те пуçтарăннă, пурĕ – 250 çын ытла.
Халăха уявпа саламлама сумлă хăнасем те килсе çитнĕ: ЧР конкурентлă политика тата тарифсен службин ертÿçи Альбина Егорова, ЧР ачасен прависемпе уполномоченнăй Вячеслав Рафинов, райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Димитриев. Тÿрех паллă, атайкассисем уява тĕплĕн хатĕрленнĕ, тавралăха хăтлăх кĕртнипе кăна çырлахман, ятарлă сцена (6×10 м) та хатĕрленĕ, вĕсем ăна ниме мелĕпе туса лартнă. Çавăнпа та саркаланмалăх вырăн пысăк пулнă праçникре. Пухăннисене юрă-ташăпа савăнтарма вырăнти артистсем кăна мар, çывăхран-аякран хăнасем килсе çитнĕ – Шупашкаркассинчен, Тутаркассинчен… Çавăн пекех чăваш эстрада юрăçисем те юрă-ташăпа савăнтарнă.
Уяв яланах чыславпа пуян. Кунта камсене палăртнă-ха? Чи ваттисене, юбилярсене, чи çамрăк ачан ашшĕ-амăшне, çак кун çут тĕнчене килнисене парнесемпе хисеп тунă. Çавăн пекех нумай ачаллă çемьесене тÿлевсĕр çĕр участокне тивĕçмешкĕн сертификат парса савăнтарнă. Ĕç çыннин çулталăкĕнче ĕçре палăрнă медицина работникĕсене, культура ĕçченĕсене, вĕрентекенсене, ял тăрăх аталанăвĕшĕн тăрăшнисене те хисеп тумасăр хăварман.
Ку праçнике пурте тĕплĕн хатĕрленнĕ: кукăль-çăмах пĕçернĕ, аш-пăш хатĕрленĕ, сăра вĕретнĕ. Кĕскен каласан, кĕреке тулли пулнă атайкассисен. Хăнасем наци апат-çимĕçĕн хăйне евĕрлĕ куравĕнче тутлисене курса-тутанса хак панă. Кунтах ăстасен куравне йĕркеленĕ, кам мĕн тунă – çавна илсе килнĕ: тĕрленĕ-çыхнă япаласем.
Кирек мĕнле уяв та спорт ăмăртăвĕсĕр иртмест. Кунта та çаплах, Атайкасси ял тăрăх пуçлăхĕ Юрий Башкиров каласа панă тăрăх, тĕрлĕ енлĕ тупăшу ирттернĕ уявра – волейболла, футболла вылянă, канат сĕтĕрнĕ, хĕрарăмсем вара шăпăр ывăтса мала тухасшăн ăнтăлнă. Пысăк уяв çĕрле кăна, чаплă салютпа тата дискотекăпа, вĕçленнĕ.
Юрий Башкиров сăмахĕнчен çакна та ăнлантăмăр: атайкассисем канса савăнма çеç мар, ĕçлеме те хастар иккен, тепĕр кунне пĕр ушкăн ир-ирех уяв вырăнне çÿп-çапран тасатма тухнă, темиçе михĕ пухса тиесе ăсатнă.