Ÿсĕм пахалăха сăтăр кÿмĕ

Раççей Президенчĕн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕ çĕнĕ тĕллевсем çуратрĕ

Декабрĕн 3-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата унпа пĕрле çулталăкри чи пĕлтерĕшлĕ пулăма – çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин Федераци Канашĕ умне çырури тухнă чухнехи церемоние – хутшăннă делегаци Кремльти Георгий залĕнчи пуху хыççăнах патшалăх пуçлăхĕ пĕлтернĕ шухăшсене сÿтсе явнă, тишкернĕ, вĕсемпе çыхăнтарса çĕнĕ тĕллевсене палăртнă.

Владимир Путин Çырура терроризмпа кĕрешес ыйтусен, Раççейĕн тĕнче аренинчи вырăнĕн, шалти экономикăн, халăха социаллă пулăшу парассин пĕлтерĕшĕсене уйрăммăн палăртнă.Вĕренÿ пахалăхне ÿстересси те паян патшалăх политикин тĕп тĕллевĕ пулса тăрать. Президент Çырура шкул ачисен пĕлÿ шайне ÿстерме тата çĕнĕ вĕрентÿ вырăнĕсем хатĕрлеме хушнă. Çак тĕллевпе çĕнĕ шкул строительстви тата киввисен тĕп юсав ĕçĕсене валли 50 млрд тенкĕ уйăрасса пĕлтернĕ. «Шкул ачисен йышĕ çултан-çул ÿссе пырать. Çитес 10 çулта вĕсен шучĕ 3,5 млн ытларах пулĕ. Çак ÿсĕм пĕлÿ пахалăхĕпе ăна илмелли условисене сăтăр ан кÿтĕр, паян çĕнсе илме май килнĕ шай малалла та çĕклентĕр кăна», – тенĕ Владимир Путин.

Сывлăх сыхлав тытăмне пырса тивекен самантсене хускатнă май Президент пысăк технологиллĕ пулăшу калăпăшĕ ÿсни çинче пусăм тунă.

Инçе çултан таврăнсанах ЧР Пуçлăхĕ хăйĕн çĕнĕ ĕç эрнине çакăн йышши пысăк технологиллĕ пулăшу паракан сиплев учрежденийĕсене пăхса çаврăннинчен пуçланă. Михаил Игнатьев Республикăн онкологи диспансерĕн 6 хутлă хирурги корпусĕн строительствипе паллашнă. Ку объекта 2012 çулхи кĕркунне тума пуçланă, строительство ĕçĕсен смета хакĕ – 950 млн тенкĕ. Çитес çул строительство валли 363 млн тенке яхăн уйăрĕç, çав шутра федераци бюджетĕнчен – 294 млн тенкĕ. Аса илтерни вырăнлă: асăннă укçа-тенке регион политикине тĕрĕс тытса пынине, федераци центрĕпе килĕштерсе ĕçленине кура хыснана илĕртме май килнĕ. Михаил Васильевич РФ Правительствин Председателĕпе Дмитрий Медведевпа, Раççей финанс министрĕпе Антон Силуановпа тĕл пулнă май пĕрлехи хутшăнусенче региона пулăшмалли мерăсем йышăнма тĕплĕ шутласа палăртнă аргументсене тата бюджетăн тÿрлетсе çĕнетнĕ виçисене илсе кăтартнă. Çавна май республикăна иртнĕ уйăхра çитнĕ 570,9 млн тенкĕ экономикăри çăмăл мар лару-тăрура çынсен сывлăхне чи мала хума çул уçнă. Çĕнĕ объекта хута яни онкологи чирĕсемпе нушаланакансене сиплессине хăвăртлатĕ. Кунта çуллен 5 пин операци тумалла. «Республика çыннисен пысăк технологиллĕ медпулăшăва Чăваш Енрен тухмасăрах илме май пултăр», – тенĕ Михаил Игнатьев диспансерти тĕл пулура.

Хальхи вăхăтра республикăра 7 учреждени пысăк технологиллĕ медпулăшу кÿрет. Хирурги корпусĕнче çитес кĕркунне операци пÿлĕмне ĕçлеттерсе ярсан республика пысăк технологисемпе усă курас енĕпе пĕлтерĕшлĕ тата тепĕр пысăк утăм тăвĕ.

Çыру тĕлĕшĕпе МИХ пред-ставителĕсемпе курса калаçнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ халăх умĕнче унччен маларах панă сăмаха тытса регионра 100 ФАП уçнине пĕлтернĕ. «Умра тепĕр тĕллев – шантарнă пекех, тата тепĕр 50 фельдшерпа акушер пунктне уçасси», – тенĕ вăл.

Владимир ДУБОВ, Шупашкар район больницин тĕп тухтăрĕ:

– Пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕ кÿрес программа витĕмĕпе çак уйăх пуçламăшĕ тĕлне Раççейри федераци клиникисенче Чăваш Енрен 5159 пациент сипленнĕ. Пĕлтĕр пĕтĕм çулталăк тăршшĕпе те вĕсен йышĕ 316 сахалрах пулнă. 2015 çулта кăна программăпа районта пурăнакан 71 пациент ăнăçлă усă курнă. 2014 çулта – 47. Патшалăх пуçлăхĕ Çырура программа вăй илсе пыни пирки калани вăл çынсен сывлăхне кÿрекен ырă витĕм татах та ÿсессе пĕлтерет. Медицинăн пĕрремĕш васкавлă пулăшăвне парас программа паянах аякри районсенче, ялсенче ăнăçлăн пурнăçланать. Юлашки виçĕ çулта кăна Шупашкар районĕнчи 7 ялта (Шăнкасра, Мăн Чăкăрта, Вăрманкасра, Пархикассинче, Мишерте, Паçпакра, Энтимĕркассинче) пĕр тăрăхра пурăнакансене вырăнтах медицина пулăшăвĕ илме май парса фельдшерпа акушер пункчĕсене уçнă. Çитес çулах сывлăх сыхлавĕн çакăн йышши учрежденийĕн çурчĕсем тата 7 ялта çĕкленĕç: Çатра Маркара, Чаканарта, Алькешре, Шĕнерпуçĕнче, Ильпешре, Шăмăшра. ЧР Сывлăх сыхлав министерствипе райадминистраци çакна валли килĕшÿ тунă та ĕнтĕ. Юртукассипе Шорккари ФАПсенче капиталлă юсав ĕçĕсем ирттерĕç.

Президент Çырăвĕнче экономикăн чăн секторĕн, ял хуçалăхĕн, импорт таварне улăштарас программăн малаллахи аталанăвĕшĕн пĕлтерĕшлĕ уçăмлă тĕллевсене палăртнă. «Пирĕн тĕп тĕллев – потребитель рынокĕнче хамăр çĕршывра хамăр предпринимательсем, хамăр бизнесменсем туса кăларнă таварсене ытларах вырăн парасси. Пĕр енчен – пирĕн ума санкци кăларса тăратнă, тепĕр енчен вĕсем Раççейри кирек мĕнле производителе валли те çул уçнине эпир питĕ лайăх ăнланатпăр», – тенĕ Владимир Владимирович.

Агропромышленноç комплексĕнче Раççей пысăк ÿсĕм турĕ, 2020 çул тĕлне çĕршывăн хăйне сутлăх таварпа туллин тивĕçтермелле – çакăн пек тĕллев лартать Çырура Президент. «10 çул каялла кăна-ха эпир апат-çимĕçĕн çуррине чикĕ леш енчен илсе килнĕ. Халĕ вара Раççей экспортерсен йышĕнче. Раççейри ял хуçалăх таварĕн экспорчĕ пĕлтĕр 20 млрд долларпа танлашнă. Хамăрăн çĕрсен, шыв ресурсĕсен пулăшăвĕпе эпир хамăра-хамăр тăрантарма кăна мар, сывлăхшăн паха, экологи тĕлĕшĕнчен таса, пахалăхлă апат-çимĕçĕн тĕнче поставщикĕсем те пулса тăрăпăр», – тенĕ Президент.

Петр АНИСИМОВ, Шупашкар районĕн Хисеплĕ гражданинĕ, «1 мая» колхозăн экс-председателĕ:

– Ял хуçалăхĕн ăнăçлă аталанăвĕ валли çак тытăм предприятийĕсем тÿрреммĕнех заводсемпе ĕçлени пĕлтерĕшлĕ. Вĕсен хушшинче тăракансем сахал мар укçа-тенке хăйсене илеççĕ. Тÿрех завода лекекен чĕр тавар производство валли паха пуласси, конкуренцие тÿсесси çак ĕçе тĕрĕс йĕркеленинчен нумай килет.

Усă курман çĕрсене çаврăнăша кĕртмелле – Президент çакна вырăнлă палăртать. Çĕр пулăхлăхĕпе туллин усă курайманнисен вĕсене тĕреклĕ алла памаллах. Ăнăçлă йĕркеленĕ ĕç – хуçалăх аталанăвĕн никĕсĕ.

Виталий СМОРОДИНОВ, Шупашкар районĕн хисеплĕ гражданинĕ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ:

– «Паянхи ачасен çакăнтан та кăткăсрах тĕллевсене татса пама тивĕ, вĕсен пĕрремĕш ĕлкĕрме хатĕр тăмалла, профессире ăнăçлă кăна мар, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен çирĕп, йĕркене пăхăнакан çынсем пулмалла», – Çырури çак сăмахсем çитĕнекен ăрăвăн воспитанине пырса тивеççĕ. Президент унта пионерсен çурчĕсенчен пĕтĕм лайăххине илсе ку енĕпе ĕçе çĕнĕлле йĕркелеме сĕнет. Чăн та, совет саманин тапхăрĕнче шкул çумĕнчи Пионерсен çурчĕсенчи вĕрентÿ аталанăвĕ чылай çĕршывшăн тĕслĕх пулса тăнă. Кашни ачан хăйĕн пултарулăхне уçса пама, вăхăта усăсăр ирттересрен пăрăнса спортра, ытти енĕпе çитĕнÿ тума май пулнă – вĕсенчи ĕçе çакăн пек йĕркеленĕ. ГТО тытăмĕпе пĕрле çакă пĕтĕмпех пире Европа, Тĕнче чемпионĕсене кÿнĕ. Енчен те çакна чĕртсе тăратма май килсен ача-пăча тунă преступленисен шучĕ чакĕ, вĕсен таланчĕсемшĕн çул уçăлĕ. Патшалăх ертÿçи патшалăх Канашĕ умĕнче тухса калаçнă май иккĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн Амăшĕн капиталне парассине тата икĕ çуллăха тăснине пĕлтерчĕ.

Алина МАКСИМОВА, Шупашкар райадминистрацин ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ:

– Амăшĕн капиталне парассине тата икĕ çула тăсни обществăри çемье хакне ÿстерме пулăшĕ. Кăçал çуралнă 634 ачаран 400 çемьесенче виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасем пулчĕç. Асăннă программăсăр демографи лару-тăрăвне çакăн пек шая çитерме май килмĕччĕ – кăна эпир питĕ лайăх ăнланатпăр.

ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ, ЕЛЕНА ГУБАНОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости