Кашкăр кĕтсе илĕ, ăсатса ярĕ

Иккассисем – хăтлăхшăн, илемлĕхшĕн

Унăн кил-çурчĕ тĕлĕнчи «Эпĕ Иккассине юрататăп», «Эпĕ Заречная урама юрататăп» стеллăсемпе, ал айĕнчи япаласенчен ăсталанă кĕлеткесемпе кăсăкланмасăр мĕнле иртсе кайăн? Ялти çынсем те, хăнасем те унта чарăнса сăн ÿкерĕнме васкаççĕ. Машина-трактор ураписенчен тата вут пуленкисенчен ăсталанă жирафпа лаша кĕлетки, пластик кĕленчесенчен касса тунă пальма йывăççи, сăрласа илемлетнĕ çурт стенипе алăк-хапха – кашни çурт умĕнче кун пеккине кураймăн. Иккасси ялĕнче Заречная урамра пурăнакан Людмила Андреева Шупашкар районĕ 90 çул тултарнине халалласа иртекен «Народные истоки» наци культурипе фольклор фестиваль-конкурсне çанă тавăрсах хатĕрленет –
кил картине, урама хăтлăх кĕртет.

Кÿршисем те пулăшаççĕ

Çак шухăш ăна çак кунсенче мар, чылай маларах тыткăнланă. Кил умĕнчи тĕлĕнтермĕшсене те вăл иртнĕ çулсенчех вырнаçтарнă, кăçал вĕсене çĕнетес, урăххисемпе пуянлатас тĕллевлĕ. 2016 çул Раççейре Экологи çулталăкĕ пулнине шута илсе урамсене хăтлăх кĕртес ĕçре ăпăр-тапăра усă курма шут тытнă иккассисем – пластик кĕленчесем, урапа покрышкисем çакна валли шăпах юрăхлă та.

Кил картине ура ярса пуссанах искуствăлла майпа хатĕрленĕ кÿлленчĕкре кăвакал-теттесем ишсе çÿрени, чĕрĕ мар чарлансем мăнаçлăн канăçлăха хураллани курăнать. Людмила Ивановна алă усса лармасть, стройкăра усă куракан «кăпăкран» кăмпасем хатĕрлеме тытăннă – вĕсене те урама лартас тĕллевлĕ. Çурт умĕнчи лаптăка илемлетме кÿршисем те пулăшаççĕ – кунта «Заречная» урамра пурăнакансен фестиваль хăнисене кĕтсе илмелли, тĕлĕнтермелли хăйнеевĕрлĕ кĕтесĕ пулĕ. Ача-пăча мультфильмĕнчи кашкăр хăнасене «Ты заходи, если че» сăмахсемпе кĕтсе илĕ, «Ты извини, если че» тесе ăсатса ярĕ. Шăпах кашкăр сăнарне фанера татăкĕ çинче ĕненемелле калăплас тесе тăрмашатчĕç те маттурсем вĕсемпе тĕл пулса калаçнă вăхăтра.

Чечексем, улма-çырла…

Людмила Ивановнăн тепĕр киленĕçĕ – пахча çимĕç, улма-çырла, чечек таврашĕ лартса ÿстересси. Хăмла çырли, йĕплĕ хăмла çырли, хурлăхан, иçĕм çырли – ĕçлеме ан ÿркен кăна! Пахчари сукмак хĕррисене нумай çул ÿсекен чечексем – лили, декоративлă мак, хоста, пион илемлетеççĕ. Поликарбонат витнĕ теплицăсенче ĕçчен хĕрарăм помидор, хăяр, арбузпа дыня ÿстерет. Пахча çимĕç яланах ăнса пулать тăрăшуллăскерĕн. «Ытти çул ку вăхăтра хăяр та, помидор та çимелĕх пулнăччĕ, кăçал çанталăк савăнтармарĕ, помидорсем чечеке кăна ларчĕç», – кăшт пăшăрханни илтĕнет пахчаçă сăмахĕсенче. 3 пысăк теплицăра помидор ÿстерсе хĕлле валли вĕсен сĕткенне хатĕрлет.

62 çулти Людмила Ивановна çулталăк каялла, мăшăрне инвалидноç парсан, ĕçе çÿреме пăрахнă. Унччен вăл харăсах 2 вырăнта вăй хунă. Халĕ картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усрать – чăх-чĕп, пăру, сыснасем, кроликсем ĕрчетет, анкарти тулли пахча çимĕç çитĕнтерет, ачисене май пур таран пулăшма тăрăшать.

Сăмах май

2016 çулта Андреевсен çемйи Çĕнĕ çул тĕлне кил-çуртне хăйнеевĕрлĕ илемлетсе район конкурсĕнче 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ.

АННА ФИЛИППОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости