Курак-Чурачăкри «Санта-Барбара»

е çапăçтаракан тăкăрлăк

Пурăннă чухне мĕншĕн нумай кирлĕ-ши?

Лайăх кÿршĕ – çур пурнăç, ăнманни лексен вара пĕтĕм пурнăç тамăка çаврăнать теççĕ. Курак Чурачăкра пурăнакан 68-ти кинемей каласа кăтарман пулсан çакăн пек хаяр, хăватлă кинсем те пуррине ĕненмен те пулăттăмăр тен.

Инкек куçа курăнса килмест

Хуйхă нихăçан та систерсе килмест. Усалăн ури саккăр тесе каламаççĕ-и-ха? Метинсен (хушаматне улăштарнă) кинĕ хăтлă пурнăç шыраса мăшăрне хулана илсе каять, килте 3 ватă тăрса юлаççĕ. Утă çулнă чухне хĕрарăмсенчен пĕри – Марфа – урине вăйлах кастарать. Ир такăнсан каçчен тенешкел кил хуçи хĕрарăмĕ Мари ури шыçнипе больницăна лекет. Чирлĕ ашшĕне пăхса тăма Валерийĕн таврăнмах тивет. Çакăн пек чух кÿршĕ тăванран пахарах пулса тăрать те. «2013 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа тепĕр çулхи март вĕçĕччен ирĕн-каçăн ĕнине суса пурăнтăм. Шăп хĕрÿ утă вăхăтĕнче иккĕшĕн те больницăра выртмалла пулчĕ. Марфи Марьене больницăра, ывăлĕ Валерий килĕнче шалкăм çапнă ашшĕне пăхса пурăнчĕ. Светлана кинĕ килсе çÿрекелет тетчĕç, ĕне суман вăл», – ĕнер пулнă пек аса илет темиçе çул каяллахине Любовь Малютина. Виçĕ теçетке çул ытла иртсен тин Курак Чурачăк кинĕ яла çаврăнса çитет. «Килĕнчи ватăсем кинĕ таврăннă хыççăн шăп тăхăр уйăхран пĕрерĕн-пĕрерĕн вилсе пĕтрĕç», – калаçăва тăсать малалла ватă. Суеçтерме сăлтав çуках-тăр хĕрарăмăн, Марфи ĕне сунăшăн уйăхра пĕрер пин парса тăнине те пытармарĕ.

Хура кушак чупса иртсен

1992 çулта ялти çынсене пахчисене тăсса уйра çĕр лаптăкĕсем уйăрса параççĕ, Малютинсен 15 сотăйĕ шăпах Метинсен пахчи хыçне лекет. Малтанах Метинсен тата Карповсен çурчĕсен хушшинчи тăкăрлăка выльăх-чĕрлĕх уя тухасран каштасене тăрăхла хурса çапса тунă карта кăна уйăрнă. Ун урлă каçса çÿренĕ кÿршĕ яла каякансем, ĕçпе уя тухакансем. Любовь Кирилловна уйăрса панă çĕр лаптăкĕ çинче çĕр улми лартса ÿстернине, пахча çимĕç тултарнă михĕсене карта урлă ывăтса каçарнине лайăх ас тăвать. Çапах та ĕçе çăмăллатма май пур пулсан, мĕншĕн апла тумалла мар? Любовь Кирилловнăн кĕрÿшĕ темиçе çул каяллах çынсене тата мотоблокпа тухса çÿреме меллĕ пултăр тесе каштасене илсе пăрахса çĕнĕ алăксем лартать. Кÿршĕсен хушшинче çак самантран хура кушак чупса иртет те. «Кунта привалка çук!» – тет Валери тăкăрлăкран тухса çÿреме чарса.

Любовь Малютинăн çемйи çакна илтсен тарăхнипе хăй тунă алăксене сÿтет. «Хăвăр тăвăр эппин», – теççĕ хайхисем. Икĕ эрнерен Метинсем тăкăрлăка рабица сеткăпа пÿлеççĕ. Малалла – татах та хивререх. Кÿршĕсен хутшăнăвĕсем хĕрсех пыраççĕ: Курак Чурачăк кинĕ ватă хĕрарăма ним çук çĕртен намăс сăмах каласа кÿрентерет имĕш, ята вараласа ял çинче сăмах-юмах сарать. «Светлана ман пирки тем те пĕр калаçса çÿрет. Иртнĕ кĕркунне вара шăп тăкăрлăка пÿлсе хунăшăн ятлама килнĕ вырăнти пуçлăхсем хыççăн эпĕ аннене хĕнесе вĕлернĕ тесе кăшкăрса юлчĕ. Мĕнле пурăнмалла манăн çакăн пек кÿршĕпе – калăр-ха? – çăлăнăç шыранăн ыйтрĕ ватă хĕрарăм. – Эпĕ 68-та, вăл мана арçынсемпе якăлтатса пурăнатăн тесе кÿрентерни тарăхтарать те, çав вăхăтрах кулăшла та. Урама тухмалли çук, Светлана яла килнĕренпе хам кăна мар, кÿршĕ-аршă та намăс сăмахсем илтсе пĕтрĕç. Çынпа калаçма та пĕлмест, чĕлхи-çăварĕ латсăр. Хăй те, хĕрĕ те мана вăта пÿрне тăратса кăтартаççĕ. Мĕн кăна каламаççĕ, вăрă, ăна хĕненĕ, кăна вĕлернĕ теççĕ. Пускил мана çапла хĕсĕрлесе пурăнать», – чунĕ кÿтсе çитнине йĕре-йĕре каласа кăтартать Любовь Кирилловна.

Çуркунне Метинсен тепĕр енчи кÿршисен сакайне те, нÿхрепне те шыв илнĕ. «Чулсем хучĕç, йывăç пĕренесемпе пÿлчĕç – усси пулмарĕ. Юрккăн пĕтĕм пахча çимĕçĕ çурхи шывпа юхса кайрĕ», – малалла калаçăвне тăсать 70-е çывхаракан хĕрарăм. Ейĕве ирттерсе яма вара шыв çулне кăна уçмалла пулнă, çапла тунă та. Анчах та чавнă канава пÿлсе Метинсем ăна хăйсен умĕпе иртме паман. Кÿршĕрен тăрăхлас тенĕ-ши çапла майпа?

Шерте ăçта?

Иртнĕ кĕркуннеренпе тÿресем Курак Чурачăк енне çула такăрлатаççĕ кăна. Нумай пулмасть Любовь Кириллован мăнукне Сашăна ыйтнă. Хайхи кÿршĕ арăмĕ вĕсем шерте вăрлани пирки полицие евитленĕ-мĕн. Ирхи тăхăр сехет валли полици уйрăмне чĕнтернĕ. «Тăххăра мар, саккăр валлиех çитрĕм. Эпĕ, пĕкĕрĕлнĕ имшеркке карчăк, тĕреклĕ арçынсен хушшинче пĕчченех тăратăп. Участковăй каланă тăрăх, ман пирки тăкăрлăк тепĕр енчи кÿршĕ Нина Карпова шерте вăрланă тесе заявлени çырнă-мĕн. Мăнукăм Саша та пĕрлех пулнă имĕш. Заявлени тăрăх, ĕç-пуç 1999 çулчченхиех иккен. Мăнукăм хăш çулта çуралнине тĕпчеме тытăнчĕç те – полицейскисем шалт аптăрарĕç. Виççĕри ача та шерте вăрлама пултарать-и вара?» Ватăна кÿршисем вăрланă шертепе карта тытнă тесе айăплаççĕ иккен. Анкарти йĕри-тавра чăннипех те карта тытса çавăрнă, анчах вăрланипе мар, хăй ĕçлесе илнипе – çапла ĕнентерет Любовь Кирилловна. «Леонид Белов ертсе пынă «Чурачикское» хуçалăхра вăй хунă вăхăтра 1998-2005 çулсенче Иккасси вăрманĕнче ĕçленĕ, ун чухне шертесем илсе килнĕччĕ те. Çавсене усă курса карта тытрăмăр та», – сăмахĕсем ĕненмелле янăраççĕ пек.

Калаçтаракан тăкăрлăка рабица сеткăпа картласан ял çыннисем ял тăрăх пуçлăхне Евгений Субботина та чĕнсе илнĕ. Лару-тăрупа паллашнă хыççăн пуçлăх ăна уçма хушса хăварнă. Метинсем çав кунах юпасене бетонпа çирĕплетсе çын тухса кĕмелĕх пĕчĕк çеç алăк тунă. Халиччен уй-хире мотоблокпа тухса çÿренĕ кÿршĕсемшĕн унти çул хупă. «Тăкăрлăкри утта хăйсем çулса тăнăран пире унтан çÿреттересшĕн мар», – çапла шухăшлать Любовь Кирилловна çемйи. «Хăть полицие чĕнтерччĕр, сеткăна илсе персе малтанхи пек алăк туса лартатăп. Тăкăрлăк Метинсен харпăрлăхĕ мар, унпа пурин те усă курма ирĕк пур», – тарăхнине пытармасть унăн кĕрÿшĕ те. Ял çыннисем те çакнах çирĕплетеççĕ, вун-вун çул каялла унтан тухса çÿренĕ, вăл пурте усă курма пултаракан лаптăк шутланать. Метинсен кинĕ таврăннă хыççăн вара урăхла йĕрке пуçланнă ахăр.

Кам айăплă?

Лару-тăрупа паллашас тĕллевпе вырăнах çитсе килтĕмĕр. Урамра пухăннă хĕрарăмсем харкашса (арçынсем хушша-хуппа кĕме шухăшламарĕç, айккинчен кăна пăхса тăчĕç) пĕр-пĕрне çÿçрен ярса илмĕç-ши тесе шухăшлама сăлтав та пулчĕ. Усал сăмахсемпе кăшкăрма та именмерĕç, пĕр-пĕрне пуле-пÿлех кÿрентерчĕç. Чăн-чăн «Санта-Барбара». «Эсĕ ун пек те, эсĕ кун пек те…» тени тахçанчченех янăрарĕ. «Пурăннăшăн юратмаççĕ, ăмсанаççĕ», – куççуль витĕр калать Любовь Малютина. Тен, чăннипе те ăмсанмалли пур тăр. Мăшăрĕнчен уйрăлса килнĕскер пĕчченех хĕрне ура çине тăратнă, хуçалăх тытса тăнă. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усрать – ĕне, 3 пăру, сурăхпа путек. Çывăх çыннисем выльăх-чĕрлĕх валли утă-улăм хатĕрлеме пулăшаççĕ, кĕрÿшĕ мотоблокпа курăка çулса, кĕртсе парать. Пускилсем тăкăрлăка хупланăран кăна уйри çĕр лаптăкĕ патне çитесси чăрмавлă. Шел те, Метинсенчен пĕринпе те калаçма тÿр килмерĕ – çемье пуçĕ сăмсине кăтартнă хыççăнах çухалчĕ, мăшăрĕ çав кун кĕтÿре терĕç, кайрантарах телефонпа çыхăнма тăтăмăр – кăлăхах…

Любовь Кирилловнăна кÿршĕсен лаççи тăрринчи камера хăйĕн килкартине ÿкерсе тăни те канăç памасть. Акă мĕнле кăсăклă пускилсемшĕн унăн пурнăçĕ! «Енчен те кÿршĕ ун çурчĕ енне пăхакан камерăсем хăйĕн пурнăçне пырса кĕреççĕ, ăна вырнаçтаракан çакăнпа çыхăннă информацие пухать тесе шухăшласан суд видеосăнав хатĕрне илсе пăрахтарма, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен кÿнĕ сăтăра саплаштарттарма пултарать», – ăнлантарать юридици наукисен кандидачĕ Петр Иванов.

Кÿршĕсен харкашăвĕ пирки Ишлей ял тăрăх администрацийĕ те, вырăнти участковăй та лайăх пĕлет. Курак чурачăксем унта çăхав хыççăн çăхав вĕçтереççĕ. Марина Крюкова участковăй каланă тăрăх, пускилсен ĕçĕ миравай судья патне те çитнĕ. Ял тăрăх администрацийĕ пурте усă курма пултаракан тăкăрлăкăн чиккине палăртма колышкăсем çапса паллă тăвасшăн – çакă пускилсене мирлештерĕ-ши? Каярах ыйтса пĕлĕпĕр. Хальлĕхе вара кÿршĕсене ют çĕр лаптăкĕсене хăйсен ирĕкĕпе ярса илнĕшĕн яваплăх пурри пирки аса илтермелли кăна юлать.

АННА ФИЛИППОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости