Куççуль кăларнă йĕркесем

Сусăрсем сыввисенчен пĕртте кая мар, вĕсен йышĕнче экономист, юрист тата ытти специальноçа алла илсе вăй хуракан пур. Пĕрисем ăсталăхпа палăраççĕ пулсан, теприсен спортри кăтартăвĕсем палăруллă. Обществăлла пурнăçра хастаррисем те сахал мар. Çакна ноябрĕн 24-мĕшĕнче «Республикăри инвалид-хĕрарăмсен чи лайăх канашĕ» ята çĕнсе илессишĕн конкурс та çирĕплетсе пачĕ.

«Чи кирли – кашни çыннăн чун хавалĕ çирĕп пулни. Ун пек чухне кăна ĕçре те, килте те лăпкăлăх хуçаланĕ. Кашнинех татса паман ыйтусем пур, çапах та лайăххи çинчен шухăшламалла. Яланах пит çинче йăл кулă пулмалла», – çакăн пек шухăш-кăмăлпа малалла ăнтăлаççĕ инвалидсен районти уйрăмĕн Хĕрарăмсен канашĕн членĕсем.

Ку конкурса район команди кăçал пĕрремĕш хут хутшăннă. Ун йышне Пархикассинчи Мария Ивановăпа Луиза Степанова, Кăшавăшри Елена Ильина кĕнĕ. Программа тăрăх, кашни команда районти сусăрсен ĕçĕ-хĕлне сăнлакан презентаципе паллаштарнă. Жюри членĕсене пултарулăхпа та тĕлĕнтермелле пулнă. Район чысне хÿтĕлекен маттур хĕрарăмсем сцена çине тухса сăвă вуланă, юрă шăрантарнă. Луиза Степанова Лариса Щипахинăн «Не заставляйте женщин плакать» сăввине чун-чĕререн вуласа куракана та макăртнă: залра ларакансем куççулĕсене шăлнă. Жюри членĕсем ăна дипломпа хавхалантарнă. Виçĕ маттур шăрантарнă «Бессовестно красивая» юрă та хăйне евĕрлĕхĕпе уйрăлса тăнă.

Район чысне хÿтĕленĕ Хĕрарăмсен канашĕ çитес çул тупăшăва тата та лайăхрах хатĕрленме палăртать.

ВЕРА ШУМИЛОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.


Открыть все новости