Пурне те суд умне тăратĕç

Хăйĕн хваттерĕнче наркопритон йĕркелесе пĕлĕшĕсене уйăха яхăн «шурă вилĕм» авăрне сĕтĕрнĕ Канаш çамрăкне тытса чарнă. Çак ĕçе хутшăннисен ячĕсене хальхи вăхăтра ФСКНăн республикăри управленийĕнче уçăмлатаççĕ.

РФ УК 232 статйин 1-мĕш пайĕпе пуçарнă уголовнăй ĕçрен кăçалхи июль-август уйăхĕсенче хваттере 35-ри кил хуçин çывăх тăванĕсем кăна мар, ытти çын та кĕре-кĕре тухни паллă. Вĕсем пурте закона пăсса наркотиклĕ хутăшсемпе ашкăннă. Наркополицейскисем асăрхаман пулсан çак «лаç» мĕне çаврăнма пултарни пирки шухăшлама та хăрушă. Оперативлă шырав мероприятийĕсен вăхăтĕнче вĕсем кăçал республикăра çакнашкал пĕр эшкере кăна мар тăрă шыв çине кăларнă. Канашри наркопритона тытса тăрас ĕçе хутшăннисене те пурне те суд умне кăларĕç. Çÿлерех асăннă статья санкцийĕпе вĕсем тăватă çул таран ирĕклĕхсĕр юлма пултараççĕ.

Наркотиксен закона хирĕçле çаврăнăшĕпе çыхăннă преступленисене Шупашкар районĕнче кăçалхи 8 уйăхра 15 тупса палăртнă, вĕсенчен 3-шне суда çитернĕ. ШĔМĕн районти уйрăмĕн штабĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕрхи çак тапхăрта кунашкал 20 тĕслĕхе шута илнĕ. Наркопритонсем йĕркеленĕ фактсем пулман.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.


Открыть все новости