Сĕт кух­ни­сен шă­пи

Кĕ­çĕн çул­ти ача­се­не çи­тер­меш­кĕн мал­тан ра­йон­та сĕт кух­ни пурч­чĕ, ха­лĕ вăл çук. Вĕ­сем мĕн­шĕн ĕç­ле­ме пă­рах­нă?  

А­ли­на ВАСИЛЬЕВА, Кÿ­кеç

В­ла­ди­мир ДУБОВ,Шу­паш­кар ра­йон боль­ни­цин тĕп тух­тă­рĕ:

– Чă­ваш Рес­пуб­ли­кин «А­чал­лă граж­дан­се­не па­мал­ли пат­ша­лăх по­со­би­йĕ­сем çин­чен» за­ко­нĕ­пе ки­лĕ­шÿл­лĕн ача­шăн уйăх­се­рен па­ра­кан по­со­бие çи­рĕп­лет­нĕ. Икĕ çул тул­тар­ман­ни­се­не па­ра­кан сĕт ху­тă­шĕ­шĕн та­та ача­сен ыт­ти апа­чĕ­шĕн па­ра­кан ком­пен­са­цие 2006 çул­хи ян­ва­рĕн 1-­мĕ­шĕн­чен асăн­нă по­со­би шут­не кĕрт­нĕ.

А­са ил­те­рет­пĕр, пĕр çул­та­лăк тул­тар­ман кă­кăр çи­мен ача­се­не тă­ран­тар­маш­кăн ятар­лă смесь­сем­пе усă ку­раç­çĕ, хă­йĕн ты­тă­мĕ­пе вĕ­сем амă­шĕн сĕт­не çы­вăх, çа­вăн­па вĕ­се­не адап­та­ци­лен­нĕ смесь­сем теç­çĕ. Сĕт кух­ни­сем кă­ла­ра­кан апат (­ке­фир, био­лакт, сĕт) ва­ра адап­та­ци­лен­мен апат шут­не кĕ­реç­çĕ, адап­та­ци­лен­нĕ смесь­сем пур­ри­пе вĕ­се­не пи­тех ыйт­маç­çĕ. Çак сăл­та­ва пу­ла та­та произ­водст­во про­це­сĕ са­ни­та­ри нор­ми­се­не пă­хăн­ман­ни­пе Шу­паш­кар ра­йо­нĕн­че, рес­пуб­ли­кă­ри чы­лай тă­рăх­ри пе­кех, сĕт кух­ни ху­пăн­нă.

(Тăван Ен 35№, сентябрĕн 12-мĕшĕ, 2014 ç.)

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.


Открыть все новости