«Тăван Ене» тытнă та… тĕлĕнсех кайнă

«Тăван Ен» хаçатăн 16-мĕш номерĕнче пичетленнĕ «Хыпар çитрĕ… 74 çултан» статьяна, ахăртнех, чылайăшĕ кăсăклансах вуланă. Шăнкасра пурăнакан Майя Александровна Васильева вара пушшех те. Аллине хаçат тытсан ним калама аптăранă…

Статьяра унăн пиччĕшĕ Алексей Зиновьев пирки сăмах пырать иккен. Аса илтерер: апрель уйăхĕн вĕçĕнче Çĕньял ял администрацине Украинăри Одесса облаçĕнчен çыру килнĕ, унта Шăмăшра çуралса ÿснĕ Алексей Зиновьев салтакăн юлашкийĕсене тупнă…

Майя Александровна тăван пиччĕшĕ пирки пичет кăларăмĕнче вуласан шартах сикнĕ. «Хаçата тытрăм та 1-мĕш страницăна тинкеретĕп, ара, ку пирĕн Алексей вĕт тетĕп…» – каласа парать 85-ри ватă. 74 çултан пĕрремĕш хут тăванĕ пирки хыпар илтсен чунне нимĕнле те хытарайман вăл, куççуль шăпăртатнă кăна. Унтанпа икĕ уйăха яхăн вăхăт иртнĕ пулин те халĕ те чунĕ лăпланаймасть унăн, темиçе хутчен куçĕ шывланчĕ. Иккĕмĕш пиччĕшĕ пирки тĕплĕнрех каласа парас тени хистенĕ ĕнтĕ ăна пирĕнпе тĕл пулма. Сăмах çине сăмах… Майя Александровна ачалăхне «таврăнчĕ». Çемьере вĕсем 7-ĕн ÿснĕ: 2 ывăл, 5 хĕр. Алексей – иккĕмĕш ывăл, Майя вара – чи кĕçĕнни. Йăмăкĕ пĕр тăванне ырăпа çеç аса илет. «Хастар та вăйлăччĕ вăл. Лайăх кĕрешетчĕ. Çавăнпа та унпа никам та çыхланасшăн пулман, ахальтен мар ĕнтĕ «Алексее çулăхмалли çук» тетчĕç çынсем», – иртнине куç умне кăларчĕ ватă. Ыттисенчен ĕçченлĕхпе палăрса тăнă яш. Ялти пушар дружинин пуçлăхĕ пулнă. Ун чухне лашапа пушар сÿнтерме çÿренĕ, Алексей хÿттинче икĕ урхамах тăнă. Каçхине улах ларнă пулин те вăл ир-ирех ĕçе васканă. Кунсăр пуçне тата каччă тирпейлĕ те хитре тумланса çÿренипе йăмăкĕн асĕнче юлнă.

– Ас тăватăп пальто, шурă бурки пурччĕ унăн. Салтака кайнă хыççăн анне буркине пуçтарса хучĕ, таврăнсан тăхăнма тесе, – калаçу çăмхине малалла сÿтрĕ Майя Васильева. 1938 çулхи кĕркунне ăна хĕсмете ăсатнă. Кунне те лайăх ас тăвать, ялтан Кÿкеçе тăрантаспа ăсатнă. Украинăра службăра тăнă салтак килне час-часах çыру янă. Салтак шăп та лăп ăçта тивĕçне пурнăçланине хĕрарăм карта çинчех паллă тунă, пÿрнепе тĕллесех кăтартрĕ вырăнне – Одесса çывăхĕнче. 1941 çулхи кĕркунне салтакăн килне таврăнмалла пулнă, анчах вăрçă… 1941 çулхи август уйăхĕнче илнĕ юлашки çырăвне Майя Александровна питĕ лайăх ас тăвать. «Ултă çĕртен амантрĕç, утаймастăп, анчах пур пĕрех постра тăратăп», – пулнă унăн сăмахĕсем. Çакăн хыççăн урăх нимĕнле хыпар килменнине пăхмасăр тăванĕсем шанчăка çухатмасăр кĕтнĕ. Вилес умĕн ашшĕ, сиссе-и тен, эсир пур пĕрех ун пирки хыпар пĕлетĕр-ха тесе хăварнă иккен. Пуринчен ытла вара амăшĕ кĕтнĕ-тĕр. Маларах асăннă буркипе ытти тумне вăл хăй виличченех ывăлĕ валли упранă, никама та тăхăнтартман. «Алексей килĕ-ха тесе кашни çулах вĕсене çуса арчана хуратчĕ анне. Пÿрмен иккен тăхăнма, кĕве çисе янипех пĕтрĕç», – хурлăхлăн калаçрĕ ватă.

Йăмăкĕнче халĕ пиччĕшĕн пĕртен-пĕр сăн ÿкерчĕкĕ упранать, калаçу вĕçлениччен те ăна аллинчен вĕçертмерĕ ватă. Тăванне чунтан юратни, уншăн пăшăрханни каламасăрах паллă. Çавăнпа та унăн юлашкийĕсене тăван тăрăха илсе килсе пытармалли шухăш Майя Васильевăна пĕр кун та канăç памасть. «Шăммисем тăпра айне пулман-çке, вĕсене килсе пытарсан тем пекех лайăхчĕ…» – шанчăкне çухатмасть вăл халĕ те.

Алексей Зиновьевăн юлашкийĕсене тăван тăрăха кÿрсе килесси, паллах, çăмăл ĕç мар. Вăл ют патшалăхра пулнипе, Украинăри паянхи лару-тăрупа тата та кăткăсланать, анчах Зиновьевсен тăхăмĕсем пĕр вырăнта лармаççĕ. Ольга Зиновьева – Алексейăн тăван пиччĕшĕн кинĕ – ЧР Çар комиссариатне çитнĕ, «тăванне» кÿрсе килмешкĕн пулăшма ыйтса çыру çырнă. Çырăва комиссариатран Шупашкар район администрацине янă. Халĕ унтан хурав кĕтеççĕ.

Лару-тăрăва эпир малалла та сăнасах тăрăпăр.

ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости