Экскурсие – вулавăша

2015 çула пирĕн çĕршывра Литература çулталăкĕ тесе палăртнă, Чăваш Республикинче вара – Константин Иванов çулталăкĕ. Литература тата вулав çын пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнать. Ырă сăнарсем пурнăçа вĕрентеççĕ, усаллисем вара инкек-синкекрен пăрăнма хистеççĕ. Кĕнеке вулани çынна ăслă пулма пулăшать. Кĕнеке – пĕлÿ çăлкуçĕ тесе ахальтен каламан-çке.

Пирĕн ялта пысăк библиотека пур. Вăл 1984 çулта уçăлнă. Унта – 7000 кĕнеке. Вулавăш ертÿçи – Галина Петровна Мочалова. Вăл библиотека уçăлнăранпах çак ĕçре вăй хурать.

Пĕррехинче пире чăваш литературин вĕрентекенĕ библиотекăна экскурсие илсе кайрĕ. Библиотекăра таса та çутă. Кĕнекесене çÿлĕксем çинче тирпейлĕ вырнаçтарнă. Галина Петровна пире кăмăллăн кĕтсе илчĕ. Вулавăш ĕçĕ çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Çавăн пекех пирĕн ыйтусене тĕплĕн хуравларĕ. Эпир библиотекăран тухса кайнă чухне пире кунта час-часах килсе çÿреме сĕнчĕ. Мана ку экскурси питĕ килĕшрĕ.

СОФЬЯ ЯРУТКИНА, 5-МĔШ КЛАСС, ÇĔНЬЯЛ-ПОКРОВСКИ ШКУЛĔ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости