Эс­та­фе­та чĕ­нет!

Шă­мат ку­н Шу­паш­кар­та Анд­риян Ни­ко­лаев кос­мо­нав­та ха­лал­ла­са Чă­ваш Ен прес­син спорт фес­ти­ва­лĕн фи­на­лĕ – «Советс­кая Чу­ва­шия» ха­çа­тăн 76-­мĕш эс­та­фе­ти ир­тĕ. 

«О­лим­пийс­кий» ста­дион­та ре­конст­рук­ци ĕçĕ­сем пы­нă­ран кă­çал эс­та­фе­тă­на «Э­нер­гия» ста­дион­та ирт­тер­ме па­лăрт­нă. Çул­се­рен ку ăмăр­тă­ва 10 пин çын хут­шă­нать. Вăл 16 уш­кăн­па ир­тĕ, вă­там та­та тул­ли мар вă­там шкул­сен, ра­йон­сен, влаç ор­га­нĕ­сен, мас­сăл­лă ин­фор­ма­ци ха­тĕ­рĕ­сен ко­ман­ди­сем та­та ыт­ти­сем стар­та ту­хĕç. 76-­мĕш эс­та­фе­тăн çĕ­нĕ­лĕх­сем те пур. Фес­ти­валь­те сыв­лăх ен­чен хав­шак­рах­хи­сем те ту­пă­шĕç. Ятар­лă кор­рек­цил­лĕ уч­реж­де­ни­сен, ача-­пă­ча­па çам­рăк­сен спорт-а­дап­та­ци шку­лĕ­сен та­та су­сăр­сен клу­бĕ­сен предс­та­ви­те­лĕ­сен стар­та тă­ма май пу­лĕ.

Шу­паш­кар ра­йо­нĕ те спорт фес­ти­валь­не ха­тĕр­ле­нет. «У­лăп» спорт­па сыв­лăх цент­рĕн ди­рек­тор çу­мĕ Павел Цвет­ков пĕл­тер­нĕ тă­рăх,  ра­йон­тан эс­та­фе­тă­на Атай­кас­си вă­там шкул вĕ­ре­не­ке­нĕ­сем, ве­те­ран­сем, ра­йон та­та ад­ми­нист­ра­ци ко­ман­ди­сем, Цвет­ков­сем­пе Баш­ки­ров­сен çемйи­сем хут­шă­нĕç. Янăш тата Тăрăн тул­ли мар вă­там шкул вĕ­ре­не­ке­нĕ­сем те ра­йон чыс­не хÿ­тĕ­лĕç.

  Ве­ра Фи­лип­по­ва 

(Тăван Ен 35№, сентябрĕн 12-мĕшĕ, 2014 ç.)

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.


Открыть все новости