Асран тухми уяв

Аслă Çĕнтерÿ кунĕ 70 çул çитнине анлăн паллă туса ирттертĕмĕр пулин те уяв асран тухмасть. Кăмăл-туйăма вулакансене те пĕлтерес килет. Кÿкеçри ваттисен çуртĕнче пурăнакансене, ветерансене, тыл ĕçченĕсене малтан директор Ю.А. Бабаев ăшă-ăшă сăмахсем каларĕ, РФ Президентĕнчен тата ЧР Пуçлăхĕнчен килнĕ открыткăсене парнелерĕ. Уявпа саламлама Çĕрпÿ хулинчен «Душа поет» ветерансен халăх хорĕ килчĕ. Чаплă концерт кăтартса пачĕç, пĕрле юрлакансем те пулчĕç. Вĕсен юррисене илтсен куççульленекен те пулчĕ.

АННА МАЛЬЦОВА, КŸКЕÇ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости