Ачасене нушалантарма кирлех-ши?

Ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкĕсене шкула, ача садне ăсатса ир-ирех ĕçе васкать. Каçхине тин çемье пĕр чăмăра пуçтарăнать. Паллакансенчен чылайăшĕн кунĕ çапларах иртет.

Манăн çемье те ыттисенчен уйрăлсах тăмасть, ир-ирех мăшăрăмпа иксĕмĕр ачасене ача садне, шкула ăсататпăр та – ĕç вырăнне. Каç еннелле вара – киле. Пурнăçламалли ĕçсене пайланă май çакăн пек ыйту тухса тăрать: «Ачапа паян кам урок тăвать?» Çук, тĕпренчĕкĕмĕр япăх паллăсемпе вĕреннипе çыхăнман çакă, 2-мĕш класра вĕренекен ывăлăм яланах «5» паллăсемпе савăнтармасть пулин те, хальлĕхе лайăххисен йышĕнчех-ха. Вăл шкул сукмакне такăрлатма тытăннăранпа кашни кун ăна уроксем хатĕрлеме пулăшасси – пирĕншĕн сиктермесĕр пурнăçламалли пулăм пулса тăчĕ. Пур çемьере те çапла тейĕ вулакан. Тĕрĕсех, анчах та пуçламăш классенче вĕренекенсен кашни кун 3-4 сехет килти ĕçсене пурнăçлама тивни йĕркеллĕ пулăмах-ши? Кашни кун тенĕ пек каçхи 6-7 сехетрен тытăнса 10-11-ччен урок тума тивет-çке! Хăш чухне вара пĕчĕкскерсен куçĕ «хупăннăран» ир-ирех тăратма лекни те пулать.

Хальхи вăхăтра пуçламăш классене тĕрлĕ программăпа ăс параççĕ – «Перспективная начальная школа», «Перспектива», «Школа 2100», «Гармония», «Планета знаний» тата ытти те. Вĕрентÿ законĕсем тăрăх, кашни шкул вăл е ку вĕренÿ программине хăй суйласа илет. Районти ачасем те тĕрлĕ программăпа ăс пухаççĕ. Кÿкеç лицейĕнче «Перспективная начальная школа» пуç пулса тăрать пулсан, ытти шкул вĕренекенĕсем «Школа России» программăпа пĕлÿ илеççĕ. Ашшĕ-амăшĕн те ача пултарулăхне тата вĕренме пултараслăхне кура программăна суйласа илме ирĕк пур. Анчах та чылайăшĕ вара вĕсем пирки нимех те пĕлмест. Кунта тĕлĕнмелли çук, педагогика тексчĕсен наука стилĕпе терминологийĕ пуриншĕн те шăл çемми мар.

Пĕлетĕр-и, хулари тата ун çывăхĕнчи шкулсенче пĕр класра миçе ача вĕренет? 25-30 ача! Пĕр урокра вĕрентекенĕн 30 ачана пĕлÿ памалла. Пур ача та пĕрешкел маррине те шута илер. Пĕрисем хушнине çăмăллăнах парăнтараççĕ пулсан, теприсене нумайрах вăхăт кирлĕ. Ывăлăм вĕренекен программа «Школа-2100» ятлă. Шăпах вăл хулари нумай шкулта «хуçа» пулса тăрать. Асăннă программа ФГОС правилисене пăхăнса тăрать пулсан та, ман шухăшăмпа, ансатах мар. Килте пурнăçламалли ĕç калăпăшĕ пĕрремĕш класранах пысăк. Хăш чухне кĕнекери заданисене ача кăна мар, хамăр та, аслисем, ăнланмастпăр. Юрать, интернет пулăшать. Ăс-тăн енчен çирĕпленсе кăна пыракан ача организмĕ мĕнле тÿсет? 5 сехет – парта хушшинче, тепĕр 3-4 сехет – килти ĕç. Ку вара çитĕннĕ çыннăн ĕç вăхăчĕпе тан е ытларах та. Унсăр пуçне – тĕрлĕ кружок. Ашшĕ-амăшĕ вăхăт çителĕклĕ уйăрмасан, пулăшу кÿмесен ача вĕренÿре ĕлкĕрсе пырасса кĕтмелли те çук. Ачасене хăй тĕллĕнлĕхе хăнăхтарасси асăннă программа тĕллевĕсен шутне кĕрет пулсан та, хальлĕхе çакна курмастăп-ха.

Интернет уçлăхĕнче пĕр амăшĕн хÿхлевĕ чĕрене витерчĕ: «Енчен те ачан вĕренме супер пултарулăх çук пулсан ăна питĕ йывăр килет! Асăннă программăпа 8 уйăх вĕренетпĕр. Кашни кунах, ĕçрен килсен, хĕрĕмĕн куççулĕсене чăтаймасăр ун вырăнне хам уроксем тăватăп. Вăл йĕрет, ăнланмасть. Эпĕ те унта мĕн çырнине 7 çулти ача куçĕпе ăнкарма май çуккине ăнланатăп». Асăннă вĕрентÿ программи çав тери кăткăс, ачасене ăнланма йывăр пулнине паллакан амăшĕсем те çирĕплетеççĕ.

Совет самани вăхăтĕнченех ачасене «Школа России» программа тăрăх пĕлÿ панă. Хальхи вăхăтра ăна, паллах, çĕнетнĕ, çапах та ăна паян та ачасем çăмăллăн ăша хываканни шутне кĕртеççĕ. Çак программăпах эпир те – паянхи вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ – ăс пухнă. Урокра вĕрентекен каланине ăша хывса кĕçĕн классенченех килти ĕçсене хамăр тĕллĕн пурнăçланă, атте-анне уроксем тума пулăшнине ас тумастăп та.

Аталану тапхăрĕ вĕрентÿ ĕçне çĕнĕлĕхсем кĕртме ыйтнипе килĕшмелле. Çапах та экспериментла программăсем хăйсен кăткăслăхĕпе ачасене вĕрентÿ ĕçĕнчен сивĕтмĕç-ши? Вĕренекенсем хăй тĕллĕнлĕхе хăнăхаймаççĕ пулсан, вĕренÿ ĕçĕ малашне мĕнле шайра пулĕ-ши? Экспериментсем ачасене ăслăрах, тăнлăрах тума пултарĕç-ши? Иккĕленÿллĕ…

Кăçал ĕçлĕ çулçÿревпе районта пулнă РФ вĕрентÿ министрне Ольга Васильевăна вĕрентекенсем те пĕр пек вĕрентÿ программине кĕртме сĕннĕ. Ольга Юрьевна çакна шута илме сăмах панă. Министр амăшĕсене шкул «тамăкĕнчен» хăтарасса çав тери шанас килет…

АННА ФИЛИППОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости