Ача-пăча туризмĕшĕн илĕртÿллĕ

Иртнĕ эрнере «Бичурин тата хальхи самана» музейра ĕçлĕ çул çÿревпе РФ туризма аталантаракан координаци канашĕн членĕ Татьяна Козловская тата «Интерс» турист компанийĕсен ушкăнĕн директорĕ Артем Козловский пулчĕç. Вĕсем тĕллевсене те палăртрĕç – ача-пăча туризмне аталантарасси, вĕрентÿ турист маршручĕсен йышне кĕртес тĕллевпе музейсемпе тата турист объекчĕсемпе паллашасси.

Хăнасене музей ĕçĕ-хĕлĕ çинчен унăн ертÿçи Ирина Удалова каласа пачĕ. Вăл шкул ачисем хутшăннипе иртекен экскурсисемпе занятисенче усă куракан интерактивлă программăсемпе паллаштарчĕ. Кунта кашни уйăхрах çитĕннисем валли те, ачасем валли те тĕрлĕ тематикăллă куравсем иртеççĕ. Музейри тĕп зала чăвашсен паллă тĕпчевçин Н.Я. Бичуринăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне халалланă. Кунти ĕçченсем шкулсемпе тачă çыхăнса ĕçленине те палăртмалла. Ачасене паллă çул çÿревçĕ çинчен пĕлÿ парас тĕллевпе музей ĕçченĕсем экскурсисем ирттереççĕ, фильм-презентаципе паллаштараççĕ. Интерактивлă викторина илнĕ пĕлĕве пĕтĕмлетме май парать. Унсăр пуçне кашни çулах ачасем валли музейра «Асамлă тĕрĕ тĕнчи» ÿнер пултарулăх конкурсне, Апаш, Бичурин вулавĕсене йĕркелени те пĕлтерĕшлĕ.

Китай çĕршывĕ çинчен нумайрах пĕлес тĕллевлĕ çамрăк ăрушăн музейра «Путешествие в загадочный Китай» клуб ĕçлет. Унта çÿрекенсем китай чĕлхине алла илессипе тимлеççĕ. Хăнасене те вĕсем ăсталăхпа – Н.Я. Бичуринăн «Троесловие» кĕнекин сыпăкĕсене виçĕ чĕлхепе – китайла, вырăсла, чăвашла каласа панипе тыткăнларĕç.

Татьяна Козловская чăваш халăх культурине тата икĕ çĕршыв хушшинчи туслăх кĕперне хывнă Н.Я. Бичурин пурнăçĕпе ĕç-хĕлне çутатакан музей ача-пăча туризмĕшĕн илĕртÿллĕ объект пулнине палăртса хăварчĕ.

ВЕРА ФИЛИППОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости