Венчет хыççăн уйрăлса кайсан

Пĕрремĕш упăшкапа эпир венчете тăрса пĕрлешнĕ, анчах уйрăлса кайрăмăр. Халĕ эпĕ те, манăн пĕрремĕш упăшка та урăх мăшăрсемпе (ЗАГС уйрăмĕнче çырăнмасăр) пурăнатпăр. Малтанхи упăшкапа венчете тăни малашнехи пурнăçра мĕнле те пулин витĕм кÿме пултарать-и? Енчен те тепĕр хут çемье çавăрас пулсан мĕн тумалла?

Вера ЯКОВЛЕВА, Кÿкеç

Николай атте, Шупашкар район благочиннăйĕ, Хыркасси чиркĕвĕн настоятелĕ:

– Малтан венчете тăнине, кайран уйрăлса кайнине чиркÿ ырламасть, мĕншĕн тесен арçынпа хĕрарăм çапла меслетпе пĕрлешни ĕмĕрлĕхех пулмалла. Çакă çылăх пулнине те ăнлантăр пулĕ ĕнтĕ. Малашнехи пурнăçра япăх витĕм ан пултăр тесен мĕн тумалла-ха? Чи малтанах чиркĕве кайса çакăн пирки священнике каласа памалла, çылăх каçарттармалла. Енчен те тепĕр хут çемье çавăрас тесен вара Шупашкарти К. Иванов урамĕнче вырнаçнă Шупашкар-Чăваш Епархи управленине каймалла, çакăн евĕрлĕ пулăмсене унта ятарлă комисси пăхса тухать, вăл вара йышăну кăларĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости