Выльăх-чĕрлĕх валли апат

Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсемшĕн хĕрÿ тапхăр пуçланчĕ – хĕл каçмалăх выльăх апачĕ хатĕрлемелле. Çителĕклĕ шайра утă типĕтесси, сенаж-силос хатĕрлесси – ял хуçалăх предприятисемпе ХФХ-семшĕн паянхи кун тĕп тĕллев пулса тăрать.

Ял хуçалăх министерствин кăтартăвĕсем тăрăх, июнĕн 8-мĕшĕ тĕлне республикăри пур районта та выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç тытăннă. Пурĕ пĕрле 6,9 пин га çинче нумай çул ÿсекен курăк çулнă, 343 т утă, 5,3 пин т сенаж хатĕрленĕ. Нумай çулхи курăксене çулас ĕç май уйăхĕн вĕçĕнчех пуçланнă. Чи ăнăçлă ĕçлесе пыракан хуçалăхсем Елчĕк районĕнчен, вĕсем пурĕ 2 пин га ытла курăк çулнă.

Районта ял хуçалăх предприятийĕсем июнĕн 8-мĕшĕ тĕлне 586 га нумай çул ÿсекен курăксене çулнă. Куйбышев ячĕллĕ колхоз-СХПК – 70 га, «Прогресс» ЗАО – 40 га, «Чурачикское» ОАО – 120 га, «Атлашевский» СХК – 153 га, «Ольдеевская» Агрофирма ЗАО – 143 га, «Приволжское» ОАО – 60 га. Выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарас тĕллевпе ял хуçалăх предприятийĕсем 2010 т сенаж хатĕрленĕ.

Иртнĕ эрнере «Прогресс» хуçалăх уй-хирте «козлятник» культурăна çулма тухрĕ. Василий Яковлев управляющи пĕлтернĕ тăрăх, хуçалăх çак культурăна 250 га çинче акнă. Вăл уй-хирсенче «нулевая технология» меслетпе акса хăварнине, çак меслетĕн паха енĕсем пирки каласа пачĕ. Василий Иванович пĕлтернĕ тăрăх, çак меслет сухаламасăр, культивацилемесĕр тырă акса хăварма май парать. Ку перекетлĕ те иккен.

Уй-хирте çулса кушăхтарнă курăкран паккуссем хатĕрлеççĕ, «козлятник» культурăна сенажа ярасшăн. Хуçалăхра нумай çул вăй хуракан Валерий Федоров утă çине пресс-подборщикпа тухма хатĕрленет, юсав ĕçĕсем ирттерет. Вăл «Прогресс» хуçалăхра 1989 çултанпа вăй хума тытăннă. Тракторпа çÿрес ăсталăха Мамăш шкулĕнче ăс пухнă чухне илнĕ. Валерий Федоровăн мăшăрĕ те пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă, кунтах бригадăра тимлет. Çав вăхăтрах вара ял хуçалăхĕнче вăй хуракан çамрăксем сахалтарах, ытларах ку тăрăхрисем ют хуласене шапашкăна çÿреме кăмăллаççĕ иккен.

Асăннă хуçалăхри 30 çула çывхаракан Андрей Степанов та тракторпа ĕçлет. Чăхăмлакан хурçă утне уй-хире тухма хатĕрлесе çитерессипе тимлетчĕ çав кун. Унран вăл хуçалăхра тракторпа хăçантанпа вăй хуни çинчен ыйтсан «8-мĕш классранах» тесе хуравларĕ.

Çулталăк пуçланнăранпа районти 6 ял хуçалăх предприятийĕ 52 млн тенкĕлĕх 12 çĕнĕ техника туяннă. Вĕсен шутĕнче – выльăх апачĕ хатĕрлеме комбайнсем, сеялкăсем, сÿресем, культиватор, минераллă удобренисем сапаламалли хатĕрсем.

ДЕОМИД ВАСИЛЬЕВ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости