«Выртса самолет шутлаттăмăр…»

Манăн атте, Павел Егорович Серебряков, 1908 çулта Ишлей районĕнчи (халĕ Шупашкар районĕ) Чаканар ялĕнче çуралнă. 1941 çулта вăрçă тухсан ăна салтака илсе кайрĕç. Пире, пилĕк ачана, пăрахса хăварчĕ.

Анне иртен пуçласа каçчен фермăра ĕçлетчĕ. Пире вара асанне пăхса пурăнчĕ. Вăрçă вăхăтĕнче мĕнле асап курнине çырса та пĕтерме çук: çимелли те, тăхăнмалли те пулман.

Вăл вăхăтра эпĕ, 4 çулти ача, ялти ача садне çÿреттĕм. Пирĕн ял çийĕн час-часах самолетсем вĕçетчĕç. Вĕсем Хусанти самолетсем тунă заводран хĕвел анăç еннелле каятчĕç, тÿрех вăрçа хутшăннă ахăр. Эпир вара, пĕчĕкскерсем, хăйăр купи çине çурăмпа выртса вĕсене шутлаттăмăр, анчах пурне те шутласа ĕлкĕрейместĕмĕр, мĕншĕн тесен хăш-пĕр чухне 30-40-ĕн те иртетчĕç.

Пур урамра та радио пулнă. Кашни кунах ял халăхĕ вĕсен умне пухăнса вăрçă хыпарĕсене итлетчĕ. Каçхине час-часах çутăсăр ларнă, краççын ламписем çеçчĕ.

Тепĕр чухне тата нимĕçсен самолет-разведчикĕсем çĕрле вĕçсе çÿретчĕç, ăçта çутă пур – çавăнта бомбăсем пăрахатчĕç. Кăна ялта «воздушная тревога» тетчĕç.

Атте Сталинград хулине хÿтĕленĕ çĕрте çапăçнă. Нимĕçсем ăна илеймен, чакма пуçланă. Аттене инженер-строитель çарне куçарнă. Вĕсем нимĕçсем аркатнă кĕперсене юсанă. Днепр шывĕ урлă каçнă, Крыма çитнĕ. Унта Сиваш кÿлли патĕнчи çапăçура ăна нимĕçсем амантаççĕ. Унтан Баку хулине госпитале ăсатаççĕ. 1946 çулта яла костыльпе, туяпа таврăнать. Çур çултан костыльне пăрахать, тепĕр çур çултан – туяна та.

1947 çулта колхозниксем ăна Чаканарти «Верный путь» колхозăн председательне суйлаççĕ. Вăрçă хыççăнах ĕçлеме питĕ йывăр пулнă. Ял хуçалăх техники çитмен, пур ĕçе те алăпа е лашапа тунă. Лашасем вăйсăр пулнă пирки вĕсене ирхине вĕренпе туртса ура çине тăрататчĕç.

«Верный путь» колхоз районта малти ретсенче пулнă. Çапла вăл 12 çул председательте ĕçлерĕ. Çакна питĕ лайăх ас тăватăп: вăл уя тухатчĕ те тăпрана чăмăртаса тĕрĕслетчĕ. Саланса кайсан сухана тухма юрать тетчĕ. Юлашки çулсенче райком партийĕнче тăрăшрĕ. Райком хушатчĕ: «Ыран тырă вырма тухмалла». Анчах тырри пулса çитмен… Кун пек ăнланман тĕслĕх сахал мар пулнă. Атте чăтайманнипе райкома каять те партбилетне сĕтел çине хурать, çапла вара председательтен хăй ирĕкĕпех тухать.

Вăрçăра сывлăхне нумай çухатнă вăл, 64 çултах çĕре кĕме тиврĕ. Ун пирки ялти Гаврил Демидов мана çапла каларĕ: «Сан аçу питĕ пултаруллă çынччĕ. Шкулта пĕр класс та пĕтермен, анчах питĕ ăслăччĕ. Ялта пĕр çынпа та хирĕçсе курман, питĕ лăпкă арçынччĕ». Çапла, вăрçăра вăл Тăван çĕршывшăн çапăçнă, мирлĕ вăхăтра халăхшăн тăрăшса ĕçленĕ.

ВЕНИАМИН СЕРЕБРЯКОВ, ЧАКАНАР

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости