Вăр​ман тăр​ри ти​кĕс

Ă​на тем чух​лĕ кас​сан та чак​ни ку​рăн​масть – çап​ла шу​хăш​ла​нă-​тăр пи​рĕн асат​те​сем​пе асан​не​сем çак ка​ла​рă​ша ăса хыв​нă чух​не. Вăл сай​рал​са, хух​са пы​рас​си пир​ки тĕл​лен​мен те те​йĕн.

Йы​вăçсе​не ÿс​ме ча​раççĕ

Те​пĕр те​сен ку ка​ла​рă​шăн те​пĕр енĕ те пур: йы​вă​çа мĕн чух​лĕ кас​са ан вăр​ла – ни​кам та кур​масть. Çак ху​шă​рах ку​наш​кал сă​тăр​сем​пе çы​хăн​нă пĕр​ре​мĕш уго​лов​нăй ĕçсе​не ШĔМĕн Шу​паш​кар ра​йо​нĕн​чи па​йĕн​че тиш​кер​ме пуçла​рĕç те ĕн​тĕ. Ка​ра​чу​ра вăр​ман ху​çа​лă​хĕн 19-​мĕш квар​та​лĕн​че йы​вăçсе​не кас​са кай​ни​не «О​пыт​лă вăр​ман ху​çа​лă​хĕн» ко​мис​си​йĕ кă​çал​хи ма​йăн 7-​мĕ​шĕн​чи сă​нав​сен вă​хă​тĕн​че асăр​ха​нă. Çă​ка​па вĕ​ре​не​не про​то​кол​та – ку​наш​кал до​ку​мент ко​пи​йĕ ре​дак​ци​ре пур – «​йы​вăçсем ÿс​ме ча​рă​нас​си та​ран та​рăн кас​ни​не» па​лăрт​нă. Ку ва​ра вĕ​сем çĕр си​йĕ çин​чен ялан​лă​хах çу​хал​ни​не пĕл​те​рет. Пĕ​тĕм​пе кас​са кай​нă юман, çă​ка, ăвăс та​та вĕ​ре​не йы​вăççи​се​не 5 куб​ла метр​па виçнĕ. Çа​кă хыс​на уч​реж​де​ни​не 45 пин тен​ке яхăн сă​тăр кÿ​нĕ. Ви​çе пы​сă​ках мар те​йĕн-​ха, ан​чах та ни​кам та асăр​ха​ман​ни​пе хăюл​лан​са-​ши – уйăх та ирт​мен, ор​га​ни​за​цин те​пĕр вы​рăн​ти лап​тă​кĕ «​сай​рал​ма» ты​тăн​нă. Ку ху​тĕн​че бра​коньер​сем 2,32 тă​ват​кал метр çин​чи лап​тă​ка куç хыв​нă – пĕ​тĕм​пе 130 пин тен​ке яхăн йы​вăç вул​ли кас​са кай​нă. Ти​пĕ юман​се​не те хă​вар​ман – вĕ​се​не ко​мис​си чле​нĕ​сем 131 пин тен​кĕ​пе хак​ла​нă, çа​вăн чух​лех – чĕр​ри​сем.

Ре​гио​нăн çут çан​та​лăк ре​сур​сĕ​сен та​та эко​ло​ги ми​нис​терст​ви​не сă​тăр кÿ​нĕ тĕс​лĕх​сем​пе РФ УК 260 статйи​пе (​за​ко​на пăс​са вăр​ман кас​ни) ирт​нĕ уйăх вĕ​çĕн​че пу​çар​нă уго​лов​нăй икĕ ĕç Чă​ваш Ен​ри уй​рă​мах хÿ​тĕ​ле​кен çут çан​та​лăк тер​ри​то​ри​йĕн​чи – Етĕр​не вăр​ман ху​çа​лă​хĕн Пантьăк лес​ни​чест​вин​чи шăв-​шав​па тан​лаш​тар​сан вак-​тĕвек пек кă​на ту​йă​нать те​йĕн. Раç­çей СК Атăл​çи МПСУ ин​фор​ма​ци​йĕ тă​рăх юлаш​кин​чен асăн​нин​че сă​тă​ра 2,9 млн тен​кĕ​пе хак​лаççĕ-çке-​ха. Следст​ви па​лăрт​нă тă​рăх çул​та​лăк каял​ла участ​ко​вый лес​ни​чий за​ко​на пăс​са çут çан​та​лăк па​лă​кĕн тер​ри​то​ри​йĕн​че са​ни​та​ри ме​роп​рия​ти​йĕ​сем​пе сăл​тав​ла​са талк​кăш​пех йы​вăç кас​ма де​лян​ка уйăр​нă, кă​çал çур​кун​не çав​на май 277 тĕп йы​вăç, çав шут​ра чĕр​ри​сем те – пĕ​тĕм​пе 42,63 куб​ла метр – кас​ни​не аса ил​тер​ни вы​рăн​лă. Экс​перт​сен шу​хă​шĕ​пе, уй​рă​мах сых​ла​кан çут çан​та​лăк тер​ри​то​ри​не çа​кă пĕл​те​рĕш​лĕ сиен кÿ​нĕ. Ку тĕс​лĕх​ре лес​ни​чие шан​ма​сăр тим​сĕр​лĕх​шĕн, хă​йĕн ти​вĕç­не пур​нăç­ла​нă чух​не тă​рă​шу​лăх кă​тарт​ман​шăн РФ УКĕн 293 статйи​пе явап тыт​тар​ма пул​та​раççĕ.

Ка​ра​чу​ра вăр​ман ху​çа​лă​хĕн Опыт​нăй лес​ни​чест​вин​че ху​çа​лан​нă çын​се​не вара – ĕçе пĕч​чен çын пур​нăçлай​ман​ни пал​лă – халь​лĕ​хе туп​са па​лăрт​ман-​ха.

Эко​ло​ги прес​туп​ле​ни​йĕ​сем чылай чухне кор​руп​ци сĕ​мĕ​пе кăт​кăс​ла​наççĕ.

Çак​наш​кал кăт​кăс ĕçе ок​тяб​рĕн 1-​мĕ​шĕн​че ЧР Ас​лă су​чĕ пăх​са тух​рĕ. Чă​ваш вăр​ман ху​çа​лă​хĕн унч​чен​хи ди​рек​то​рĕ​пе тĕп бух​гал​тер​не 2 пин куб​ла метр вăр​ман кас​нă​шăн – ку ва​ра 85 млн тен​кĕ​лĕх сă​тăр – айăп​лă те​се йы​шăн​нă. Ер​тÿ​çĕ 7 çул пĕр​ле​хи ре​жим​лă ко​ло​ни​ре ирт​те​рĕ, кун​сăр пуç­не унăн та, хă​йĕн ĕçте​шĕн​чен 40 пин тен​кĕ са​хал​рах – 950 пин тен​кĕ шт​раф тÿ​ле​ме ти​вĕ. Хĕ​ра​рă​мăн ко​ло​ни​ре 5 çул ирт​тер​мел​ле. Вĕ​сем суя до​ку​мент​сем ха​тĕр​ле​се вăр​ман сут​нă, под​ряд​чик​се​не вĕ​сен лап​тă​кĕ​сем​пе ти​вĕçтер​нĕ.

Пуç кă​шă​лĕ пек

Сă​мах май, Опыт​нăй вăр​ман ху​çа​лă​хĕн​чи тĕс​лĕх Шу​паш​кар ра​йо​нĕн​че йы​вăç­се​не за​ко​на пăс​са кас​ни​пе çы​хăн​нă пĕр​ре​мĕш прес​туп​ле​ни мар. Пĕл​тĕр çа​кăн​шăн Шу​паш​кар ра​йон про​ку​ра​ту​ри çи​не тă​ни​пе «К​лиент Плюс» ООО​на РФ КоАПĕн 8.28 статйи​пе 20 пин тен​кĕ​лĕх шт​раф​ла​нă. РФ УКĕн 260 статйи​пе пу​çар​нă уго​лов​нăй ĕçе ва​ра юлаш​ки хут 2008 çул​та тĕп​че​нĕ. Ыт​ти​се​не – вĕ​се​не ва​ра пу​çар​ман мар – тиш​кер​се вĕçне çи​те​рес​си​шĕн про​ку​ра​ту​рăн са​хал мар çи​не тă​ма тив​нĕ, тивет те. Опыт​нăй вăр​ман ху​çа​лă​хĕн​чи ху​ра ĕç йĕр​ке​лĕх ху​рал​çи​сем​шĕн халь​лĕ​хе «уçман çе​рем» – айăп​ли​се​не ха​лĕ тин ту​пас​си ик​кĕ​лен​те​рет, çа​вăн​пах ве​домст​во уго​лов​нăй ĕçе чар​са лар​тас​шăн. Ап​ла пу​лин те Шу​паш​кар ра​йон про​ку​ра​ту​ри кă​на вал​ли сăл​тав кур​масть. Вы​рăн​ти про​ку​рор çу​мĕ Ана​то​лий Ива​нов çа​кăн йыш​ши прес​туп​ле​ни​се​не тă​рă шыв çи​не кă​лар​ма май çи​те​лĕк​сĕр​ри​не ла​йăх ăн​ла​нать, урăх ка​ла​çу – вĕ​се​не каш​нин​чех куç хуп​са ирт​те​рес​си çин​чен. «И​рĕк​лĕ​хе, явап​лăх çук​ки​не туй​са сĕм​сĕр​ле​неççĕ те», – тет вăл.

А​лек​сандр РОМАНОВ, Шу​паш​кар ра​йон про​ку​ро​рĕн аслă пу​лă​шу​çи:

– Сă​на​нă тă​рăх йы​вăçсем​пе тĕм​се​не за​ко​на пăс​са кас​нă тĕс​лĕх​сен​чи явап​лăх сă​тă​ра пы​сăк ви​çе​пе – РФ УКĕн 260 статйи​пе ки​лĕ​шÿл​лĕн вăл 150 пин ыт​ла тен​кĕ​пе тан​лашать – сап​лаш​тар​ма тив​ни​сĕр пуçне ыт​ти са​мант​па та кăт​кăс​ла​нать. Сă​мах​ран, вăр​ман ил​се тух​нă чух​не суя до​ку​мент ха​тĕр​ле​ни​пе т.ыт.​те. Вĕ​се​не пур​не те вĕçне çи​тер​се за​кон​па ки​лĕ​шÿл​лĕн явап тыт​та​рас​си чы​лай чух йĕр​ке​лĕх ху​рал​çи​сем​шĕн шăл çем​ми мар. Шу​паш​кар ра​йо​нĕн​че по​ли​цейс​ки​сем 2011–2014 çул​сен​че за​ко​на пăс​са вăр​ман кас​нă тĕс​лĕх​сем​пе пу​çар​нă 8 ĕçе ха​лĕ те уçса па​рай​маççĕ. Çак тап​хăр​та ра​йон​та 8 уго​лов​нăй ĕç пу​çар​нă – Хыр​кас​си, Пит​ту​кас​си, Ка​ра​чу​ра вăр​ман ху​çа​лă​хĕсен​че. Вĕ​сем тă​рăх 744 546 тен​кĕ​лĕх сă​тăр кÿ​ни пал​лă. Уго​лов​нăй ĕç​се​не пур​не те чар​са ларт​нă, прес​туп​ник​се​не ту​пай​ман. Ра​йон про​ку​ра​ту​ри ШĔМĕн Шу​паш​кар ра​йо​нĕн​чи па​йĕн ĕçче​нĕ​се​не ма​те​риал​се​не тиш​ке​рес​сине вă​ра​ха тăс​нă​шăн дис​цип​ли​на тĕ​лĕ​шĕн​чен явап тыт​тар​ма предс​тав​ле​ни ха​тĕр​лет.

Валерий БАШКОВ, вăр​ман ху​çа​лăх ĕçĕн ве​те​ра​нĕ, запасри офицер:

– Кил​нĕ – кас​нă – кай​нă… Ни​кам та кур​масть те, сис​се те юл​масть. Вăр​ра шы​ра​ма пуç­лич​чен уйăх та ир​тет, çур çул та. Унăн ури йĕр​ĕ те юл​масть. Унч​чен лес​ник​сем, объезд​чик​сем кун ка​çи​пе вăр​ма​на те​ми​çе хут пăх​са çав​рăн​нă. Каш​ни квар​та​ла, де​лян​кă​на, йы​вă​çа хăй​сен пи​лĕк пÿр​ни пек ла​йăх пĕл​нĕ. Кун​сăр пуçне ми​ли​цин вы​рăн​ти па​йĕн​че вăр​ман участ​ко​вă​йĕ пул​нă – йы​вăçсен хуш​шин​чи йĕр​ке​лĕ​хе вăл пăх​са тă​нă. Ки​ле вал​ли утă çул​са ти​пĕ​тес те​сен ятар​лă би​лет ил​мел​ле пул​нă: уншăн ва​ра пат​ша​лă​ха мă​йăр, çыр​ла пух​са па​нă, вăр​ман лап​тă​кĕ​се​не хă​рăк ту​рат​ран та​сат​нă, вĕсене сар​ма та​та çă​тă​лат​ма ху​нав​сем ларт​нă… Вă​хăт ирт​нĕ​çе​мĕн ырă çак йă​ла​сем, вăр​ман​па çы​хăн​нă долж​ноçсем пе​кех, ас​ра кă​на юл​чĕç. Эпĕ вăрман хуçалăхĕн инспекторĕнче 13 çул ĕçленĕ. Штата чакарни пушшех пысăк тăкаксемпе çаврăнса тухрĕ – сăтăрсене миллионсемпе виçме тытăнтăмăр.

Вăр​ман çап​ла хă​йĕн ху​çи​не çу​хат​са пы​чĕ. Ун​та яла​нах çын çÿ​ре​нĕ чух​не бен​зо​пăч​кă кĕр​лет​тер​ме хă​ра​са тă​нă. Ха​лĕ ва​ра çын​сем вăр​ма​на кан​ма кă​на çÿ​реççĕ. Ăна ва​ра​ла​са тав​ра​лă​ха сă​тăр кÿ​реççĕ, пу​шар ту​хас хă​руш​лă​ха ÿс​те​реç­çĕ. Этем хут​шăн​ни​пех вăл ха​лĕ пуç кă​шă​лĕ пек: ша​ла кĕр​се пăх​сан пуш-​пу​шах.

На​талья НА​ЛИ​МО​ВА, био​ло​ги ăс​лă​лă​хĕ​сен кан​ди​да​чĕ, Раççей пат​ша​лăх со​циал​лă инс​ти​ту​тăн со​циал​лă эко​ло​ги​пе эко​ло​ги пра​вин ка​фед​рин до​цен​чĕ:

– Йы​вăçсе​не кас​ни ук​çа-​тен​кĕ ен​чен пи​тĕ пы​сăк сă​тăр кÿ​нĕ те​ме çук, çав вă​хăт​рах эко​ло​ги сиен​не ним​пе те ви​çей​мĕн. Сă​тăр​çă​се​не пу​ла 3 сот​ка çĕр çин​че Атăл тă​рă​хĕн​чи ту юма​нĕ​сен эко​сис​те​ми пĕт​нĕ. Хăй​не евĕр​лĕ çак тĕс Атăл​çи тÿ​пе​мĕн тÿ​рем ланд​шаф​чĕ​сем çин​че ÿс​се çи​тĕн​нĕ. Сă​тă​рăн пĕл​те​рĕш​лĕ енĕ йы​вăçсе​не кă​на мар, ун тав​рал​ли çут çан​та​лă​ка – Чă​ваш Рес​пуб​ли​кин Хĕр​лĕ кĕ​не​ки​не кĕрт​нĕ çу​ха​ла​кан ÿсен-​тă​ра​на, кăм​па​се​не – пĕ​тер​ни​пе çы​хăн​нă.

Хĕр​лĕ кĕ​не​кен ик​кĕ​мĕш па​йĕ, сай​ра тĕл пу​ла​кан та​та çу​ха​ла​кан ÿсен-​тă​ран​па кă​мпа​сен тĕ​сĕ​се​не кĕрт​ни, çут çан​та​лăк ху​ра​лĕн Пĕ​тĕм Раç­çей​ри Ăс​лă​лăх​па тĕп​чев инс​ти​ту​тĕн​че нор​ма​тив​лă пра​во ак​чĕ​пе пĕр шай​ра тă​ма экс​пер​ти​за тух​нă кĕ​не​ке​сен пы​сă​ках мар йыш​не кĕ​нĕ. Экс​пер​ти​за юрис​дик​цил​лĕ кĕ​не​кен эко​ло​ги прес​туп​ле​ни​йĕ​шĕн айăп​лă çын​се​не явап тыт​тар​ма за​кон​лă ирĕк пур​ри​не па​лăрт​нă.

​ВИК​ТО​РИЯ ВЫ​ШИНС​КАЯ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости