Вĕсенчен мĕнле хÿтĕленмеллине хальлĕхе çурт хуçисем кăна пĕлмеççĕ
Пахчари хĕрÿ ĕçсен вĕçĕ – дача вăррисен сăтăрла ĕçĕсен пуçламăшĕ. Ют пурлăха çакнашкал вырăнсенче куç хывма кăмăллакансем пирки çапла калаççĕ.
Хура пăнчă
Раççей ШĔМĕн Шупашкар районĕнчи пайĕнче вара хура кĕртен лăпкăлăх хуçаланать. Вăхăтлăх лăпкăлăх. Хăйсен çуллахи çурчĕсене питĕрсе кайнă харпăрçăсем хĕл каçипе унта такам хуçаланни пирки тавçăрмаççĕ те. Çуркунне вара, юр ирĕлнĕ чух, унта пырса кĕрсен дачăна паллама та çук. Коллективлă садсенче вăрланă тĕслĕхсен статистики çак тапхăрта ÿсме тытăнать те. Çулталăкăн малтанхи 3 уйăхĕнче çакнашкал сăтăра пĕтĕмпе те 4 кăна шута илнĕ (2013 çулхи çак тапхăрта – 64). Çуркунне вара кун пирки пĕлтернисем оперативлă сводкăран каймаççĕ. Хула çывăхĕнче вырнаçнă Шупашкар районĕшĕн çакă чĕр нуша пулса тăрать: дача участокĕсем ку тăрăхра ыттисенчен темиçе хут нумайрах – 60 пине яхăн. Вăрман çывăхĕнче канма чарăнакансем сăнанă тăрăх, чылай чухне вĕсене кĕре-кĕре тухаççĕ. Кам улмуççи шаккама, кам – савнийĕпе улах вырăнта тĕл пулма.
Иртнĕ эрнере Çăкалăхъял çывăхĕнчи «Ельниковский» коллективлă садри строительство ĕçĕсем пыракан икĕ хутлă çурта пырса кĕнĕ виçĕ çамрăк вара çакăнта хуçаланса хăйсене чăн-чăн «паттăрсем» пек туяс тенĕ пулмалла. Иккĕмĕш хутри пÿлĕмсене айăн-çийĕн çавăрттарнă, çакăнтах пысăккипе «тула тухнă», юлашкинчен рубероид тĕркемне, 3 курупка пăта, монтаж кăпăкĕсен 5 баллонне çĕклесе тарнă – пĕтĕмпе сăтăр 5 пине яхăн тенкĕлĕх. Следстви палăртнă тăрăх, вăрланă япаласене миххе чиксе вĕсем вăрманта пытарса хăварнă. Çак вăхăтра ачасем шкулта та, килĕнче те пулман. Тепĕр куннех, вĕсенчен пĕри хăйсене полицейски шырани пирки сехĕрленсе ÿкнĕ те пурлăха пĕр пăта юлмиччен хуçи патне каялла леçме тĕв тунă. Преступлени вырăнĕнче оперушкăн кинологсемпе пĕрле ĕçленĕ.
ШĔМĕн Шупашкар районĕнчи пайĕн çак ĕçе тĕпченĕ следователĕ Дмитрий Артемьев уçăмлатнă тăрăх, çуртра хуçаланнăскерсем пурте – Çĕнĕ Шупашкар хулинчен. 13-14 çулсенчи арçын ачасенчен пĕри коллективлă садра пĕрремĕш хут мар иккен, вĕсен кил-çурчĕ çакăнтан инçех мар. Çавăнпа та ăçта мĕн «япăх», е хуçасăр выртнине питĕ лайăх пĕлет. Ют пурлăх патне аллине тăснăшăн ăна çул çитмен преступниксен «хура» списокне те кĕртнĕ, вăл учетра тăрать. Дмитрий Петрович ачасем çаратас тĕллевпе мар, айванланса çавăн пек хăтланнă тесе шухăшлать. Çав вăхăтрах Шупашкар район прокурорĕн çумĕн А. Ивановăн шухăшĕпе, çул çитмен йĕркене пăсакансем хăйсене ют çуртра киревсĕр тытни – вараласа хăварни – пĕтĕм ĕç-пуçа улăштарать. РФ УК 158 статйипе пуçарнă уголовнăй ĕç тĕпчевĕн пĕтĕмлетĕвĕпе пуçтахсемшĕн, ахăртнех, ашшĕ-
амăшĕн явап тытма тивĕ.
Асăннă статья санкцийĕпе пăхнă айăплав виçи, уголовнăй ĕç тĕпчевĕнчи чăрмавсем пирки эпир шăпах унпа сăмах пуçартăмăр. Анатолий Петрович иртнĕ çулсенчи çакнашкал преступленисем пирки аса илнĕ май пĕрин çинче уйрăмах чарăнса тăчĕ. Апрель уйăхĕнче вырăнти шалти ĕçсен пайĕнче районти коллективлă сад хуçисенчен çине-çинех çăхавсем йышăнма тытăннă. Хăшĕ-пĕри дачăна ют çын кĕрсе тухнине асăрханă, теприсем япаласем çухалнине… Çав шутра – тин çеç куçарса лартнă пахча çимĕç калчисем. Ку хутĕнче те полицейскисем çул çитмен çамрăк йĕрĕ çине ÿкнĕ. Тĕслĕхлĕ мар шутланакан çемьери вун тăваттăри хĕрача хăйĕнчен сакăр çул аслă пĕлĕшĕпе, Ишек ялĕнче пурăнаканскерпе, районти чылай дачăна «тасатма» ĕлкĕрнĕ. Каярах экспертиза кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен вĕсем иккĕшĕ те çирĕп маррине пĕтĕмлетнĕ, хăйсен ĕçĕсемшĕн явап тытаймаççĕ.
Камсем тата мĕн вăрлаççĕ-ха дачăсенче?
Илья ГАВРИЛОВ, Шупашкар район прокурорĕн пулăшуçи:
– Кунашкал категорири вăрăсем ниçта та ĕçлемеççĕ, эрех-сăрапа туслă тата, ахăртнех, закон чаракне пĕрре мар ярса пуснă – вĕсен вăтам портречĕ çапларах. Хĕллехи вăхăтра упрама хăварнă инструментсем те, чашăк-тирĕк те «ураланаççĕ»… Кăçалхи тĕслĕхсене асăрхасан вара сăтăрçăсен йышнех шкулти уроксене сиктерекен, çителĕксĕр тимлĕхре çитĕнекен ачасене кĕртме пулать. Биографире ĕмĕрлĕхех хура пăнчă хăвармашкăн хурахсен эшкерне ăнсăртран çакланни те çителĕклĕ – çуртра ют пурлăха пÿрнепе те тĕкĕнмесен те.
Андрей РЯБОВ, ШĔМĕн Шупашкар районĕнчи уйрăмĕн полицин участокри уполномоченнăйĕсен пайĕн пуçлăхĕ:
– Дачăсенче вăрланă тĕслĕхсене трасса çывăхĕнче вырнаçнă Ишлей ял тăрăхĕнчи Курак-Чурачăк, Матикасси, Шĕнерпуç тăрăхĕнчи Коснар ялĕсен çывăхĕнчи коллективлă садсенчен юлашки вăхăтра уйрăмах тăтăш йышăнаççĕ. Кăçалхи сакăр уйăхра районта çакнашкал 25 преступление шута илнĕ, вĕсенчен 20-не уçса пама май килнĕ. Дачăра вăрланă тĕслĕхсем чакнине палăртмалла: пĕлтĕр унашкал преступленисене 95 шута илнĕ, вĕсенчен 67-не уçса панă.
Хурал та, патруль те…
«Автотранспортник-1» коллективлă садра Николай Хормов çĕр лаптăкне ик-виçĕ çул каяллах туяннă, иртнĕ çулхи çуркунне ун çинче пысăках мар çурт хăпартса лартнă, йăрансем чавнă… Кĕр çитсен пахча çимĕçе пуçтарма кайнă та – хăйĕн куçне хăй ĕненме аптăранă: йăрансем те, холодильник те пушанса юлнă. Каярах çак сăтăра ниçта та пурăнман çын туни палăрнă. Хуйхăпа пĕр туслисем, вăл шар кăтартнисем, ун чухне сахалтан та вуннăн-çирĕммĕн пухăннă. «Мĕн шыраса илетĕн-ха бомжран?», – тет Николай Викторович ассăн сывласа. Апла пулин те çакă уншăн питĕ витĕмлĕ урок пулса тухнă: дачăн черетлĕ сезонне уçма вăл тĕплĕ хатĕрленни тÿрех курăнать: çуртпа çĕр лаптăкне никам каçса кĕрейми хÿме тытса çавăрнă.
Дача вăррисенчен хÿтĕленме май пур – çапла шухăшлаççĕ Шĕнерпуç ял тăрăхĕнчи «Дубрава 1» пахчаçăсен юлташлăхĕнче те. Шупашкар районĕнче çĕр лаптăкĕсен шучĕпе – вĕсем вара кунта 110-тен кая мар – вăл чи пысăккисен йышĕнче. Унăн членĕсем ĕнентернĕ тăрăх, юлашки икĕ çулта вăрланă тĕслĕхсем кунта пачах та пулман. Пахчаçăсем хăйсен пурлăхĕшĕн хăйсем тăрăшассине тахçанах йăлана кĕртнĕ: урамсене патруль пăхса çаврăнать т. ыт.те. Халĕ ку юлташлăх районта кăна мар, республикăра та чи тĕслĕхлисенчен пĕри шутланать.
Наталья МАКСИМОВА, «Дубрава 1» пахчаçăсен юлташлăхĕн председателĕ:
– Пирĕн юлташлăха кĕмелли çул пĕрре кăна. Вăрлас шухăшлă çын ют пурлăха алăпа йăтса тухнипех çырлахмасть, автомашинăпах тиесе каять. Хуралçăсем кунта кĕрекен пĕтĕм автотранспорт хатĕрне регистрацилеççĕ – çав шутра апат-çимĕç турттараканнисене те. Юлташлăх членĕсен вара пурин те – ятран пропуск».
Тепĕр тесен вăрра сăтăр кÿме шанăç парас мар тесен дачăна хĕлле те пырса çÿремелле – çапла сĕнеççĕ йĕркелĕх хуралçисем. Чÿречесем çинчи тимĕр решетке, шанчăклă алăк çурта ют çын кĕме пултарассине темиçе хут чакараççĕ. Специалистсем видеосăнав камери вырнаçтарма сĕнеççĕ, анчах та кунта перекетлеме те май çук мар. Мĕлкепе танах вăрра «объектра видеоÿкерÿ пур» информаци стенчĕ те хăратма пултарать. Дача тапхăрĕ хупăнать, унăн алăкĕсем кирек камшăн та çăмăллăн ан уçăлччăр тесен вара паянах тăрăшмалла. Тытман вăрă – вăрă мар… Вăл хăварнă йĕрсем юр кайса пĕтсен тин тухсан кайран нимпе те пулăшаймĕç. Официаллă кăтартусем тăрăх дачăсенчи преступленисене уçса парасси паянхи кун тĕлне 25 процентран пысăк мар.
ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ