Вăтăр пилĕк çул иртсен

Иртеççĕ çулсем,
асăмри вăхăтсем

Килмеççĕ каялла кунсем!

Пĕр класри тантăшсем, вĕрентекенсем…

Тухмаççĕ асăмран вĕсем….

Тутаркасси вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнăранпа 35 çул çитрĕ. Пирĕн пĕрремĕш вĕрентекен Клара Борисовна Алмазкина пулнă. Эпир шкула киличчен сас паллисене те палламан, çырма та пĕлмен. «Пусть всегда будет солнце» юрра юрлама вĕрентнине паянхи пекех ас тăватăп. Эпир парта хушшинче юрлаттăмăр, вăл вара утса çÿресе пирĕнпе юрлатчĕ. Труд урокĕнче тĕслĕ пластилинпа тĕрлĕ япала, кÿлепе ăсталама вĕрентетчĕ. Мĕн чухлĕ вăй-хăват, чăтăмлăх кирлĕ пулнă Клара Борисовнăна! Вăл пире виçĕ класс хыççăн тăваттăмĕшне ăсатрĕ.

Мĕн чухлĕ шăпăрлана вĕрентсе кăларман-ши çак хушăра Клара Борисовна?! Халĕ вăл – тивĕçлĕ канура, Тутаркассинчех пурăнать, час-часах тĕл пулатпăр унпа, иртнине аса илетпĕр, хăш чухне шÿтлетпĕр те. Яланах ырă сĕнÿсем парать, ыррине çеç вĕрентет. Ĕçчен çын ахаль лармасть, выльăх-чĕрлĕх тытать, чечексене юратать, ачисемпе, мăнукĕсемпе савăнса пурăнать.

Тăваттăмĕшне çитсен класс ертÿçине Мария Сергеевна Сергеевăна çирĕплетрĕç. Математика урокне лайăх ăнлантаратчĕ. Уроксем хыççăн киле панă ĕçсене тума шкула юлаттăмăр. Вĕсене Иван Васильевич Васильев тĕрĕслетчĕ. Пушă вăхăтра баян калатчĕ, «Пĕчĕк çеç путене…» юрра пурте пĕрле шăрантараттăмăр. Аслă классенче пире вара Викторина Кирилловна Рыбакова чăваш чĕлхипе литература урокне вĕрентетчĕ. Вăл класс ертÿçи пулса тăчĕ. Тăрăшса вĕрентетчĕ, пирĕн çитĕнÿсемшĕн пĕрле савăнатчĕ. Аслă классенче кĕркунне пире çĕр улми, кишĕр, выльăх кăшманĕ пуçтарма уя илсе тухатчĕç. Тăрăшса ĕçлеттĕмĕр, выляттăмăр, пĕр-пĕрне яланах пулăшаттăмăр, ывăннине те сисместĕмĕр.

Шкула çамрăк учительница килнине ас тăватăп. Нина Валентиновна Андреева истори предметне вĕрентетчĕ. Вăл пире похода илсе кайни паянхи кун та куç умĕнче. Волейболла выляттăмăр, вăл та пирĕнтен юлмастчĕ. Пирĕн класс ачисем спортпа туслăччĕ. Эпир Нинăпа конькипе ярăнма кăмăллаттăмăр. Кайран поселокра каток та туса пачĕç. Пăр çинче эпир тĕрлĕ «фигура» туса ярăнма вĕренеттĕмĕр. Çамрăклăхри ырă йăласем паян та манăçа тухмаççĕ. Халĕ те пушă вăхăт тупса Çĕнĕ Шупашкарти пăр керменне конькипе ярăнма çÿретпĕр.

Пирĕн класс хĕрĕсем – Людмила Николаевăпа Любовь Мочалова йĕлтĕрпе ярăнма юрататчĕç. Чупса малти вырăнсене йышăнатчĕç. Леонид Петров вара илемлĕ ÿкеретчĕ, класс редколлегине суйлатчĕç ăна. Арçын ачасем ытларах футболла вылятчĕç. Инна Васильева, Тамара Кочакова, Ирина Ильина, Татьяна Петрова юрлама-ташлама ăстаччĕ. Алевтина Иванова, Татьяна Васильева сăвăсем калама пултаруллăччĕ. Феоген Иванов, Геннадий Яковлев баскетболла лайăх вылятчĕç.

Шкулта час-часах субботниксем ирттеретчĕç, партăсем, чÿречесем, стенасем, урайсем çăваттăмăр. Ĕçе пуçличчен малтан шыв сапмалла выляттăмăр, кайран йăлтах çуса тасататтăмăр. Пĕр самант аса килчĕ, çуллахи каникулта кашни ачан шкулта пĕр-икĕ эрне практикăра ĕçлемеллеччĕ. Шкулта яланах мĕн те пулин тупăнатчĕ: чечек шăвармалла-и, пахчана çумламалла-и… Пан улми тураса типĕтнине те ас тăватăп. Нинăпа мана пĕр класа тасатма хушнă. Чÿречесене, урайне çурăмăр, япаласене тирпейлерĕмĕр. Пăхатпăр – гитара выртать. Чÿрече янаххи çине ларса урасене урамалла усрăмăр та гитара каласа пуçларăмăр «Мой адрес Советский Союз…» тесе юрлама… Çакна илтсен шкул пахчинче ĕçлекен хĕрсем те пухăнчĕç.

Шкул пĕтернĕренпе 35 çул çитнĕ тĕле çулла пурте пĕрле пухăнсан аса илмелли татах та пулĕ. Юратнă вĕрентекенсене Клара Борисовнăна, Алевтина Яковлевнăна, Вера Гавриловнăна, Нина Валентиновнăна тата пиртен уйрăлса кайнă Мария Сергеевнăна, Иван Васильевича, Викторина Кирилловнăна, Люция Ивановнăна, Елена Прохоровнăна яланах ырăпа асăнатпăр!

ВАЛЕНТИНА ИЛЬИНА, ТРЕНККАССИ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости