Ентешсене Ростовра кĕтеççĕ

«Тăван Ен» хаçатăн иртнĕ номерĕнче пирĕн ентешĕн, Ишлей военкоматĕнчен çара тухса кайнă, 1943 çулта тан мар çапăçура пуçне хунă Константин Левинăн ÿт юлашкийĕсене Ростов облаçĕнче тупни пирки çырса пĕлтернĕччĕ.

Эрнекун кăнтăрла çитичченех редакцие штатра тăман корреспондент Геннадий Коннов шăнкăравларĕ. Левинăн 87-ри хĕрĕ Валентина Кăшавăш ял тăрăхĕнче пурăнни пирки унран пĕлтĕмĕр те. Салтак çакăнта çуралнă. Унăн икĕ ывăл та пулнă-мĕн, анчах вĕсем пурнăçран уйрăлса кайнă.

«Хальхи вăхăтра эпир сĕтел хушшинче çак пĕлтерĕшлĕ пулăма сÿтсе яватпăр. Салтак ачисем хăйсен ашшĕне ăçта пытарни пирки пĕлме те пултарайман. Манăн асаттепе Валентинăн ашшĕ – пĕр тăвансем. Хĕрĕ, паллах, ашшĕне пытарнă çĕре каяймĕ – унăн сывлăхĕ япăх, апла пулин те вăл калама çук савăнчĕ. Çемье ун пирки ытлах нимĕн те пĕлмен, çавăнпа та эсир пĕлтерни пирĕншĕн калама çук хаклă. Август уйăхĕнче Ростов облаçне, ахăртнех, салтакăн мăнукĕ Владимир Левин çитсе килĕ. Аслă Çĕнтерÿ кунĕ умĕн эсир пире валли калама çук пысăк парне туса патăр!, Тавах сире», – хушрĕ Геннадий Федорович.

Салтак тăванĕсене шыраса тупни пирки «Южный рубеж» шырав отрячĕн командирне Роман Сидякина шăнкăравласа пĕлтертĕмĕр. «Пирĕн историре салтаксен тăванĕсем çакăн пек хăвăрт тупăнни хальччен пулманччĕ-ха», – савăнчĕ вăл та.

Елена Губанова

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости