Ентешĕмĕре мухтав та хисеп

Ентешĕмĕр, паллă вĕрентÿçĕ, поэт, публицист (çак списока пĕр вĕçĕмсĕр тăсма пулать) Виталий Петрович Станьял 75 çул тултарчĕ. Паллă куна халалланă савăнăç­лă тĕл пулу ЧР Наци библиотекинче иртрĕ. Чылай сумлă хăна саламлама пычĕç ентешĕмĕре, вĕсен йышĕнче ЧР культура министрĕ В.П. Ефимов, Шупашкар район администраци пуçлăхĕ Г.И. Егоров, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Н.Ф. Угаслов тата ыттисем те. Виталий Петровича хисеплесе килекенсенчен хăшĕ-пĕри залра та вырнаçаймарĕç. Çакăн чухлĕ хăна килессе Виталий Петрович хăй та шухăшламан-мĕн, çавăнпа та пухăннисене вăл ăшă-ăшă сăмахсем каласа чăвашсем пĕр тĕвве çыхăнмаллине  тепĕр хут чĕнсе каларĕ.

Паллă ăсчахăмăра чунтанах хисеплени сумлă çынсем каланинчен лайăх палăрчĕ. Акă, сăмахран, Вадим Петрович çапла пĕлтерчĕ: «Эпир сире чунтанах хисеплетпĕр. Сирĕн ĕçĕрсем витĕмлĕ те, курăмлă та. Малашне те вĕсем аталанса пыччăр». Георгий Иванович вара темиçе çул каяллахине куç умне кăларчĕ, Виталий Петрович чăвашла яланах таса та тĕрĕс калаçнине аса илчĕ.

Килнĕ хăнасем пурте юбиляра асăнмалăх парнепе чысларĕç.  

Сăмах май

Паллă датăна халалласа наци библиотекинче В.П. Станьялăн кĕнекисенчен «Çамрăк ăрăвăн çул кăтартуçи» курав йĕркеленĕ.

    ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости