Закона пăхăнман

Нумаях пулмасть Шупашкар район прокуратури автомобиль топливин çаврăнăшĕ тĕлĕшпе закон мĕнле пурнăçланнине тĕрĕсленĕ. Йĕркене пăснă самантсем çук мар. Акă, сăмахран, «BestOil» автозаправкăсем топливо паракан колонкăсемпе вĕсене тĕрĕслемесĕрех усă курнă, çавна май 102-мĕш федераци законне пăснă.

Асăннă автозаправкăсене тытса тăракан предприятисем тĕлĕшпе тепĕр кăлтăк та тупнă, топливо пахалăхĕ техника регламентĕнче палăртнă требованисемпе килĕшсе тăман. Нефть продукчĕсенче сера виçи темиçе хутчен пысăк пулнине лаборатори тĕпчевĕ çирĕплетнĕ.

Район прокуратури йĕркене пăснă тĕслĕхсемпе должноçри тата юридици сăпачĕсем тĕлĕшпе РФ КоАПĕн 19.19 тата 14.43-мĕш статйисен 1-мĕш пайĕсемпе 10 административлă ĕç пуçарнă. Çакнашкал тĕрĕслевсем малашне те пулĕç.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости