Икĕ çăлтăр

Апрелĕн 12-мĕшĕнче пĕтĕм çĕршыв Космонавтика кунне паллă турĕ. СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн 1962 çулхи апрелĕн 9-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе космоса парăнтарнă пĕрремĕш çын Юрий Гагарин пулнă. Çак сăн ÿкерчĕкре – космосăн икĕ «çăлтăрĕ»: Андриян Николаевпа Валентина Терешкова. Ăна 1963 çулта краеведени музейĕнче ÿкернĕ.

3-мĕш космонавт, Совет Союзĕн Паттăрĕ Андриян Николаев подполковник РСФСР Аслă Канашĕн 6-мĕш Пухăвĕн (1963-1967) депутачĕ пулнă. Вăл 1962 çулхи августăн 11-15-мĕшĕсенче «Восток-3» караппа космоса пĕрремĕш хут парăнтарнă. Тĕнчере вара пуçласа пĕр вăхăтрах икĕ космос карапĕ – «Восток-3», «Восток-4» уçлăха хăпарнă. 1970 çулхи июнĕн 1-19-мĕшĕсенче «Союз-9» космос карапĕн командирĕ Андриян Николаев тепĕр хут уçлăха çĕкленсе иккĕмĕш хут Совет Союзĕн Паттăрĕн ятне тивĕçнĕ. 1990-1993 çулсенче РСФСР Халăх депутачĕ пулса нумай çынна хăйсен ыйтăвĕсене татса пама пулăшнă.

Валентина Терешкова – тĕнчери пĕрремĕш хĕрарăм космонавт, космосра пулнă хыççăн 5 уйăхран – 1963 çулхи ноябрĕн 3-мĕшĕнче – Андриян Николаева качча тухнă. Сăн ÿкерчĕкре тĕнчери 1-мĕш «çăлтăрлă мăшăра» куратпăр эпир. 1964 çулта вĕсен Елена ятлă хĕр çуралать. Халĕ Еленăн çемйинче ывăлĕ Алеша çитĕнет. Андриян Григорьевич 1966 çулта тухнă «Встретимся на орбите» кĕнекинче мăшăрĕ пирки ăшшăн çырса кăтартнă: «Эпир телейлĕ. Эпир пĕр-пĕрне тупрăмăр. Пире пурнăç çине пĕр пек пăхни, пĕр ĕç, пĕр тĕллев пĕрлештерчĕ, Валя каланă пек – пĕр юханшыв. Эпир иксĕмĕр те Атăл хĕрринчен».

Уйăх çинче Андриян Николаевпа Валентина Терешкова ячĕллĕ кратерсем пур. Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕн – СССР летчик-космонавчĕн, икĕ хут Совет Союзĕн Паттăрĕн, авиаци генерал-майорĕн Андриян Григорьевич Николаевăн сăнарĕ пур чăваш çыннин чĕринче манăçми упранать. Валентина Владимировна Терешкова РФ Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулса халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерет.

Николай Смирнов, Атăлъял

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости