Йыттăн хÿри кукăр

«Шорчекассинче килсĕр йытă çÿрет, çынсене тапăнать, урама тухма хăрушă…» – ку эрнере шăнкăрав çитрĕ Шемшер ял тăрăхĕнчен. Нумай та вăхăт иртмерĕ, «Тăван Ен» хаçат редакцине хĕрарăм кĕрсе тăчĕ, вăл та Шорчекассинченех иккен. «Çак кунсенче ачам лавккана кайсан ăна йытă тапăннă, паян вăл вырăнти шкул учительне çулăхнă. Мĕн тумаллине те пĕлместпĕр?..» – пăшăрхану туйăмĕпе калаçрĕ вăл.

Çынсене, ачасене çулăхнă тĕслĕхсем татах та пулнă иккен. Килсĕр 2 йытă çынсене шарт! сиктерет кăна. Лару-тăрăва çийĕнчех татса панă пулсан вулакансем кун пирки пĕлмесĕрех юлнă пулĕччĕç-и, тен, анчах та… Çынсем каланă тăрăх, ял тăрăх пуçлăхĕ йытăсемпе çыхăннă ыйтăва татса пама васкаманни ку историе халăх çине кăларма хистенĕ. Пуçлăх патне ку сăлтавпа такам та пынă, мерăсем йышăнма ыйтнă. Хирĕç вара тĕрлĕ хурав илтĕннĕ. «Ачăрсене шкула ăсатса ярăр», – тенĕ Сергей Аверкиев пуçлăх пĕчĕкскерсене йытă тапăннине пĕлтерсен. Тепĕр чухне: «Нумай ан пĕлĕр», – тесе те хурав панă-мĕн.

Ял çыннисем хыпарланă тăрăх, тапăнакан йытăсем Шорчекассине иленнĕренпе пĕр уйăха яхăн, таçтан килнĕскерсем выçăпа аптăранă, ытларах Ишлей райповĕн лавкки çывăхĕнче çÿреççĕ-мĕн. Хушăран вĕсене апат паракансем те тупăнаççĕ иккен. Çынсем пуринчен ытла йытăсенчен чир-чĕр ересрен хăраççĕ. Çавăнпа пулăшу ыйтаççĕ те. Çынсен сывлăхĕпе, хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă ыйтăва мĕнле майпа татса пама шут тыни пирки пĕлме вырăнти пуçлăхпа çыхăнтăмăр.

Компетентлă

Сергей АВЕРКИЕВ,

Шемшер ял тăрăх пуçлăхĕ:

– Йытă çыртни пирки мана икĕ çын килсе пĕлтерчĕ. Кайса пăхрăм, вĕсене тĕрĕслерĕм тесех калама пултаратăп, йытăсем çыртмаççĕ, çавăнпа та çынсемшĕн хăрушă мар. Ачасене çыртса илнĕ пирки калакан факта хальлĕхе тĕрĕслемен-ха. Хуçасăррисемсĕр пуçне сивве пула килти йытăсене сăнчăртан вĕçертсе яракансем те пур.

Енчен те асăннă йытăсен хуçисене тупаймасан вĕсене тыттарса яма тивет. «Спецавтохозяйство» организаципе килĕшÿ тунă. Вăл пĕр йытăшăн 2144 тенкĕ илет. Ял тăрăх бюджетĕнче çак тĕллевпе 2016 çулта 19 пин тенкĕ пăхса хунăччĕ, пĕр йытта сиенсĕрлетме – 1800 тенкĕ. Ăна расхутласа пĕтернĕ, 10 йытă тытнă. Çавăнпа та ыйту халĕ укçа-тенкĕпе çыхăннă, енчен те ăна татса парсан килсĕр янаварсем текех хăрушă пулмĕç.

НАДЕЖДА ПРАВДИНА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости