Йăх​та​шĕ​се​не ла​йăх пĕ​ле​кен

Çÿ​лĕ​се​не ку​ра мар ăс​лă ка​лаçрĕ вăл, хăй​не мăн çын пе​кех тыт​ка​ла​рĕ. Те​мĕн​ле вăрт​тăн​лăх пур пек ту​йăн​чĕ ун​ра, йă​нăш​ма​рăм ик​кен, чă​на​хах та çап​ла. Яш​ра тĕр​лĕ та​лант ки​лĕш​се тă​рать. Сă​ма​хăм Вăр​ман-Çĕк​тер шку​лĕн​че 9-​мĕш клас​ра вĕ​ре​не​кен Г​ри​го​рий Пе​ту​хов пир​ки.

Ирт​ни​сĕр пу​лас​лă​ха пĕл​ме çук те​ни​не тĕ​пе хур​сах пуль вăл ис​то​рие кă​мăл​лать, çак пред​ме​та çи​не тăр​сах вĕ​ре​нет. Эпир шку​ла пы​нă чух​не те асăн​нă пред​мет​па олим​пиа​дă​на ха​тĕр​ле​нет​чĕç ача​сем, вĕ​сен йы​шĕн​че Г​ри​го​рий те. Çĕ​нĕ çулч​чен ра​йон, кăшт кая​рах рес​пуб​ли​ка олим​пиа​ди​сем ирт​мел​ле. Унч​чен вă​хăт чы​лай-​ха те​се лар​маççĕ вĕ​сем, пая​нах кĕ​не​ке шĕ​кĕл​чеççĕ, тĕр​лĕ мес​лет​пе пĕ​лĕв​не тĕ​рĕс​леççĕ. Кун пек пĕ​лÿ ту​пă​шăв​не Г​ри​го​рий пĕр​ре çеç мар хут​шă​нать. Мал​ти вы​рăн​се​не çĕн​се ил​ни те пул​нă. Акă 7-​мĕш клас​ра вăл ра​йон олим​пиа​дин​че пĕр​ре​мĕш вы​рăн йы​шăн​нă. Мĕн​шĕн ис​то​рие кă​мăл​лать-​ха вăл? Мĕн та​та мĕн​ле май​па пул​са ирт​ни кă​сăк​лă ик​кен ун​шăн. Çак пред​мет​па ин​те​рес​лен​сех амă​шĕ ен​чи йăх​та​шĕ​сен не​сĕл йы​вăç­çи​не ха​тĕр​ле​нĕ. Ыт​ти ача виççĕ​мĕш сы​пăк​ри тă​ван​не те пал​ла​масть пул​сан Г​ри​го​рий ва​ра 6 сы​пăк​ри тă​ва​нĕ​се​не пур​не те пĕ​лет. «Ма​нăн çемье ис​то​ри​йĕ» со​чи​не​ни çыр​нă вăл. «70 слов о вой​не» рес​пуб​ли​ка кон​курс​не хут​шăн​са 3-​мĕш вы​рăн йы​шăн​нă. Яша ис​то​ри​пе çы​хăн​нă пĕ​тĕм те​ма ин​те​рес​лен​те​рет. Çав шут​ра – илем​лĕ ли​те​ра​ту​ра хай​ла​вĕ​сем те. Ис​то​ри, вăр​çă кĕ​не​ки​се​не каç­са кай​сах ву​лать. Ха​лĕ акă Н. Ост​ровс​кийĕн «Как за​ка​ля​лась сталь» ро​ман​не шĕ​кĕл​чет.

Хăй ка​ла​нă тă​рăх, ăна шкул​та вĕ​рен​ме ин​те​рес​лĕ. Кил​не каш​ни кун те​нĕ пе​кех каç­хи​не 5 се​хет хыç­çăн çеç кил​ни те çак​на ла​йăх çи​рĕп​ле​тет. Çак вă​хăт​чен мĕн тă​вать те​тĕр-и? Урок​сем хыççăн олим​пиа​дă​на ха​тĕр​лен​ни​не асăн​тă​мăр ĕн​тĕ. Кун​сăр пуç­не та​та тĕр​лĕ ки​ле​нĕç ка​нăç па​масть çам​рă​кăн чун​не. Вăл пĕр-​пĕр хай​ла​ва ин​то​на​ци​пе пи​тĕ ăс​та ву​лать. Хă​йĕн пул​та​ру​лăх​не илем​лĕ ву​ла​кан​сен Шу​паш​кар​та ирт​нĕ «На​цио​наль​ное дос​тоя​ние» кон​курс​ра та тĕ​рĕс​ле​нĕ. А. Че​хо​вăн клас​си​ки​не ин​то​на​ци​пе ву​ла​са I сте​пень лау​реа​чĕ та​та I сте​пень дип​ло​ман​чĕ пул​са тă​нă.

Г​ри​го​рий ÿкер​ме те ăс​та. Уй​рă​мах – пей​заж. Кă​çал «Шев​ле» кон​кур​са та хут​шăн​нă вăл. Юр​лас та​лант та пур ик​кен та​та! «Çа​кăн чух​лĕ пул​та​ру​лă​хăн çăл​ку​çĕ ăçтан?» – тĕ​лĕн​сех ыйт​рăм ун​ран.

– Ан​не​рен… Та​та хам тă​рăш​ни, çын​ра та​лант 1% кă​на теççĕ вĕт, – ху​рав​ла​рĕ тă​рă​шул​лăс​кер. Те​мĕн​ле ки​ле​нĕç­пе кă​сăк​лан​ни​пех ĕн​тĕ унăн пу​шă вă​хăт çук​па пĕ​рех. Çа​кăн пек пул​та​рул​лă яш ÿс​сен кам пу​лас​си​не те пĕ​лес кил​чĕ. Унăн ĕмĕ​чĕ​сем пур, ан​чах халь​лĕ​хе ăна пи​рĕн​пе пай​ла​ма​рĕ. Мĕ​нех, унăн ырă шу​хă​шĕ пур​нăçлан​тăрч​чĕ кă​на.

ЛЮ​БОВЬ МАН

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости