Йĕрке улшăнчĕ…

журналист килсе кайнă хыççăн

«Эпĕ Шупашкар районĕнчи Кĕçĕн Турхан ялĕнчен, Янăш ял тăрăхĕнчен. Хамăн ят-шыва кăтартмастăп, уншăн каçарăр, анчах та пĕтĕмпех тĕрĕссине çыратăп. Ĕç-пуç ялти лавкка çинчен пырать. Унта ĕçлекен лавккаç кун йĕркине пăхăнмасть: ирхине 9 е 10 сехетре уçать, апата 12 сехетре каять, кăнтăрла иртсе 3 сехетчен е ытларах та апат тăвать, каçхине 4-ра хупса каять. Шухăшласа пăхăр, миçе сехет ĕçлет вăл. Кашни кун мĕн тери çын пырса çаврăнса каймасть пулĕ. Килсе пăхăр, халăха пулăшăр…» – çырнă ят-шывне кăтартманскер редакци почтине килнĕ çырура. «Тăван Ен» лару-тăрăва яланах вырăна тухса уçăмлатать, хальхинче те эпир йăлана кĕнĕ йĕркерен иртмерĕмĕр.

Лавкка умне пырса чарăнтăмăр, алăк уçă, тăррине çырса çапнă ĕç кунĕн йĕркине тимлĕн вулатпăр, ăна ĕненес тĕк лавкка алăкĕ ирхине 7.30 сехетре уçса кĕркуннехи-хĕллехи вăхăтра 16.30-ччен, çуркуннепе çулла вара 19 сехетченех уçă, кăнтăрла пĕр сехет – апат валли. Ку вывеска ялтин мар, хулари суту-илÿ центрĕн тейĕн, ялта кунашкал йĕркепе ĕçлекен лавккана, чăн та, сайра хутра кăна курма пулать. Килнĕ, килнĕ, шала та кĕрсе тухар апла.

Кĕçĕн Турхан ялĕнче вырнаçнă Ишлей райповĕн лавкки чылай çул ĕçлет, 2002 çулта çĕнĕ çурта куçнă пулнă иккен. Таврара пурăнакан 200-е яхăн çын кунта килсе çÿрет. Юлашки 17 çул сутуçăра Тамара Родионова ĕçлет.

Ыйту çине ыйту… Тамара Родионова кĕтмен хăнасем, журналистсем, килнĕшĕн нимĕн чухлĕ те çухалса каймарĕ, кашнине уçăмлăн хуравларĕ. Вăл ăнлантарнă тăрăх, лавккана ирхине 9 сехетре уçать, 12-рен 14 сехетчен тăхтав тăвать те каçхине ултăчченех ĕçлет. Лаввка çинче çырса çапнă ĕç йĕркин хăмине улăштарма кăна ĕлкĕреймен иккен, кун пирки ертÿçĕне каланă. «Темиçе çул ĕнтĕ пĕчченех ĕçлетĕп, кансĕртерех çав, улăштаракан сутуçă çук», – хăш чухне канмалли кунсенче те лавккана уçнине пĕлтерчĕ Тамара Родионова. Çав вăхăтрах калаçăва тавар туянакан та хутшăнчĕ. «Лавкка йĕркеллех ĕçлет, вăл хупса тăнине пĕрре те асăрхаман, вăхăтра килсен яланах уçă», – ялта пурăнакансемшĕн ку суту-илÿ вырăнĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртса калаçрĕ хĕрарăм. Ку тĕрĕс ĕнтĕ, ялта лавккасăр пурнăç чарăнса ларнăн туйăнать, çăкăр, тип çу, шăрпăк, супăнь, кĕпе çумалли порошок, кил-тĕрĕшре кирлĕ ытти япала кирлĕ-и, ял çынни тÿрех кунта çул тытать, çавăнпа та лавкка хупасси пирки сăмах-юмах пулма та пултараймасть. Кунашкал сăмахсенех эпир таврара пурăнакан ытти çынран та илтрĕмĕр. Чăн та, лавкка йĕркеллĕ ĕçлемест тесе пĕр çын та калакан пулмарĕ.

Комментари

Татьяна ПАВЛОВА, Ишлей райповĕн председателĕ:

– Кĕçĕн Турханти лавкка çинче ĕç йĕркине палăртнă вывескăна çак кунсенче улăштартăмăр. Лавккан ĕç йĕрки çавăн пекех сыхланса юлать: 9 сехетре уçса 18 сехетре хупать, 12-рен пуçласа 14-ччен апат вăхăчĕ, тунтикун – кану кунĕ. Тĕрĕссипе каласан, таврара пурăнакансем, лавккана çÿрекенсем, вăл мĕнле йĕркепе ĕçленине лайăх пĕлеççĕ, çавăнпа та ăнланман самантсем пулмалла мар. Кунта 17 çул вăй хуракан сутуçăн ĕçне лайăх паллăпа хаклатăп, вăл пĕччен ĕçленĕрен, паллах, ăна йывăра килет, тепĕр чухне канмалли кун та тавар йышăнмашкăн ĕçе тухмалла.

ЛЮБОВЬ МАН

РЕДАКЦИРЕН: Материала пичете хатĕрленĕ вăхăтра лавккан «Ĕç вăхăчĕ» текен хăмана чăннипех те улăштарнă, халĕ унăн «çĕнĕ ĕç йĕрки», тĕрĕссипе йĕрки çавăн пекех, лавкка мĕнле ĕçленĕ çавăн пекех хăйĕн тивĕçне пурнăçлĕ, юрама йывăр çынсем валли тиркешмелли сăлтав çеç пулмĕ малашне.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости