Кашни кун – савăнăç

Шкул ачисен çуллахи каникул малалла пырать. Çак вӑхӑта пур ача та усӑллӑ тата интереслĕ ирттерме тӑрӑшать. Кам ачасен лагерьне канма каять, кам ашшĕ-амӑшĕпе çул çӳреве тухать. Эпир вара Ишек шкулĕ çумĕнче йĕркеленĕ сывлӑхпа кану лагерьне çӳретпĕр.

Пурĕ шкулта икĕ отряд йĕркеленĕ. Аслăраххисем ытларах пахчара ĕçлеççĕ, шкул тулашне тирпейлеççĕ. Кĕçĕннисем вара вĕсене пулӑшаççĕ, унсăр пуçне выляма та вӑхӑт тупаççĕ. Пирĕн воспитатель Екатерина Ивановна Григорьева кашни кунах тĕрлĕ викторина, конкурс ирттерет, экскурсисем, спорт вӑййисем йĕркелет. Шкул библиотекарĕ Петр Михайлович Романов пире кивĕрех кĕнекесене юсама пулӑшма ыйтсан эпир хаваспах канмалли пӳлĕмре «кĕнекесен больницине» уçрӑмӑр.

Нумаях пулмасть пирĕн пата Тӑрӑн шкулĕнчи лагере çӳрекен ачасем хӑнана килсе кайрĕç. Эпир вĕсемпе хаваслӑ старт ирттертĕмĕр. Паллах, туслӑх çĕнтерчĕ. Ачасен сывлӑхĕ çирĕп пултӑр тесе поварсем те тутлӑ апат-çимĕç пĕçереççĕ. Усӑллӑ та интереслĕ иртеççĕ çуллахи кунсем.

Ульяна Андреева, 3-мĕш класс, Ишек шкулĕ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости