Кашни чÿречере – уяв сĕмĕ

Кăçал район администрацийĕ ял тăрăхĕсен хушшинче çурт таврашĕнчи тата кану вырăнĕсене илемлетес енĕпе Çĕнĕ çул тата раштав уявĕсен ячĕпе ирттернĕ «Рождественское настроение» конкурсра Шĕнерпуç ял тăрăхĕ палăрчĕ.

Конкурсра Çĕнĕ Тренккассинчи «12-ая Пятилетка» урамри нумай хваттерлĕ 5-мĕш çурт 1 степенлĕ диплома тивĕçрĕ. Тăрăшуллă та туслă çурт хуçисем малти вырăна тухрĕç! Акă мĕн калать кун пирки Венера Иванова: «Эпир Çĕнĕ Тренккасси ялĕ тата илемлĕрех, ытти ялсенчен пĕртте кая ан пултăр тесе тăрăшрăмăр». Нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакансем çурта тата ун çывăхĕнчи территорие тăрăшсах илемлетрĕç – мĕн кăна шухăшласа кăлармарĕç! Картишĕнче Хĕл Мучипе Юр Пике юртан ăсталарĕç, чăрăша  капăрлатрĕç. Кашни хваттер чÿречинчен йăлтăртатса тăракан гирляндăсем уяв сĕмĕ кÿрсе тăчĕç. Çĕнтерÿçĕсене райадминистраци питĕ илемлĕ гирлянда парнелерĕ, çурт хуçисем тепĕр Çĕнĕ Çулта хăйсен хуçалăхне тата ытларах илемлетме палăртаççĕ.

Çĕнĕ Тренккасси ялĕнчи катокпа хоккей коробкишĕн те 2-мĕш степенлĕ диплома тивĕçрĕ Шĕнерпуç ял тăрăхĕ. Ăна тасатса илемлĕ сăн кĕртекенсем – вырăнти «Хĕлхем» ансамбле çÿрекенсем, ял пурнăçĕпе кăсăкланакансем, Михаил Михапаров ял старости, ял тăрăх пуçлăхĕ Вячеслав Столяров. «Çак конкурсра çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçсе эпир хамăрăн пĕчĕк тăван çĕршывăмăра мĕнле юратнине кăтартатпăр. Кунта пурăнакансен конкурсшăн кăна мар, кашни кунах тăван кĕтесе тасалăхра тата тирпейлĕхре тытма тăрăшмалла», – пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне ял тăрăх пуçлăхĕ ялти хастарсене Çĕнĕ çул парнипе чысланă май.

ВЕРА ФИЛИППОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости