Каçсерен шавлать

— Кушак ами чупасшăн канăçсăрланать – ачашланать, йăваланать, каçсерен çывăрма памасăр кăшкăрать. Ăна чуптарасшăн мар – вăхăт иртнĕçемĕн çак пулăм иртсе каять пуль тесе шухăшларăмăр. Эрне иртсе кайрĕ – кушак ами лăпланмасть. Çакна хирĕç мĕнле кĕрешмелле?

Светлана НИКОЛАЕВА, Кÿкеç

Алексей ХУНДИМИРОВ, ветврач (выльăх тухтăрĕ):

– Кушак амине çулталăк тултарсан чуптарма юрать. Енчен те ăна çăвăрлаттарас мар тесен ятарлă препаратсем пулăшма пултараççĕ. Вĕсене ветеринари аптекисенче сутаççĕ. Хăвăра мĕнли юрăхлă – таблеткăпа е тумлампа памаллисем – суйласа илме май пур. Эмеле 3-4 кун памалла, çав вăхăтра гормонсем сÿннипе кушак амин те чупас кăмăлĕ пĕтмелле. Кушаксем çулталăкра икĕ хутчен чупасшăн пулаççĕ, пĕр хутчен эмел пани çур çуллăха лăпкă пурăнма май парать. Кушак амине стерилизацилени – шанчăклă меслет, кун пек чухне чĕр чун çăвăрласран хăрама та кирлĕ мар.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости