Квитанцие хирĕç – штрафпа

Кранри пăтранчăк шывшӑн, пурăнмалли нумай хутлă çуртри тата ун тавралли пуҫтарман ҫӳп-ҫапшӑн, çавăн пекех квитанцири ытлашши цифрăсемшĕн управляющи компанисене кӑҫалтан штраф тӳлеттерме тытӑнаççĕ. Çакăн пирки калакан закон уйăх пуçламăшĕнче вăя кĕчĕ.

Хӑйӗн тивӗҫне йӗркеллӗ пурнӑҫламан компанин хваттер харпӑрлӑхҫисене пахалӑхсӑр пулӑшушӑн ҫав тӳлевӗн 30 процентне, квитанцире тӗрӗс мар цифра кӑтартсан ҫав суммӑран ҫуррине штраф тӳлеттереççĕ. Тĕрĕс мар шутласа панă укçана тепĕр квитанцире «кăлармалла». Çакна суд урлă ĕнентерме тивĕ. Граждансемшĕн çак тивĕçе Республикӑн патшалӑх ҫурт-йӗр инспекцийĕ те пурлăçлать. Çитменлĕхсем пирки унта пĕлтермелле кăна. Çăхав тăрăх вĕсем лару-тăрăва тĕпчеççĕ.

Компенсаци коммуналлă пулăшушăн çитес уйӑхра тӳленӗ чухне усӑ курма кайӗ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости