Кил ăшшиллĕ пултаруллă йыш

Кил ăшши килте кăна мар, ăна вулавăшра та йĕркелеме пулать иккен. Çапла, çапла, вулавăшра та. Çакна эпир Çĕнĕ Тутаркассинчи библио-текăра курса ĕнентĕмĕр.

«Кил ăшши» çапла ят панă ал ĕç тăвакан хĕрарăмсен кружокне кунта. Ăшăлăхĕ ятĕнче кăна мар, вăл тÿрех сисĕнет – сĕтел йĕри-тавра ларса тухнă хĕрарăмсем ăшшăн калаçаççĕ, пĕр-пĕрне кирек хăçан та пулăшма хатĕр. Кружока хăçан мĕнле йыш пухăнать: пĕрре 8-9 çын, тепĕр чухне ытларах та.

Людмила Федорова – «Кил ăшшине» нумай çул çÿрекенсенчен пĕри. Çыхас, тĕрлес пултарулăхне ачаранах туптаса пынăскере аксакал тесе каласан та йăнăш пулмĕ, ахальтен мар ĕнтĕ сĕнÿ-канаш ыйтаççĕ: хĕрарăмсен ку е вăл эреше мĕнлерех тумаллине унран темиçе хутчен те тĕпчерĕç. Пысăк çемьере çитĕннĕ Людмилăн пĕчĕкренех алă ĕçне вĕренме тивнĕ. Асли пулнипе кĕçĕннисене тумлантарма амăшĕпе тан алсиш-нуски хатĕрлеме тăрăшнă. «Аннепе пĕрле пĕр каçра мăшăр нуски çыхаттăмăр. Çуса типĕтсе ирхине йăмăк-шăллăма тăхăнтартса яраттăмăр», – киленĕç мĕнрен пуçланнине каласа парать ăста. Çыхассипе пĕрлех тĕрлеме те вĕреннĕ. 61-ти ăста ĕмĕрĕнче пысăк опыт пухнă ĕнтĕ, темĕн те çыхма пĕлет: кофта, тапочки, алсиш-нуски, вырăн çивиттийĕ, плед… «Йĕппе çипрен пĕрре те уйрăлас килмест, телевизор умĕнче те ахаль лармастăп», – çыхассине мĕн тери кăмăлланине палăртать Людмила. Çавăнпах ĕнтĕ пĕр харăсах темиçе япалана та пуçăнма пултарать. Халĕ ав тапочки, скатерть, жилет, плед çыхма пуçланă. «Хăшĕн патне кăмăл выртать – çавна тытатăп», – тет шÿтлесе. Ку ĕçре Людмилăшăн нимĕнле йывăрлăх та çук, уйрăмах хальхи вăхăтра, унăн шухăшĕпе, интернетри мастер-классем кирек кама та ăс пама пултараççĕ. Ĕмĕрĕнче темĕн те çыхнă вăл, чи пысăкки – анлă плед. Вăл витĕнсе выртма та, пăхса киленме те лайăх. Чăн та, хăвăн аллупа тунине тата мĕн çиттĕр?!

76-ри Люция Николаева – «Кил ăшшинче» чи асли. Кружока вăл 3 çул çÿрет. Унран кĕçĕннисем мĕн тунине хăвăрт ăша хывать, ытларах тапочки, косынка çыхать. «Килте мĕн туса ларас? Кунта интереслĕ», – тет вăл ĕç тунă май.

Ыттисем пурте кунта поселокран çÿреççĕ пулсан Людмила Кириллова вара Урай Макаçран çула кĕскетсе килет. Кружок йĕркеленсенех, 4 çул каялла, килме пуçланă, çакă вара ерипен ырă йăлана кĕнĕ, çавăнпа та пĕрре те сиктермен. Пуринчен ытла кофтăсем çыхма кăмăллать вăл, шапкăсем те лайăх пулса тухаççĕ унăн. Ĕмĕтри япала та пур-ха – пуканесем çыхса лартса пÿрте илем кÿресшĕн, анчах хальлĕхе вĕсене мĕнле тумалли вĕренеймен-ха, çавăнпа та шыравра. Тепĕр тĕллев те пур унăн – вĕтĕ шăрçапа ĕçлеме пуçласси.

Валентина Курчина та кружока çÿрени чылай ĕнтĕ. «Кам мĕн çĕннине илсе килет, çавна ăша хывма тăрăшатăп», – тет вăл йĕппе çипе вылятнă май. Пĕлмен эрешĕн тупсăмне тупма вăл таçта çитмех хатĕр, çапла пĕрре Урай Макаçах кайса килнĕ, 90 çулти кинемей хитре эреш тума вĕрентсе янă. «Мăшăра çулталăкра сахалтан та пĕр свитер çыхса тăхăнтартатăп», – тет ал ĕç ăсти. Мăнукĕсене те кÿрентермест – вĕсене кĕпе-юбка «ăсталаса» тумлантарать.

Серафима Муллина хальхинче кружока çăм арламалли илсе килнĕ. Çыхассипе, тĕрлессипе пĕрлех асаннесемпе-кукамайсен ырă ĕçне те манмасть, ним мар темиçе йĕке çип арласа хума пултарать. Кăмăл пулсан – ыттисене те вĕрентет.

«Кил ăшши» кружока чылайăшĕ темиçе çул çÿреççĕ пулсан, хăшĕ-пĕри нумаях пулмасть кăна-ха ура ярса пуснă. Сăмахран, Светлана Андреева, Валентина Максимова. «Паян тăваттăмĕш хут кăна-ха, пушă вăхăта усăллă ирттерес тесе кăмăлпах килтĕм», – палăртса хăварчĕ Валентина çĕнĕ эрешлĕ нуские пуçланă май.

Ытла та кăсăклă хĕрарăмсем ĕçленине пăхса ларма – мĕн пĕлменнине пĕр-пĕринчен ыйтаççĕ. Паян тесен паян хăйсен пултаруллă йышне ÿстерме хатĕр вĕсем, уйрăмах çамрăксемпе.

ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости