Колони нарĕ пуçлăх пуканĕнчен çемçерех-шим?

Сутăнчăк чиновниксен сăтăрла ĕçĕсем влаçран кайсан та çиеле тухаççех

Раççей Следстви комитечĕн Чăваш Енри уйрăмĕ йĕркеленнĕренпе январĕн 15-мĕшĕнче 5 çул çитрĕ. Çак хушăра федераци ведомстви хутшăннипе коррупци сĕмĕллĕ пĕр пин кăна мар сăтăрла ĕçе тăрă шыв çине кăларма май килнĕ. Çакăн йышши преступлени пирки тавçăрса пĕлтернисене 2,7 пин йышăннă, вĕсенчен 1,7 пинĕ тăрăх уголовнăй ĕçсем пуçарнă. Коррупципе çыхăннă 2,1 пин преступленирен 380 уголовнăй ĕç производствăпа вĕçленнине палăртмалла.

Закона çаврăнса иртме хăтланнă темиçе тĕслĕхе Шупашкар районĕнче те тупса палăртнă. Управленин Çĕнĕ Шупашкарти пайĕн следстви уйрăмĕ çак кунсенче кăна-ха акă тепĕр уголовнăй ĕç пуçарчĕ.

Суя хут тăрăх

Пилĕк çула яхăн – çакăн чухлĕ вăхăт каяллах пурнăçа кĕртме пуçланă пĕр ял тăрăхĕн унчченхи пуçлăхĕ хăйĕн вăрттăн шухăшне. Анчах та тем чухлĕ вăхăт иртсен те чăнлăх çиеле тухатех. Районта ку пăтăрмах хыççăн çĕкленнĕ шав çакна тепĕр хут çирĕплетрĕ. Сÿтсе явмалăх вара, чăн та, сăлтав çук мар. Следстви версийĕпе, 2005 çулхи çуркунне арçын 1995 çулта кăларнă тесе ĕнентерекен постановленирен суя выписка хатĕрленĕ. Ку документ, Шупашкар районĕнчи Пикшик ялĕнчи пĕр хĕрарăм валли килти хушма хуçалăха тытма 500 тăваткал метрлă çĕр лаптăкĕ уйăрнине çирĕплетекенскер, пуçлăха çак участока хăйĕн пурлăхне регистрацилеме кирлĕ пулнă – çапла палăртать следстви. Çав çулхи июнь уйăхĕнчех вăл суя хут тăрăх çĕр лаптăкне регистраци службинче хăйĕн харпăрлăхне куçарнă. Çĕнĕ Шупашкарти следстви пайĕ экс-пуçлăх тĕлĕшĕпе уголовнăй ĕç пуçарма çителĕклĕ самант пуçтарнă. Ведомствăра службăри ултавшăн РФ УК 292 статйипе пăхнă преступленишĕн айăпланаканăн ятне ĕçе пăхса тухса вĕçне çитериччен асăнма тăхтаççĕ. Çĕр регистрацийĕпе çыхăннă ултавлă схемăна Сарапакасси ял тăрăхĕнче пурнăçа кĕртни вара паллă.

Закона хирĕçле ĕçе-хĕле Следстви комитечĕн следователĕсемпе ШĔМĕн Чăваш Енри экономика хăрушсăрлăхĕпе коррупцие хирĕç управленийĕн пĕрлехи тăрăшулăхне кура çиеле кăларма май килнине палăртмалла. Ун пирки сăмах хускатнă май виçĕ çул каяллахи ĕç-пуçа та аса илеймесĕр хăвараймăн – вăл та çак экс-пуçлăхпах çыхăннă-çке-ха.

Çук çулсен юсавĕ

2008 çултан пуçласа икĕ çула яхăн çак арçын çук çулсен юсавĕпе аппаланнă. Ун чухне вăл ял тăрăхĕнчи 8 ялта хăйăрлă-вак чуллă «çул сарнă» – анчах та хут çинче кăна. Бюджетран уйăрнă укçа-тенке хăйĕн пурлăхне çавăрнисĕр пуçне вăл укçана ял çыннисенчен пуçтарма та именсе тăман. Халăхăн шаннă çынни (çав вăхăт тĕлне вăл депутат пулнă) çакăн пек майпа пĕтĕмпе 200 пин тенкĕ пухнă. Хăйĕн ĕçне кăтартас тĕллевпе вара вăл тĕрĕслев çитессе кĕтсе ял тăрăх урамĕсене строительство çÿп-çапне сарса тухнă. Рабочисене тара тытса тăккаланман – ял вăй питти çынсемсĕр мар-çке-ха. Кирпĕч ванчăкĕсене ялсене çитерме, хăй следствие ăнлантарнă тăрăх, унăн бюджет укçипе усă курма тивнĕ. Следстви версийĕпе вара Сарапакасси ял тăрăх пуçлăхĕ ун чухне строительство çÿп-çапне Шупашкарти электроаппаратура завочĕн территорийĕнчен тÿлевсĕр тиесе тухнă. Транспорт тăкакĕсемшĕн ял халăхĕн укçипе татăлнă. Бюджет укçине подрядчиксем урлă счет çинчен илсе вăл çавăн чухнехи хаксемпе патшалăх хыснине 1 млн ытла тенкĕлĕх сăтăр кÿнĕ. Çак укçапа хăй пĕлнĕ пек усă курнă. 2012 çулта патшалăх служащийне тÿлевсем илнĕ чухне улталанăшăн РФ УК 159-мĕш статьян 2 тата 3-мĕш пайĕсемпе, службăри ултавшăн 292-мĕш статьян 2-мĕш пайĕпе айăпланă. Район судĕнче вырăнти надзор органĕ пуçлăхран бюджета кÿнĕ сăтăра шыраса илессишĕн çине тăнă, анчах та суд прокуратура ыйтнине пурнăçламан – çакна ĕнентерекен самантсем çителĕксĕр пулнă имĕш. Апелляци инстанцийĕн судĕнче çав-çавах ăна тулли виçепе саплаштарма йышăну кăларнă. Коррупципе çыхăннă преступленисене пула унччен те суд сакки çине ларма тивнĕ служащийĕн хальхи вăхăтра следстви комитечĕн следователĕсен ыйтăвĕсене хуравлама тивет. Хальхинче – çĕр лаптăкне харпăрлăха куçарма хатĕрленĕ хутсемпе çыхăннисене. Уголовнăй ĕçе тĕплĕ тĕпченĕ хыççăн айăплав пĕтĕмлетĕвĕпе пĕрле суда ярса парĕç. «Тăван Ен» лару-тăрăва тимлĕ сăнаса тăрать.

Сăмах май

2015 çулта чăваш Республикинче коррупци сĕмĕллĕ çакăн пек преступленисемпе уголовнăй ĕçсем пуçарнă:

службăри ултав – 77 ĕç;

взятка илни – 47;

полномочисемпе усал шутпа усă курни – 39;

коммерци сутăнчăклăхĕ – 34;

службăри вырăнпа усă курса тунă ултав, çав шутра тÿлевсемпе те – 34;

пурлăха салатни, харпăрлăха куçарни – 33;

должноç полномочийĕсемпе чикĕрен иртсе усă курни – 27;

взятка пани –25 ĕç;

предприниматель ĕçне закона пăхăнмасăр хутшăнни – 2.

Пĕр кĕрепле çинех

Аса илтерни вырăнлă: ку – Шупашкар районĕнче çĕр лаптăкĕсене регистрациленĕ чухне ултавлă схемăсемпе усă курнă пĕртен-пĕр тĕслĕх мар. Кăшавăш ял тăрăх пуçлăхĕнче, каярах Атайкасси ял тăрăх пуçлăхĕн çумĕнче ĕçленĕ чиновник те 2014, 2015 çулсенче закона çаврăнса иртме хăтланса Сарапакасси ял тăрăхĕн экс-пуçлăхĕн «кĕрепли» çинех пырса кĕнĕ. Ку сăтăра вара ун чухлĕ вăхăт хушшиех пытарайман – пĕлтĕрех суд умне тăнă. Ку чиновнике Кăшавăшпа Явăш ялĕсенчи пĕтĕмĕшле çур гектарлăх виçĕ участока суя постановленири выпискăсем тăрăх пĕлĕшĕн харпăрлăхне регистрацилеме пулăшнипе çыхăннă службăри ултавшăн, взятка илнĕшĕн айăпланăччĕ. Чăваш Ен ШĔМĕн экономика хăрушсăрлăхĕпе коррупцие хирĕç управленийĕн пакунлă ĕçченĕсем черетлĕ тĕл пулу вăхăтĕнче взятка илнĕ самантра тытса чариччен ăна сахал мар укçа-тенкĕпе хавхалантарни паллă. Халĕ хăйĕн сăтăрла ĕçĕшĕн муниципалитет чиновникĕн 5 çуллăха условнăй майпа ирĕклĕхсĕр юлнисĕр пуçне 4 млн та 100 пин тенкĕ штрафпа татăлмалла – суд çакăн пек йышăну тунă.

2015 çулта пурĕ Çĕнĕ Шупашкарти следстви пайне коррупци сĕмĕллĕ преступленисем пирки 24 хут пĕлтернĕ. Ку вăл çулталăк каяллахинчен 3 ытларах. Вĕсем тăрăх уголовнăй ĕç пуçарма 19 йышăну кăларнă (2014 çулта – 16).

Компетентлă

Олег ДМИТРИЕВ, РФ Следстви комитечĕн Чăваш Енри управленийĕн ертÿçин аслă пулăшуçи:

– 2015 çулта РФ Следстви комитечĕн Чăваш Енри управленине коррупципе çыхăннă 387 ĕç пирки пĕлтернĕ. 2014 çулта кунашкаллисем 400 ытла пулнă. Республика следователĕсем коррупци тĕслĕхĕпе 322 уголовнăй ĕç пуçарнă. 2014 çулта вĕсем 7 сахалрах пулнă. Суда çакăн йышши 266 эпизодлă 91 уголовнăй ĕç ярса панă. Следовательсем тĕпченĕ ĕçсенчен вĕсем 28,7 млн тенкĕлĕх сăтăр кÿни паллă. Ăна саплаштарма 2015 çулта айăпланакансемпе шанман çынсен 24,4 млн тенкĕлĕх (2014 çулта – 16 млн тенкĕ ытла) пурлăхне арестлеме тивнĕ. Коррупциллĕ преступленисемшĕн 2015 çулта 15 депутатпа вырăнти хăй тытăмлăх органĕнче вăй хуракансене (2014 çулта – 14) 33 эпизодшăн суд сакки çине лартнă. Çав йышра муниципалитетсен 4 пуçлăхĕ. 2014 çулта вĕсем 7 пулнă.

Илья ГАВРИЛОВ, Шупашкар район прокурорĕн пулăшуçи:

– Службăри ултав ĕçĕсемшĕн РФ УК 292-мĕш статйин 2-мĕш пайĕн санкцийĕ айăпланнă çынна 4 çул таран чăн вăхăтлăха ирĕклĕхсĕр хăварма е виçĕ çул иртмесĕр тĕрлĕ йышши должноçе йышăнмашкăн чарма пултарать. Должноç полномочийĕсемпе усал шутпа усă курнăшăн вара вырăнти хăй тытăмлăх органĕн ертÿçине кодекс суда 7 çул таран «йĕплĕ хÿме» леш енче юсанмашкăн йышăну кăларма ирĕк панă. Коррупципе çыхăннă ĕçсемшĕн айăплав виçи çынна вĕлернипе пăхнă уголовнăй статьясемпе тан.

Татьяна Майорова

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости