Кубок хуçисем – ентешсем

Иртнĕ эрнере Шăмăршă районĕнчи психоневрологи интернатĕнче инвалидсен хушшинче иртнĕ Республикăри спорт фестивалĕнчен Кÿкеçри ача-пăча çурт-интерначĕн хастарĕсем кубокпа таврăннă.

Хĕрÿ тупăшу республикăри 6 интернатран 35 çынна пуçтарнă. Вĕсем çăмăл атлетика енĕпе, вĕрен туртассипе, армреслингпа вăй виçнĕ.

Фестиваль çулталăкра икĕ хут иртет: çуллахи тата хĕллехи вăхăтра. Тĕллев – хевтесĕр çынсене обществăра хăйсен вырăнне тупма пулăшасси, вĕсене пурăнма тата аталанма ыттисемпе тан май туса парасси.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости