Малтан – зарядка, кайран – чупу!

Çанталăк та лайăххине кăна пиллерĕ пулмалла çав кун, ирхине таçтан килнĕ ăмăр пĕлĕтсем ерипен сирĕлчĕç те тавралăх ăшăтса уярланчĕ. Кун пек çанталăкра вара чуп та чуп! Сăмахăм паян иртнĕ шăматкун Кÿкеçри «Улăп» стадионра икĕ хут Совет Союзĕн Геройне, СССР летчик космонавтне А.Г. Николаева асăнса тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалласа «Советская Чувашия» хаçат йĕркелекен эстафетăн, пресса спорт фестивалĕн I-мĕш тапхăрĕ пирки. «Тăван Ен» хаçат парнисемшĕн тĕрлĕ дистанцире 49-мĕш хут
ăмăртрĕç унта хутшăнакансем.

Ăшă сăмахсем

Эстафетăна уçма район пуçлăхĕ Алевтина Исаева, райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ Сергей Ванюшкин, район прокурорĕн çумĕ Анатолий Иванов, «Тăван Ен» хаçатăн тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина хутшăнчĕç. «Стадионра пухăннисене пурне те спорта тата район хаçатне юратни пĕрлештерет. «Тăван Ен» районта пулса иртекен мероприятисене яр! уççăн çутатать, çивĕч ыйтусене хускатать, вĕсен хуравĕсене тупать, çавăнпа та пичет кăларăмне çырăнмасăр ан юлăр», – чĕнсе каларĕ Алевтина Михайловна. Сумлă хăнасенчен чылайăшĕ район хаçатне ырă сăмахсемпе пахаларĕ. Анатолий Иванов каланине те асăнмасăр май çук. «Вăр-вар пулас килсен чупăр, ăслă пулас килсен вара «Тăван Ен» хаçата вулăр, – терĕ. Сергей Ванюшкин пурне те ăнăçлă старт сунчĕ, Татьяна Вашуркина вара район хаçачĕпе туслашма, ăна кăçалхи çур çул валли çырăнса илме, унăн квитанцийĕпе велосипед çĕнсе илмешкĕн лотерея вылявне хутшăнма йыхравларĕ.

Çĕнĕлĕх

Иртнĕ çулхипе танлаштарсан эстафета кăçал темиçе çĕнĕлĕхпе палăрчĕ. Старта тухас умĕн малтан пурте пĕрле шăм-шака çемçетрĕç: кăçал пуçласа «Çăлтăрпа пĕрле зарядка» флэшмоб иртрĕ, ăна «JOY» спорт ташшисен студийĕн ушкăнĕ ирттерчĕ. Кĕвĕпе мĕнлерех кăна хуçкаланмарĕç-тĕр чупма килнисем! Çакă уйрăмах пĕчĕк ачасене килĕшрĕ.

Тепĕр çĕнĕлĕх – чупăва сывлăх енчен чăрмавсем пур çынсене те явăçтарни. Ку ушкăнра ачасем тата аслисем чупрĕç. Шăпах вĕсене старта кăларнипе пуçланчĕ те ăмăрту. 17 çултан кĕçĕнреххисен ушкăнĕнче Кÿкеçри ача çурчĕ-интернатри Григорий Пичугин мала тухрĕ. Хĕрачасенчен вара – Елена Степанова. Аслисен ушкăнĕнче Анатолий Степанов тата Алиса Мосунова çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕç.

Стартра – тĕрлĕ çултисем

Вĕсен хыççăнах шкул çулне çитмен ачасем старта тăчĕç. Пĕчĕксерсем лайăх кăмăлпа килни тÿрех сисĕнчĕ, ирех стадиона çитнĕ-çке. Пĕлтĕр 10 ушкăн ăмăртрĕ пулсан кăçал – 7. Сăмахран, Кÿкеçри «Ягодка» ача сачĕ тÿрех 4 команда тăратрĕ, пĕринче 8 ача – 4 арçын ача тата 4 хĕрача. Малти вырăнсемшĕн çак ача сачĕн икĕ ушкăнĕ кĕрешрĕ. Чи вăйлисем çак ушкăнри тĕп парнене тивĕçрĕç. Çĕнтерÿçĕсен воспитателĕ Эльвира Матвеева акă мĕн пĕлтерчĕ пире: «Ачасем çĕнтернĕшĕн питĕ хавас. Тăрăшни сая каймарĕ. Кашни кун тенĕ пекех тренировкăсем ирттернĕ: урама уçăлма тухсан чупнă, эстафета патаккине пама вĕреннĕ… Ачасем хăйсем те питĕ кăмăллă юлчĕç».

Кăçалхи ăмăртăва 8 çемье хутшăнчĕ. Халиччен старта тухманнисем те тупăшма килнĕ. Алексеевсен çемйи те хăйĕн вăйне тĕрĕслеме шут тытнă кăçал. Яланхи пекех Цветковсем те чупрĕç. Районта вĕсене çитекенни урăх çуккине хальхинче те яр уççăн кăтартрĕç, малтанах çемье пуçĕ Павел иккĕмĕш пычĕ. Эстафета патаккине парас умĕн вара кăшт маларах кăна Башкиров-аслинчен вăшт! кăна иртсе кайрĕ, Цветковсен амăшĕпе ывăлĕ вара ыттисене чылай хыçала хăварса мала тухрĕç.

Райадминистраци пайĕсен, ял тăрăх администрацийĕсен, «Тăван Ен» хаçатăн командисем пурĕ 10-ăн старта тухрĕç. Финишран ытла старт хĕрÿ пуçланчĕ ку ушкăнра. Малалла питĕ хăвăрт ыткăннипе редакцин пĕр участникĕн эстафета патаккине ÿкернине те чылайăшĕ сиссе юлаймарĕ ахăр. Шел, ăна йăтса илме чылай вăхăт çухатма тиврĕ ĕçтешĕн… Палăртнă дистанцие хĕрсем вĕçлерĕç, Кÿкеç ял тăрăхĕн пĕр команди (вĕсен 2 ушкăнччĕ) пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине хăпарчĕ.

Хĕрарăм ветерансемпе арçын ветерансем старта пурте пĕрле тухрĕç пулин те финиша кам маларах çитесси тÿрех паллă пулчĕ тейĕн. Хĕрарăмсенчен Регина Руманова мала тухрĕ. Пирĕн хаçата тимлĕн вулакансем ас тăваççĕ-тĕр: вăл пĕлтĕр те çĕнтерÿçĕ пулнăччĕ. Арçынсенчен вара Геннадий Степанов финиш йĕрне пĕрремĕш каçрĕ. Спортăн чылай тĕсĕпе туслăскер «Тăван Ен» хаçат эстафетине вăл пĕрремĕш хут килнĕ. «Хутшăнса çĕнтернĕшĕн чунтанах хĕпĕртерĕм», – чупса тухсан савăк кăмăлне пĕлтерчĕ. Район хаçатне вулама килĕштернине те палăртрĕ хастар, Шемшер ял тăрăх администрацине, библиотекăна кĕрсе пичет кăларăмне тăтăшах шĕкĕлчет иккен. «Çăмăл чĕлхепе çыратăр, вулас та вулас килет», –шухăшне пĕлтерчĕ вăл. Хаçат тусĕсем пирĕн ĕçе çапла пахалани вара чĕре çине çу сĕрнĕ евĕрех пулчĕ.

Районти предприятисемпе организацисен ушкăнĕнче те хĕрÿлĕх сисĕнчĕ. Хĕрарăмсем – 5, арçынсем 3 командăпа чупрĕç. Арçынсенчен кăçал та Кÿкеçри 41-мĕш пушар чаçне çитекенни пулмарĕ. Виççĕмĕш çул ĕнтĕ вĕсене никам та хыçала хăвараймасть. Хĕрарăмсенчен ятарлă коррекци шкул интерначĕн ушкăнĕ мала тухрĕ.

Тĕп ушкăнра пĕрремĕш вырăншăн 3 команда ăмăртрĕ. Ку дистанцие хальхинче Шупашкартан килнĕ хăнасем – транспорт тата строительство технологийĕн техникумĕн ушкăнĕ – те хутшăнчĕ.

Мала тухассишĕн питĕ ăнтăлчĕç студентсем, анчах Шĕнерпуç ял тăрăх команди никама та хăйĕнчен ирттермерĕ.

Чи хĕрÿ тупăшу, паллах, шкул ачисен хушшинче пулчĕ. «Чирлекенсем» те вĕсен пуринчен те хĕрÿреххисемччĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенчен кăçал 5 команда тăратнă. Янăш тата Тăрăн шкул ачисем чи малти вырăншăн кĕрешрĕç – пĕрремĕшĕсене çитекен пулмарĕ.

Вăтам шкулсен ăмăртăвĕ те хĕрÿ пулчĕ, чи хăвăрт чупакансене палăртрĕ: вĕсем Тренккасси шкулĕнче вĕренеççĕ иккен.

Эстафетăра малти вырăнсене йышăннисем дипломсене тата парнесене тивĕçрĕç. Вĕсене райадминистраци пуçлăхĕ Георгий Егоров, «Советская Чувашия» хаçатăн тĕп редакторĕ Владимир Васильев наградăларĕç. Чупма юратакансемпе кĕркунне спорт прессин фестивалĕнче тĕл пулăпăр, ун чухне «Советская Чувашия» хаçат парнисемшĕн хĕрÿ кĕрешÿ пырĕ. «Тăван Енĕн» çитес çуркуннехи юбилейлă чупăвĕччен вара вăй пухса хатĕрленме вăхăт пур-ха. Ун чухне çăмăл атлетика енĕпе иртекен ăмăрту спортпа туслисене татах та пысăкрах йыша пĕрлештерессе шанас килет.

ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости