Медальсен шутне ÿстерчĕç

Эстафета йĕлтĕрçĕсене пĕр çĕре пухрĕ

Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем пушă вăхăт тупăнсанах хĕл кунĕсенче урана йĕлтĕр сырма васкаççĕ. Сăлтавĕ те пур – пĕрисем вăрман çывăхĕнчи уçă сывлăша кăкăрпа туллин сывласа киленнĕ хушăра теприсем ăсталăха тата ытларах туптама тăрăшаççĕ, виççĕмĕшĕсем вара кăтартусене лайăхлатассишĕн, тепĕр ăмăртура тата курăмлăрах тупăшассишĕн тимлеççĕ. Кÿкеçри йĕлтĕр трасси çинче кашни канмалли кун тенĕ пек ăмăрту иртет. Иртнĕ шăматкун та стадион пушă тăмарĕ: сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем черетлĕ тупăшăва – эстафета мелĕпе иртекен Шупашкар район чемпионатне – васкарĕç.

Спорта чăннипех юратакансем, унпа «чирлекенсем» кирек мĕнле лару-тăрура та йĕлтĕр сырма хатĕр. Çанталăк йĕпе-сапа тăнине пăхмасăр стадиона пухăннисем çакна тепĕр хут çирĕплетсе пачĕç.

Стартра – пĕчĕккисем

Район пуçлăхĕ Андрей Николаев, райадминистрацин вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Татьяна Иванова спорт уявне уçнă хыççăнах старта чи пĕчĕккисем – ача сачĕсене çÿрекенсем – тухрĕç. Вĕсем – кашни командăра 2 арçын ачапа 2 хĕрача – 50 метрлă дистанцие хавхалансах парăнтарма тăрăшрĕç. Ан тив, хăшĕ-пĕри чикеленсе те ÿкрĕ, çапах та маттурсем палăртнă дистанцие пурте парăнтарчĕç. Пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине «Ягодка» ача сачĕн воспитанникĕсем хăпарчĕç, вĕсенчен кăшт аяларах «Колосок» тата «Золушка» ача сачĕсене çÿрекенсем вырăн тупрĕç. Мала тухнă команда йышĕнчи Егор Ельцовпа Николай Кузнецов пĕр-пĕрне пÿле-пÿлех кăçалхи çитĕнĕвĕсем пирки каласа пачĕç. «Ку манăн 3-мĕш медаль», – çĕнтерÿпе хăпартланнине пытармарĕ Егор. Кольăн та медальсен шучĕ юлташĕнчен кая мар. Арçын ачасем ăмăртура мала тухнăшăн чăннипе те савăннă, вĕсене эстафетăри çĕнтерÿ малалла та ăмăртусене хутшăнма хавхалантарать.

Пĕчĕккисен пысăк савăнăçĕ

Çемьесене илсен, старта чи малтан ачасем тухрĕç. Пĕчĕкреххисем, пысăкраххисем – 500 метрлă дистанцие парăнтарчĕç. Малтанах Павловсен çемйи малтисен ретĕнче пычĕ-ха, вĕсене хăваласа çитекен пур пекек туйăнмастчĕ. Вячеслав Родионов старт илсен вара лару-тăру улшăнчĕ – финиша вăл ытти арçынна кая хăварса чи малтан çитрĕ. Вĕсене чысланă чухне 6 çулти Родион пек савăнăçли пулмарĕ. Арçын ача кубока алăран вĕçертмерĕ. «Манăн медальсем пур, кубок вара – пĕрремĕш!» – сăлтавне пытармарĕ пĕчĕкскер. Маринăпа Вячеслав Родионовсем иккĕшĕ те çăмăл атлетика енĕпе спорт мастерĕн ятне илнĕ, ывăлне те пĕчĕкренех спортпа туслă пурăнма вĕрентеççĕ. 6 çулти арçын ача самбо кĕрешĕвĕн мелĕсене алла илессишĕн тăрăшать, пĕрремĕш ăмăртăва вара çулталăк та 7 уйăхра хутшăннă. Унăн тĕслĕх камран илмелли пурах. Çемье командисенчен çавăн пекех Павловсен тата Юрьевсен çемйисем палăрчĕç.

Кам хăвăртрах?

Чи хĕрÿ тупăшу шкул ачисен командисен хушшинче пулчĕ. Вăтам тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенчи ачасем пĕрле старта тăчĕç. Чи малтанах хĕрсем вăрман еннелле ыткăнчĕç. Вĕсем 2 км-лă дистанцие парăнтарса финиша çитессе физкультура учителĕсем, ачасем чăтăмсăррăн кĕтсе тăчĕç: «Кам малтан килет? Хăш шкул?» Часах малта пыраканни курăнса кайрĕ, ку Янăш шкул вĕренекенĕ пулчĕ. Мĕн тупăшу вĕçлениччен те вĕсем çĕнтерĕве алăран вĕçертмерĕç. Вăтам шкулсен командисенчен Атайкасси тата Кÿкеç лицейĕн вĕренекенĕсем палăрчĕç. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен командисенчен Салапайкасси шкулĕн 2 команди, Çатра-Лапсар вĕренекенĕсем пьедестал çине хăпарма тивĕçрĕç.

Тĕп ушкăнсенчен малти вырăна Янăш ял тăрăх команди тухрĕ, Лапсар тата Кÿкеç ял тăрăх командисем 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене пайларĕç. Арçын командисенчен Янăш, Лапсар ял тăрăхĕсен, «Теплоэнергосети» ООО командисем палăрнă. Хĕрарăмсенчен чи маттуррисем Лапсар ял тăрăхĕн, «Теплоэнергосети» ООО, Кÿкеç лицейĕн командисем пулни палăрчĕ. Район больницин, Янăш ял тăрăхĕн, «Теплоэнергосети» ООО ветеранĕсем те дистанцие парăнтарса пьедестал çине хăпарма тивĕçрĕç. Хутăш ушкăнра Янăш шкулĕн командине çитекен пулман, район администраци команди 2-мĕш пулчĕ, «Теплоэнергосети» ООО команди – 3-мĕш.

Çĕнтерÿçĕсене медальсемпе чысларĕç.

ВЕРА ШУМИЛОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости