Мускав çулĕпе – кĕр сăрине

Авалтан пыракан йăлапа чăвашсем кĕрхи ĕçсене вĕçлесен кĕр сăри уявне паллă тунă. Иртнĕ канмалли кунсенче ăна Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнче те Халăх пĕрлĕхĕн кунĕпе çыхăнтарса анлăн паллă турĕç.

Туслăх палли

Вăл Шупашкаркассинче пуçланчĕ. Çак тăрăхра пурăннă Раççейпе чăваш халăхĕн паттăрне Пăрттас кнеç çар пуçне халалларĕç ăна. 1612 çулхи ноябрĕн 4-мĕшĕнче чăвашсем Пăрттас кнеç ертсе пынипе Куçма Мининпа Чулхула ополченийĕпе, Дмитрий Пожарский княçпе пĕрле поляксене хирĕç паттăрăн çапăçса Мускава ирĕке кăларнă. Раççее сыхласа хăварса ăна ертсе пыма 16 çулти Михаил Романова суйланă. Куçма Минин думăри боярин ятне тивĕçнĕ. 1616 çулхи çуркунне хăйĕн юлташĕпе Пăрттас княçпе пĕрле Ункă шывĕ урлă каçнă чухне сивĕ пăр айне анса кайса йывăр чирлесе ÿкнĕ. Вăл паянхи Шупашкаркассинчен инçе мар вырнаçнă юман айĕнче вилсе кайнă. Çав юман умне Шупашкаркасси клубĕн ертÿçи Любовь Иванова сĕннипе пысăк чул вырнаçтарнă. Ун çине ЧР тава тивĕçлĕ ÿнерçи Юрий Ювенальев хĕрлĕ сăрăпа «Çак чула Мининпа Пăрттас туслăхне çирĕплетсе хунă», – тесе çырнă. Шупашкаркассисем хаклă хăнасене тарават кĕтсе илчĕç. Евгений Васильев ертсе пыракан «Драконы морей» вăрçăпа истори клубĕн 17-мĕш ĕмĕрти тумсене тăхăннă, сăнăсемпе пуртăсем тытнă çар çыннисем чулăн икĕ енĕпе хисеплĕ караула тăрса тухрĕç. Пухăннисен умĕнче, чул çинчи пире сирсе уçнă çĕрте Вăрман-Çĕктер ял тăрăх пуçлăхĕ Олег Ерманов, ЧР писательсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Юхма Мишши академик, ЧНК пайташĕ Эдуард Бахмисов, ЧР халăх наукипе искусство академийĕн Президенчĕ Евгений Ерагин, Чăваш халăх академикĕ Виталий Станъял, «Сувар» фонд ертÿçи Тимĕр Тяпкин, Игорь Каргин таврапĕлÿçĕ т.ыт. пулчĕç.

Унтан пурте Мускав çулĕ çине тухрĕç. Малта шурă юланутпа хĕç çакнă çар пуçĕ пырать, хыçран унăн çуран салтакĕсем, пуртă-хĕçпе икĕ ретĕн юра пусса утаççĕ, хыçра халăх ополченийĕ, çуран та, урапа çинче ачисемпе те ларса пыраççĕ. Çапла, йывăр та тертлĕ пулнă тăватă ĕмĕр ытла çул каялла Пăрттас кнеç ертсе пыракан чăваш халăх ополченине çак çулпа Мускава çитме. Шупашкаркасси ял старости Роза Бычкова уява хăйĕн янаварĕсемпе хутшăнчĕ. Çак самантран истори чĕрĕлсе тăчĕ тейĕн. Авалхи çар тумĕсене тăхăннă пăхаттирсен колонни Мускав çулĕпе 5 км яхăн хыçа хăварса, ялавсене вĕлкĕштерсе, юрăпа Станъял çумĕнчи Чемен хулашне пырса кĕчĕ. Вĕсене аслă хапха умĕнче çĕнĕ çăкăрпа, сăрапа кĕтсе илчĕç. Палăртнă вăхăта ял тăрăхĕнчи 11 ялăн хастар çыннисем уçланкăна килсе çитсе, яшка чей хуранĕсене çакса янă, сĕтелсем хатĕрлеççĕ. Кашни ял хăйĕн кил картишне илемлетрĕ.

«Драконы морей» тата Денис Сятрайкин ертсе пыракан «Русские витязи» вăрçăпа истори клубĕсем Мускав çывăхĕнчи çапăçу сценарине кăтартрĕç. «Русские витязи» ушкăнри 8 çамрăк авалхи Мускав ухăçисем пек тумланнă, хĕç-пăшалĕ те çав вăхăта сăнарлать. Кăсăклă курав хыççăн сцена çинче Евгений Ерагин мăчаварпа аслисен ертÿçи Виталий Станъял кĕр сăри пилне пачĕç, ваттисене асăнса сăра пички пуçларĕç. Уяв программине Çÿлтикасси клубĕн ертÿçи Светлана Мартьянова йĕркелесе пычĕ. Виталий Станъял Светлана Мартьяновăна культурăри тăрăшулăхшăн ЧР халăх наукипе искусство академийĕнчен Федор Павлов композитор ячĕллĕ медальпе чысларĕ. «Хастар çынсем тăрăшсассăн ĕлĕкхи астăвăм паян та пурăнать», – терĕ вăл.

Чантăрти Вячеслав Вахтеркинăн «Пилеш», Шупашкаркассинчи Леонид Захаровăн «Шурăмпуç», Малти Ункăпуçĕнчи Родион Долговăн «Ункă шевлисем», Çÿлтикассинчи Владимир Мартьяновăн «Палан», Шăнкасри Юрий Сергеевăн «Шуракăш» пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç. Хăнасемпе жюри членĕсем ял картишĕсене тишкерчĕç. Атăлъял ял старости Владимир Матюшкинпа Тамара Шаплина вут чĕртсе 3 хуран çакса шаркку, палан çырли компочĕ тата хуран кукли пĕçернĕ. Ял клубĕн ертÿçи Кристина Семенова пĕçернĕ хуран кукли пурин кăмăлне те кайрĕ. Нина Матюшкина, Валентина Мостарова тата Галина Романова виçĕ тĕрлĕ сăра вĕретсе хатĕрленĕ. Çак йĕркесен авторĕ хăнасене сăра ĕçтерме сăн ÿкерчĕкпе илемлетнĕ кĕр сăри куркисене хатĕрлерĕ. Хăнасене тулли сăра пичкипе, çавра çăкăрпа кĕтсе илчĕç. Ялти ватă ăста Геннадий Яковлев уява хăваран ăсталанă тĕрлĕрен карçинкка илсе килнĕ.

Салапайкассисен картишĕнчи сĕтел çинче пысăк мăн хăяр пуçĕ йăл кулса кĕтсе илет, сăри те пур. Вĕсен кукăлĕ çине «Кĕр сăри» тесе çырнине вуласа тĕлĕнтĕмĕр. Вăрманкассинчи «Сăра картишĕн» сĕтелĕ çинче 13 тĕрлĕ хăмлаллă ĕçме. Вĕсене Александр Селедкинпа Надежда Ерманова Юлия Петуховăн рецепчĕсемпе хатĕрленĕ. «Сăра картишĕ» номинацире вĕсем çĕнтерни çавăнпа та кĕтменлĕх пулмарĕ. Крикакассинчи Алексей Яковлевпа Никита Чижов хуранта шаркку пĕçернĕ. Вĕсен техĕмлĕ сăри – «Оригиналлă сăра» ята тивĕçрĕ. Питтикассинчи Любовь Иванова ертсе пыракан хастарсем те ÿркенмеççĕ – сăра вĕретнисĕр пуçне хуранта чашлама та пĕçернĕ. Çĕктер ял старости Владимир Бычков хуран çакса пулă яшки пĕçернĕ, Атăл пуллине те типĕтнĕ.

Чей те, сăра та

Кил картишне йĕркелессипе çапах та Хыркассисем çĕнтерчĕç. «Хĕр ăсли» ятлă сăрана 88 çулти Александра Кондукторова вĕретнĕ. Какай шÿрпине Светлана Семенова пĕçерчĕ. Шупашкаркассисем хăнасене çăкăр тăварпа, сăрапа кăна мар, юрă-ташăпа та кĕтсе илчĕç – паллах «Музыкăллă ял» ята тивĕçрĕç. Станъял ялĕнчи хура тулă пăттине Леонид Майоров пĕçерчĕ. Мăн хăяртан ăсталанă «кил хуçи» кĕлетки те курăмлă. Тĕрлĕрен курăкран вĕретнĕ «Вĕри çырла шывĕ» чей чирлесен питĕ сиплĕ. Станъялсем «сиплĕ» чей номинацире палăрчĕç. Çÿлтикассинчи Алевтина Мартьянова тăрăшнипе уяв сĕтелĕ туллиехчĕ. Юрий Смеловпа Александр Кривов утарçăсем тĕрлĕ пылпа хăналаса ячĕç. Малти Ункăпуçсем чăваш тумĕпе, Клавдия Ярдухина, Спиридоновсемпе Рязановсем, Мочаловсем 13 тĕрлĕ сăра вĕретнĕ. Чăваш апат-çимĕçне хатĕрлессипе жюри Атăлъялсен хуран кукăлĕпе Салапайкассисен «Кĕр сăри» кукăльне, Питтикассисен чашламине, Çĕктерсен пулă яшкине, Çÿлтикассисен пылне, Малти Ункăпуçсен «чăваш пăттине» палăртрĕ.

Ял çамрăкĕсен командисем хушшинче иртнĕ футбол вăййисенче Хыркассисем 1-мĕш, Атăлъялпа Салапайкасси командисем 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Сывлăш çĕленĕсене вĕçтерессипе Салапайкассинчи Галина Ковкова ăста пулчĕ. Уяври çĕнтерÿçĕсене Сергей Сорокинпа жюри членĕсем тĕрлĕрен парнесемпе чысларĕç. ЧНК пайташĕ Эдуард Бахмисов К.В. Иванов ячĕпе хисепленекен историпе культура фончĕ ячĕпе Сергей Сорокина таврапĕлÿ эткерлĕхне упрама пысăк тÿпе хывнăшăн дипломпа чысларĕ. Уявсене пĕр кунта йĕркелесе ирттерме тăтăшах юр çуни те чăрмантармарĕ. Чăн та, халăхпа пĕрле ĕçлеме те уявра савăнма та аван çав, сăлтавĕ пултăр кăна.

Николай Смирнов, Атăлъял

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости