Мĕнле шăтать парка калча?

Хаçатăн иртнĕ номерĕнче районта çурхи ака хыççăнхи тыр-пул шăтаслăхне тĕрĕслеме тухнине асăнтăмăр. Ял хуçалăх предприятисемпе ХФХ-сен ертÿçисем, агрономсем, райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тата ытти специалистсем темиçе кăтарту тăрăх хакларĕç – вăрлăха им-çамланине, ăна витнĕ çĕр çийĕн тарăнăшне, ăна шăтарса тухнă калчасен çăралăхне, пĕр тикĕс шăтса тухнине, çум курăк пуррипе çуккине, уй-хире культурăланине, чирсемпе тата сиенлĕ хурт-кăпшанкăсемпе сиенленнине, вăрлăх пахалăхне кура. Хуçалăх ертÿçисемпе агрономсем хăйсен уй-хирĕсемпе паллаштарнă май ял хуçалăх культурисене акса-туса илекен меслетсемпе те паллаштарчĕç.

Кăçал районта 10007 га çинче çурхи культурăсене акса хăварнине палăртмалла. 221 га нумай çул ÿсекен курăк, 753 га пĕр çул ÿсекен курăк, 1049 га куккурус акса хăварнă.

Комисси членĕсем районта ака ĕçĕсен пахалăхĕ çулран-çул лайăхланса пынине палăртса хăварчĕç. Пĕтĕмлетÿсем тăрăх, чи лайăх ял хуçалăхĕсен шутне «Атлашевский» СХК, «Приволжское» ОАО, «Ольдеевская» Агрофирма» ЗАО кĕчĕç. Вĕсене «Акатуй» уявĕнче дипломсемпе чысларĕç.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости